Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: ку тӗнчене Ҫӳлти Турӑ нумайӑшӗшӗн пултарнӑ, ҫитес ӗмӗре вара сахалӑшӗшӗн пултарнӑ.1. Он отвечал мне и сказал: этот век Всевышний сотворил для многих, а будущий для немногих.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Эпӗ хуравласа каларӑм: пӗлетӗп, хуҫамӑм: Ҫӳлти Турӑ — хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа та Вӑл халлӗхе тӗнчене килейменнисене каҫарать, 63. Хӑйӗн саккунне пӑхӑнса ҫылӑхран ӳкӗнекенсене хӗрхенет.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
70. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: Ҫӳлти Турӑ тӗнчене, Адама тата унран пулса кайнисене тунӑ чухне малтан сута, сутпа ҫыхӑннине хатӗрленӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ хуравласа каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша! акӑ Хӑвӑн саккунупа Эсӗ ҫитес тӗнчене тӳрӗ ҫынсене пама палӑртнӑ, ҫылӑхлисене пӗтерме палӑртнӑ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Эхер те ҫак тӗнчене пирӗн валли тунӑ пулсассӑн, мӗншӗн-ха эпир ӑна еткере илейместпӗр?59. Если для нас создан век сей, то почему не получаем мы наследия с веком?
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ ҫакна Сан умӑнта Эсӗ пӗрремӗш тӗнчене пирӗн валли пултарнӑ тенӗрен каларӑм.55. Все это сказал я пред Тобою, Господи, потому что для нас создал Ты век сей.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ тӗнчене пултарма пуҫласанах каланӑ; малтанхи кун: «тӳпепе ҫӗр пултӑр» тенӗ, вара Санӑн сӑмаху пурӑнӑҫланнӑ ӗҫ пулса тӑнӑ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Эпӗ ӗнтӗ ҫапла каларӑм: хуҫамӑм, тархасласах ыйтатӑп: эхер те эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑв пултарнӑ тӗнчене кам урлӑ сут тунине кӑтартсамччӗ Хӑвӑн чуруна, терӗм.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Пӗчӗк ача ҫуратма пултарайман пек, ватӑлнӑ хӗрарӑм урӑх ҫуратма пултарайман пек, Эпӗ те Хам пултарнӑ тӗнчене ҫапла пайланӑ, терӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Вара каларӑм эпӗ: мӗнле-ха апла, Эсӗ Хӑвӑн чуруна каланӑ-ҫке: Хӑв мӗн пултарнине пурне те пӗр вӑхӑтра чӗртсе тӑратма пулнӑ; ҫавӑн чухне вӗсем пурте тӗнчене шӑнӑҫма пултараяҫҫӗ пулсассӑн, апла халь пурӑнакансем те пурте шӑнӑҫмалла-ҫке, терӗм.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ унӑн йӑхне Египетран кӑларса Синай тӑвӗ патне илсе килнӗ чухне 18. пӗлӗтсене тайӑлтарнӑ, ҫӗре чӗтрентернӗ, тӗнчене кисрентернӗ, тӗпсӗр авӑрсене чӗтретнӗ, пӗтӗм ҫут тӗнчене пӑлхатса янӑ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑйсене упрама Тӗнчене Пултаракана шанса, Иуда хӑйӗн ҫыннисене саккунсемшӗн, Турӑ Ҫурчӗшӗн, хулашӑн, тӑван ҫӗршӗн, граждан ирӗклӗхӗшӗн паттӑррӑн, пурӑнӑҫа хӗрхенмесӗр ҫапӑҫма ӳкӗтленӗ, вара хӑйӗн ҫарне Модин ҫывӑхӗнче вырӑнаҫтарса тухнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл: вӗсем кӑралпа хӑйсен паттӑрлӑхне шанаҫҫӗ, эпир вара Пурне те Пултаракан Турра шанатпӑр, Вӑл пӗрре сулсах пирӗн ҫине килекенсене те, пӗтӗм тӗнчене те пӗтерме пултарать, тенӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пӗтӗм чун-чӗрипе хӑюллӑ туйӑмсене парӑнса, хӗрарӑм ӑсне ар кӑмӑлӗпе ҫирӗплетсе, вӑл кашни ывӑлне хавхалантарнӑ, ашшӗсен чӗлхипе вӗсене ҫапла каланӑ: 22. «эсир ман варӑмра мӗнле пулса ҫитнине эпӗ пӗлместӗп: сире сывлӑшпа пурӑнӑҫ параканӗ эпӗ мар; сире эпӗ туман, сире кашнине мӗнрен-мӗнрен тунине эпӗ пӗлместӗп. 23. Тӗнчене Пултараканӗ, этем йӑхне Тӑваканӗ, мӗн пуррине йӑлтах Туса Ҫитерекенӗ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе сире каллех сывлӑшпа пурӑнӑҫ парӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир халӗ Унӑн саккунӗсемшӗн хӑвӑра хӑвӑр хӗрхенместӗр» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл вилсессӗн вӗсем пурте пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑ, вӗсем хыҫҫӑн ывӑлӗсем те нумай-нумай ҫул хушши патша пулса пурӑннӑ, ҫавсенчен пӗтӗм тӗнчене усаллӑх сарӑлнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ панӑ тӳрӗлӗх тумтирне тӑхӑн, пуҫна Ӗмӗрхи панӑ чаплӑ пуҫкӑшӑль тӑхӑн: 3. Турӑ пӗтӗм тӗнчене санӑн мухтавна кӑтартӗ.
Вар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӗре Вӑл Хӑйӗн хӑвачӗпе пултарнӑ, тӗнчене Хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫирӗплетнӗ, тӳпене Хӑйӗн ӑстӑнӗпе карса хунӑ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӗре Вӑл Хӑйӗн хӑвачӗпе пултарнӑ, тӗнчене Хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫирӗплетнӗ, тӳпене Хӑйӗн ӑстӑнӗпе карса хунӑ.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑйӗн ашшӗне: «эсӗ мана ҫакӑ тӗнчене мӗн-ма туса янӑ?», амӑшне: «эсӗ мана мӗн-ма ҫуратнӑ?» тесе калакана хуйхӑ ҫитӗ!
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ашшӗн усал ӗҫӗсемшӗн унӑн ывӑлӗсене вӗлерме хатӗрленӗр — ан ҫӗкленейччӗр вӗсем, ҫӗре ҫавӑрса ан илччӗр, тӗнчене хӑйсен хулисене лартса ан тултарччӑр.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.