Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тени (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Салтак вӑрҫӑ ҫинчен, пирӗн салтаксем вӑрҫасшӑн марри, винтовкисене пӑрахса германецсемпе ыталанни ҫинчен, ҫакӑ вӑл — пӗтӗм тӗнчери пролетарисем, пӗрлешӗр, тени пулни ҫинчен каласа пачӗ; эпӗ ҫаксене пурне те итлесе выртрӑм, анчах ман куҫ умӗнче ҫаплах-ха суккӑр ҫын тата вӑл мӗн ҫинчен юрлани курӑнса тӑчӗ.

Солдат стал рассказывать про войну, про то, как наши не хотят воевать, кидают винтовки и братаются с германцами, я слушал про все это, а перед глазами стоял слепой и то, про что он пел.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унтан ачаллӑ хӗрарӑм: — Калӑр-ха, Ленин шахтерсем хушшинчен тухнӑ ҫын, вӑл «Италия» рудникре коногон пулса ӗҫленӗ, тени тӗрӗс-и вӑл? Пӗлместӗп эпӗ, те тӗрӗс вӑл, те тӗрӗс мар, анчах та эпӗ шахтӑра ӑна астӑвакан ҫынсем пур, тенине илтнӗ, — тесе хучӗ.

Женщина с ребенком спросила: — А скажите, чи правду балакают, будто Ленин из шахтеров; говорят, он на руднике «Италия» коногоном работал. Не знаю, чи правда, чи нет, а только слыхала я, что на шахте есть люди, которые помнят его.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пире нимӗн те, завод хуҫи Юз Петербургран килсе завода тӑварпа авӑрланӑ пӑшалпа хӑй хураллать тени те, чарса тӑма пултараймарӗ.

Ничто не могло удержать нас, даже слухи о том, что хозяин завода Юз сам сторожит завод с ружьем, заряженным солью.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Васька те ӑнланчӗ, те унӑн хӑйӗн те подпольщиксене итлесси килнӗ, анчах вӑл тӗттӗмре мана пӳрнипе юнаса илчӗ: ан шарла, тени пулчӗ ӗнтӗ вӑл, унтан эпир унпа чӳрече патне йӑпшӑнса пытӑмӑр.

Понял ли меня Васька или ему самому хотелось послушать подпольщиков, — он погрозил мне: дескать, молчи, — и мы подкрались к окну.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

«Подпол» тени — тӗпсакай тени пулать, анчах Анисим Ивановичӑн урайӗ те ҫук — тӑмпа шӑлса лартнӑ ҫӗр пӳрт кӑна.

Если у Анисима Ивановича и пола-то нет — одна земля, подмазанная глиной с кизяком?

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Преподобнӑй тени ҫавӑ эппин вӑл?

Значит, это и есть Преподобный?

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

«Пымастӑп» тени Антон Прокофьевича тӗлӗнтерсех ячӗ.

Это «не хочу» поразило Антона Прокофьевича.

VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Иван Иванович, хӑйӗн каҫла ҫеҫ уҫӑлса ҫӳрес яланхи йӑлине пӑсса, кунта епле килнинчен тавҫӑрса илетӗрех ӗнтӗ эсир, кӑмӑлне кайнӑ япалана туянасах тени унӑн мӗн тери пысӑк иккенне.

Из этого можно было видеть, как сильно было желание у Ивана Ивановича приобресть необходимую вещь, когда он решился выйти в такую пору, изменив даже своему всегдашнему обыкновению прогуливаться только вечером.

II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Анчах ку халлап ҫав тери киревсӗр те ирсӗр ӗнтӗ, ун пирки эпӗ ӑслӑ вулакансен умӗнче тӳрре тухасшӑн та мар, унсӑрах пӗлмеҫҫӗ-и вара, ҫав, хӳре тени, мӗн пурӗ те тухатмӑшсен кӑна пулать-ҫке, вӗсенчен те хӑшпӗрисен кӑна; тухатмӑш тени, тепӗр тесен, арҫынсенчен ытла хӗрарӑмсене тивет.

Но эта выдумка так нелепа и вместе гнусна и неприлична, что я даже не почитаю нужным опровергать пред просвещенными читателями, которым, без всякого сомнения, известно, что у одних только ведьм, и то у весьма немногих, есть назади хвост, которые, впрочем, принадлежат более к женскому полу, нежели к мужескому.

I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

— «Эпафродит» тени Суллӑ хӑлхине пуринчен ытла ачашлать.

Прозвище «Эпафродит» было одним из наиболее приятных для уха Суллы.

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Хатӗр-и? — тени илтӗнет ҫумӑр тӗксӗмлӗхӗ витӗр.

— Готово? — доносится из дождевой мглы.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Акӑ вӗт еплескер вӑл, юханшыв тени!

Вот она какая, река-то!

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пӗр шлюпки ҫинче ҫеҫ «д» саспаллине темшӗн вараласа хунӑ та, «Ашхаба» тени ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Только на одной шлюпке «д» почему-то размазано, и получается просто: «Ашхаба».

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ну, Костя тени!

Ну Костя же!

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Ҫук, эсӗ тӗрӗс турӑн, паттӑр ачам, — терӗ Цицерон хытах мар сасӑпа, Катона ҫамкинчен чуптуса, — анчах тӗрӗслӗхе яланах илтӗнмелле сасӑпа калама юрамасть, — час-часах право тени вӑя пӑхӑнса тӑмалла.

— Ты был прав, храбрейший из юношей, — тихо ответил Цицерон, целуя Катона в лоб, — но, к сожалению, не всегда возможно громко говорить правду, нередко право должно уступать силе.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Пирӗн, Ҫӗр ҫинче, телей тени, ахӑртнех, хӑвна ху манӑҫтарни…

— Должно быть в том счастье у нас на земле, чтобы забыть самого себя.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Халӗ — Приморьере ҫеҫ мар, Амур леш енче те, Прибайкальере те, Байкал хыҫӗнче те — Кедровая речка тени пуҫа ҫухатса ним йӗркесӗр тарнине, хӑравҫӑ пулнине, намӑс курнине пӗлтерекен ят пулса тӑнӑ.

Теперь — не только в Приморье, но и за Амуром, и в Прибайкалье, и за Байкалом — Кедровая речка стала нарицательным именем, символом панического бегства, трусости и позора.

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

«Тӑшманӑн пысӑк вӑйӗсем» тени пурӗ те пӗр батальонра кӑна пулнӑ, — ҫав батальон вунӑ пин ҫынлӑ ҫара хӑваласа салатнӑ.

«Превосходные силы противника» заключались в одном батальоне, разогнавшем десятитысячную армию.

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

— «Дина, эпӗ сана юрататӑп. Тахҫантанпах, тахҫантанпах: Савниҫӗм. Кӗҫӗр, бал-маскарадра, «Телей тени саркайӑк евӗр ҫапсассӑн мӑшӑр ҫунатне…» сӑвва та эпӗ сана халалласа ҫырнӑ.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Телей тени саркайӑк евӗр ҫапсассӑн мӑшӑр ҫунатне…»

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed