Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантлӑха (тĕпĕ: самантлӑх) more information about the word form can be found here.
Дискӗ пушаннӑ хыҫҫӑн ручной пулемет шӑпланчӗ, тепри, самантлӑха чарӑнса, татах тепӗр лента персе пӗтерчӗ.

Опорожнив диск, ручной умолк, а первый, передохнув, ускоренно кончил еще одну ленту.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Самантлӑха ун ӑшӗнче пачах хирӗҫле шухӑшсем йӑшаланса илчӗҫ:

На миг в нем ворохнулось противоречие:

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кошевой пӗр ҫакна кӑна илтрӗ: самантлӑха чарӑнса тӑнипе усӑ курса, тиха амӑшӗн хура ҫилли ҫумне тӗршӗнчӗ те, кайри урисемпе юр ҫине тӗренсе, тутипе нӑчлаттара-нӑчлаттара чӗчӗ ӗмет; тата Мишка тиха хӑйне татах ӗмӗртме хистесе тӗрткеленине кӗсре ҫурӑмӗ сиккеленинчен туйрӗ.

Кошевой слышал только, как, пользуясь остановкой, сосет, чмокает жеребенок, припав к черному вымени матери, упираясь задними ножонками в снег, и чувствовал по спине лошади требовательные его толчки.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Самантлӑха чарӑнса тӑчӗ: хыҫалта Анкушкӑсен килӗ ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать.

На секунду стал: позади на виду весь Аникушкин баз.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан самантлӑха куҫӗ умне хӗрлӗармеец персе вӗлернӗ шурӑ ӑмӑрлӑ йытӑ аҫи тухса тӑчӗ.

И на миг выросло перед глазами: убитый красноармейцем белогрудый кобель.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Курницӑран ни вилӗ, ни чӗрӗ тухнӑ Петрона та вӗсен кулли пӗр самантлӑха хаваслантарса ячӗ:

Даже Петра, вышедшего из горницы с убитым видом, на минуту развеселил смех.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, аллапписене кӑкӑрӗ ҫумне шиклӗн те илемлӗн чӑмӑртаса тытса, самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, кӑшкӑрса ячӗ, унтан, аллисене малалла кӑнтарса, вӗсем патне ыткӑнчӗ.

На секунду она стала, испуганным прекрасным жестом прижав к груди ладони, а потом, с криком вытянув руки, помчалась к ним.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка самантлӑха иккӗленсе тӑчӗ, — ӑна Солдатов, хӑйӗн сӑн-питне кӑтартас мар тесе, кӑвайт ҫине юриех чӗрӗ кизек илсе хунӑ пек туйӑнчӗ.

Мишка секунду колебался — ему подумалось, что Солдатов нарочно положил в огонь свежий кизяк, чтобы скрыть выражение своего лица.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем ҫинҫе сасӑллӑн нӑйлани самантлӑха та чарӑнмасть, вӑйланнӑҫем вӑйланать.

Тонкий вибрирующий звон ее возрастал неумолчно.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юлан утлӑ ҫынсене курсан, ача самантлӑха чарӑнчӗ те казаксемпе пылчӑкланса пӗтнӗ, хӳрисене ҫыхнӑ утсем ҫине тимлӗн сӑнаса пӑхса тӑчӗ.

Увидев всадников, приостановился, внимательно рассматривая их и забрызганных грязью, с подвязанными хвостами лошадей.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Улӑхра лаша вӑрӑммӑн кӗҫенсе янипе самантлӑха татӑлнӑ юрра тӑнласа, Мишкӑпа Валет ҫатан карта патӗнчен иртсе пычӗҫ:

Мишка и Валет шли возле плетня, вслушиваясь в песню, перерезанную заливистым конским ржаньем, доносившимся с луга:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сасартӑк темскер ҫине ҫитсе тӑрӑннипе старик самантлӑха вӑранса кайрӗ, пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те урмӑшшӑн хайӑлтатса тӑкрӗ:

Толчок на секунду пробудил старика, он приподнял голову, крикнул сипло:

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урам тӑрӑх пулеметран кӑларса янӑ черет вичкӗннӗн шӑхӑрса вӗҫсе иртрӗ; казаксем самантлӑха ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса выртрӗҫ, унтан, ҫуртсен стенисем патне шӑвӑнса пырса, урлӑ урамсене тарса кӗчӗҫ.

Струя пулеметного огня секанула вдоль улицы; казаки на секунду кучками припали к земле, подползли поближе к стенам и устремились в поперечные улицы.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пӗр самантлӑха пирӗн пата кӗрсе тухар-ха…

Зайдем на минутку к нашим…

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Казаксенчен темиҫе чалӑшра пыракан салтаксем, кӑшкӑрнӑ сасса илтсе, самантлӑха чарӑнчӗҫ те унтан каллех, ирӗксӗртен тенӗ пек, малалла тапранса утрӗҫ.

Солдаты, находившиеся от казаков на расстоянии нескольких десятков саженей, заслыша крик, на минуту остановились и вновь, словно нехотя, тронулись вперед.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем кулса ячӗҫ, пӗр харӑс калаҫма тытӑнчӗҫ; алӑк патӗнче тӑнӑ часовой та тӳсӗм ҫитереймерӗ — самантлӑха тесе пӑрӑнчӗ те хӑй те хӗрӳ калаҫӑва хутшӑнса кайрӗ:

Казаки засмеялись, заговорили все сразу, даже часовой, стоявший у двери, отошел на минуту, вмешался в разговор.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Самантлӑха ҫамрӑк казак юррине итлесе тӑчӗ те, сарӑ пайӑркаллӑ ҫутӑпа ҫивӗтленнӗ чукун ҫул тӑрӑх пӑхкаласа, хӑюллӑн эшелон еннелле утса кайрӗ.

Постоял, прислушиваясь к песне; оглядел пути, отмеченные желтыми запятыми огней, уверенно пошел к эшелону.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан пӗр самантлӑха чӗмсӗр шӑплӑх — кайран каллех вара ҫав сасах, анчах хальхинче ҫамрӑк каччӑнни пек урмӑшшӑн хӑркӑлтатса, ыратнипе тытӑнчӑклӑн таткаланса тухаканскер, саламатсем шӑхӑра-шӑхӑра тивмессерен кӗскен ҫухӑрса, чыхӑна-чыхӑна уйрӑм сӑмахсене сыпӑнтарчӗ:

А потом несколько секунд молчания — и тот же голос, но уже ломкий по-молодому, захлебывающийся, исшматованный болью, между выхрипами после ударов замыкался короткими выкриками:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей Платонович самантлӑха ҫавсем ҫине пӑхса илчӗ те ӑна арча ҫинче темле ҫӑмламас та хура этем анкӑ-минкӗллӗн хулпуҫҫийӗсене хутлатса тӑнӑ пек туйӑнса кайрӗ.

Сергей Платонович глянул туда; на миг ему показалось, что кто-то мохнатый, черный стоит на сундуке, недоумевающе вздернув плечи.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав вӑхӑтрах пӗр самантлӑха та тараватсӑр Польша ҫӗрӗнчен инҫетри-инҫетри Дон тӑрӑхӗ вӗсен асӗнчен тухма пӗлмест.

Но не выходила ни у кого из головы далекая от неласковой польской земли Донщина.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed