Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Ҫавӑнпа эпӗ сире, — ҫакна пӗлетӗр пулсан та, хӑвӑр патӑра ҫитнӗ чӑнлӑха ҫирӗп ӗненетӗр пулсан та, — ҫавӑн ҫинчен астутарса тӑма нихӑҫан та чарӑнмӑп.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пур тӗрлӗ усаллӑха, пур тӗрлӗ чеелӗхе, икӗпитлӗхе, ӑмсанассине, тӗрлӗ усал сӑмах калассине пӑрахӑр, 2. тин ҫуралнӑ ачасем пек таса сӑмах сӗтне юратӑр, унпа тӑранса, ӳссе ҫитӗнсе ҫӑлӑнӑр: 3. Ҫӳлхуҫа ырӑ иккенне эсир пӗлетӗр ӗнтӗ.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пурне те ӗҫӗсене кура тӗрӗссипе сут Тӑвакана эсир Атте теетӗр пулсассӑн, ҫӗр ҫинчи ӗмӗрӗре хӑраса пурӑнса ирттерӗр; 18. хӑвӑр пӗлетӗр: аҫӑрсенчен юлнӑ хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫран сире тутӑхса пӗтекен ылтӑн-кӗмӗлпе хӑтарман, 19. пӗр айӑпсӑр, тап-таса Путек пек пулнӑ Христосӑн хаклӑ Юнӗпе хӑтарнӑ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир Иов тӳсни ҫинчен илтнӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна юлашкинчен мӗн тунине пӗлетӗр: Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эпӗ хам валли никамран та кӗмӗл те, ылтӑн та, тумтир таврашӗ те ыйтмарӑм: 34. хама кирлине те, хампа ҫӳрекенсене мӗн кирлине те ҫак аллӑмсем туса тӑчӗҫ, эсир ӑна пӗлетӗр.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Лешӗсем ун патне килсе ҫитсессӗн, вӑл вӗсене каларӗ: Асийӑна килнӗ кунранпа эпӗ сирӗн патӑрта мӗнле пурӑннине эсир пӗлетӗр: 19. эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн пур тӗлӗшрен те йӑвашшӑн, куҫҫуль юхтарса, иудейсен каварлӑхӗсене пула хӗн-хур тӳссе ӗҫлесе тӑтӑм; 20. эпӗ сирӗншӗн усӑллӑ пулма пултарнине нимӗн те сиктерсе хӑвармарӑм: сире пӗтӗм халӑх умӗнче те, килӗрсенче те вӗрентрӗм; 21. Турӑ умӗнче ҫылӑхран ӳкӗнмеллине, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненме кирлине иудейсене те, эллинсене те кала-кала кӑтартрӑм.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Артемидӑна пуҫҫапакан ҫуртӑн ӗлкине кӗмӗлтен туса пурӑнакан Димитрий ятлӑ пӗр кӗмӗлҫӗ, ӳнерҫӗсене нумай тупӑш кӳрсе тӑраканскер, 25. ҫавсене тата вӗсем пек ытти ӑстасене пухнӑ та каланӑ: тусӑмсем! эпир ҫителӗклӗ пурӑнасси хамӑр тӑвакан ӗҫрен килнине эсир пӗлетӗр; 26. акӑ халӗ хӑвӑр курса-илтсе тӑратӑр: ҫак Павел «этем алли тунӑ япала — Турӑ мар» тесе вӗрентнипе Эфесра кӑна мар, пӗтӗм Асийӑра тенӗ пекех нумай ҫынна илӗртсе ҫавӑрчӗ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! эсир пӗлетӗр ӗнтӗ: Евангели сӑмахне суя тӗнлӗ ҫынсем ман чӗлхе-ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ малтанхи кунсенчех хамӑр хушшӑмӑртан мана суйласа илчӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Иоанн шыва кӗме вӗрентнӗренпе Галилейӑран пуҫласа пӗтӗм Иудейӑра мӗн-мӗн пулнине эсир пӗлетӗр: 38. Назарет Иисусне Турӑ Таса Сывлӑш та, хӑват та пачӗ, Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ, ҫавӑнпа Вӑл, ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене пурне те сыватса ҫӳрерӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӑл вӗсене каланӑ: иудей ҫыннине ют халӑх ҫыннипе хутӑшма та, ун патне кӗме те юраманнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр; анчах пӗр ҫынна та ирсӗр е таса мар теме юраманнине мана Турӑ кӑтартса пачӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эй Израиль арӗсем! ҫак сӑмахсене итлӗр-ха: Назарет Иисусӗ Этем пулнӑ, Унӑн Турӑлӑхне Турӑ сире Ун урлӑ хӑватсем, кӗтретсем, паллӑсем кӑтартса уҫса пачӗ, ҫакӑн ҫинчен эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ сирӗн хушшӑртах пулса иртнӗ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Унтан вӗсене ытарӑш каласа панӑ: смоква йывӑҫӗ ҫине, ытти пур йывӑҫ ҫине те пӑхӑр-ха: 30. вӗсем ҫулҫӑ кӑлара пуҫланине курсассӑн, эсир хӑвӑр та ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Эй икӗ питлӗскерсем! пӗлӗтпе ҫӗр тӗсне чухлама пӗлетӗр, ҫак хальхи вӑхӑта епле пӗлейместӗр?56. Лицемеры! лице земли и неба распознавать умеете, как же времени сего не узнаете?
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Эсир пӗлетӗр: ҫурт хуҫи, вӑрӑ хӑш сехетре пырассине пӗлсен, сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне алтса кӗме памӗччӗ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эхер те эсир, хӑвӑр усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Таса Сывлӑшне паратех ӗнтӗ, тенӗ.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсир смоква йывӑҫӗнчен ӑнкарса илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑхарнине пӗлетӗр.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Иисус вӗсене чӗнсе илсе ҫапла калать: эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, халӑхсен пуҫлӑхӗсем шутланакансем халӑхсемпе хуҫаланаҫҫӗ, улпучӗсем вӗсене хӑйсен аллинче тытаҫҫӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсен Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: 2. эсир икӗ кунран Пасха пуласса пӗлетӗр; ӗнтӗ Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ, тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Анчах та эсир ҫакна пӗлетӗр: ҫурт хуҫи, вӑрӑ хӑш вӑхӑтра пырассине пӗлсен, сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне алтса кӗме памӗччӗ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эсир смоква йывӑҫӗнчен чухласа илӗр: унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр; 33. ҫавӑн пек эсир те, мӗн калани пурӑнӑҫланнине курсассӑн, пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.