Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Иуда вара Онана каланӑ: пиччӳн арӑмӗ патне кӗр, унӑн пултӑрӗ пулнӑран ӑна качча ил, пиччӳн вӑрлӑхне пӗтмелле ан ту, тенӗ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӑл ӑна палласа илнӗ те каланӑ: ку манӑн ывӑлӑм тумтирӗ; ӑна тискер кайӑк ҫисе янӑ; чӑнах та, Иосифа тӑпаласа тӑкнӑ иккен, тенӗ.33. Он узнал ее и сказал: это одежда сына моего; хищный зверь съел его; верно, растерзан Иосиф.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара Иосиф тумтирне илнӗ те, качака таки пусса, тумтире юнпа вараланӑ; 32. унтан вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ тумтире илсе кайнӑ та ӑна ашшӗ патне илсе пырса каланӑ: эпир ҫакна тупрӑмӑр; пӑх-ха, ҫакӑ ывӑлун тумтирӗ мар-и? тенӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иуда хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: хамӑр шӑллӑмӑра вӗлерсе, унӑн юнне пытарса пире мӗн усси?26. И сказал Иуда братьям своим: что пользы, если мы убьем брата нашего и скроем кровь его?
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакна вӑл ӑна вӗсен аллинчен хӑтарса каялла ашшӗ патне ярас [шухӑшпа] каланӑ.Сие говорил он [с тем намерением], чтобы избавить его от рук их и возвратить его к отцу его.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Рувим вӗсене каланӑ: юн ан тӑкӑр; ӑна пушхирти шӑтӑка пӑрахӑр, ун ҫине алӑ ан хурӑр, тенӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Пӗр-пӗрне каланӑ: авӑ тӗлӗк ӑсти килет; 20. тытар та вӗлерер ӑна, кайран пӗр-пӗр шӑтӑка пӑрахӑпӑр та ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ тейӗпӗр; ун тӗлӗкӗсем мӗне пӗлтернине курӑпӑр вара, тенӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫав ҫын каланӑ: вӗсем кунтан кайрӗҫ, эпӗ вӗсем «Дофана каяс» тесе калаҫнине илтнӗччӗ, тенӗ.17. И сказал тот человек: они ушли отсюда, ибо я слышал, как они говорили: пойдем в Дофан.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. [Израиль] ӑна каланӑ: кайса пӑх-ха, пиччӳсем сывах-и, выльӑхӗ тӗрӗс-тӗкелех-и? мана хыпар илсе кил, тенӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Израиль Иосифа каланӑ: пиччӳсем Сихемра кӗтсе ҫӳремеҫҫӗ-ши? кайса кил-ха, сана вӗсем патне яратӑп, тенӗ.13. И сказал Израиль Иосифу: братья твои не пасут ли в Сихеме? пойди, я пошлю тебя к ним.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пиччӗшӗсем ӑна каланӑ: эсӗ пире пуҫлӑх пулӑн-ши вара? пире тытса тӑрӑн-ши вара? тенӗ.8. И сказали ему братья его: неужели ты будешь царствовать над нами? неужели будешь владеть нами?
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл вӗсене каланӑ: эпӗ курнӑ тӗлӗке итлӗр-ха: 7. акӑ эпир хир варринче кӗлте ҫыхатпӑр пек; акӑ ман кӗлте ҫӗкленчӗ те тӳррӗн тӑрса ларчӗ; акӑ сирӗн кӗлтӗрсем йӗри-тавра тӑчӗҫ те манӑн кӗлтене пуҫҫапрӗҫ, тенӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ача ҫуратса асапланнӑ чухне эпи карчӑк ӑна каланӑ: ан хӑра, санӑн ку та ывӑл, тенӗ.17. Когда же она страдала в родах, повивальная бабка сказала ей: не бойся, ибо и это тебе сын.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Турӑ ӑна каланӑ: Эпӗ — Пурне те Пултаракан Турӑ; ӗрче, йышлӑлан; санран халӑх пулӗ, темӗн тӗрлӗ халӑх тухӗ, санӑн варӑнтан патшасем ҫуралӗҫ; 12. Авраампа Исаака панӑ ҫӗре Эпӗ сана парӑп, санран кайран ҫак ҫӗре санӑн тӑхӑмна парӑп, тенӗ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Месопотамирен таврӑнсассӑн, Иакова [Лузра] Турӑ курӑннӑ, ӑна пилленӗ, 10. Турӑ ӑна каланӑ: санӑн яту Иаков; паянтан вара эсӗ Иаков ятлӑ пулмӑн, санӑн яту Израиль пулӗ, тенӗ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иаков хӑйӗн кил-йышне, хӑйпе пӗрле пынӑ ҫынсене пурне те каланӑ: хӑвӑр аллӑрти ют турӑсене пӑрахӑр та тасалӑр, тумтирӗре улӑштарӑр; 3. тӑрар та Вефиле каяр; хӗн-асапӑм кунӗнче хама илтнӗ, эпӗ ҫӳренӗ ҫул ҫинче манпа пӗрле пулнӑ [тата мана сыхӑ усранӑ] Туррӑмшӑн парне вырӑнӗ тӑвӑп.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ Иакова каланӑ: тӑр та Вефиле кай, ҫавӑнта пурӑн, Исавран, хӑвӑн пиччӳнтен, тарнӑ чухне хӑвна курӑннӑ Турӑ валли унта парне вырӑнӗ туса ларт, тенӗ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Лешӗсем каланӑ: пирӗн йӑмӑкпа аскӑн арӑмпа хӑтланнӑ пек хӑтланма юрать-им вара! тенӗ.31. Они же сказали: а разве можно поступать с сестрою нашею, как с блудницею!
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Иаков Симеонпа Левие каланӑ: ҫак ҫӗрти ҫынсене [пурне те], ханаансемпе ферезейсене, мана курайми туса, эсир мана тарӑхтартӑр.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Емморпа унӑн ывӑлӗ Сихем хӑйсен хули хапхи патне тухнӑ та, хӑйсен хулинчи ҫынсемпе калаҫса, вӗсене каланӑ: 21. ҫак ҫынсем пирӗнпе тӑнӑҫлӑ тӑраҫҫӗ; ан тив, вӗсем ҫак ҫӗр ҫине вырӑнаҫчӑр та ӗҫлесе пурӑнччӑр; акӑ вӗсен умӗнчи ҫӗр аслӑ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.