Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Унтан тата: Колчакпа Деникина пулӑшакан йӑх-яхсене хирӗҫ — тӑхлан, хурҫӑ, вут-хӗм!» тенӗ сӑмахсем Кошевой асне питӗ ҫирӗп кӗрсе юлчӗҫ.

И еще Кошевому крепко запомнились слова: «Против помощников Колчака и Деникина — свинец, сталь и огонь!»

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан та хушшӑн-хушшӑн перкелеҫҫӗ, анчах хӗрлӗармеецсем хутора ҫӗрле ҫеҫ, ҫитменнине тата йӑпӑртлӑха тенӗ пек кӑна кая-кая килеҫҫӗ.

Оттуда тоже изредка постреливали, но в хутор красноармейцы сходили только ночью, и то ненадолго.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья ялан тенӗ пекех чавсаланса, питне ал тупанӗпе тӗревлесе выртрӗ, ун ҫине куҫне пӗр мӑчлаттармасӑр тенӗ пек пӑхрӗ.

Аксинья обычно лежала облокотившись, подперев щеку ладонью, смотрела, почти не мигая.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Авӑс, тенӗ!.. — хӑйӑлтатса кӑшкӑрчӗ хир сысни сӑнлӑ сотня командирӗ.

Греби!.. — хрипло кричал похожий на кабана сотенный.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ил, хӑвӑртрах, тенӗ!

— Бери, да живо у меня.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ан, тенӗ сана!

— Слазь, говорят тебе!

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утне вӑл васкамасӑр, ҫул тӑршшӗпе тенӗ пекех уттарса пычӗ.

Ехал он не спеша, почти все время шагом.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Юрать-ҫке, тӑватӑп, тенӗ!

— Да, сделаю, сделаю же!

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Этеме вӗлернӗ, санӑн ав: «Йӑтӑрах йӑтӑр, тем чул йӑтсан та йӑтса пӗтеремейстӗр!» тенӗ пек пулса тухать.

Человека убили, а у тебя получается: «Таскать вам не перетаскать!»

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗтӗм пӑшалсене тенӗ пулсан, сначӑт, пӗтӗмпех.

Сказано — все оружие, значит, все.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ҫавӑншӑнах аҫуна та Брех тенӗ.

На то и батяня твой был Брех!

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ахальтен мар ҫав халӑхра «хуҫалӑхра чике-старик те ҫамрӑк арӑмран ирттерет», тенӗ.

Ведь недаром же говорится в народной поговорке, что «в хозяйстве и старичишка сгодится дюжей, чем молодица».

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑрӑн, тенӗ!

Отслонись, говорят!

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пуҫне ҫӗклемесӗр тенӗ пек, чылайччен ҫапла шурӗ шӑл; разведкӑра тӑшман секречӗ патне шунӑ пек, Германи фронтӗнче, Стоход шывӗ патӗнче, нимӗҫ часовойне тытнӑ чухнехи пек шурӗ.

Полз он долго, почти не поднимая головы; полз как в разведке к вражескому секрету, как тогда, на германском фронте, когда около Стохода снял немецкого часового.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл утне чарса йӗнер ҫинчен анчӗ; юри тенӗ пекех, хырӑмсарлӑхпа аппаланса вӑхӑта усӑсӑр ирттерме тиврӗ: тарласа ӑшӑрханӑ лаши, йӗнер ҫытарӗн хырӑмсарлӑхне хытарма памасӑр, пӗрехмай пӑркаланчӗ, ҫилӗллӗн тулхӑра-тулхӑра илчӗ, хӑркӑлтатса сывларӗ, шӑлӗсене хаяррӑн йӗрсе пӑрахса, Григорие малти урипе тӗртсе ӳкересшӗн пулчӗ.

Осадив коня, он спешился, и, как назло, замешкался, натуго подтягивая подпруги (вспотевший и разгоряченный конь вертелся, не давался затянуть чересподушечную подпругу, дулся, хрипел нутром и, зло щеря зубы, пытался сбоку накинуть Григория передком).

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Упӑшки шуррисемпе кайнӑ, Донец леш енче, — сӑмах май тенӗ пек каларӗ Прохор.

Муж у нее в отступе, за Донцом, — будто между прочим закончил он.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисен ялан тенӗ пекех икӗ енчен тапӑнчӗҫ: кӑнтӑртан украинецсем пурӑнакан Астахов слободи енчен, — ҫеҫенхирпе тата хӗвелтухӑҫ енчен — Боковски станицӑран Чир тӑрӑх ҫӑра хуторсем хушшипе тӑвалла куҫса.

Красные обычно наступали с двух сторон: степью с юга, со стороны украинской слободы Астахове, и с востока, из станицы Боковской, продвигаясь вверх по Чиру, по сплошным хуторам.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лашасем те, хӑлхисене ҫине-ҫинех выляткаласа, урисене ҫӗре перӗнтермесӗр тенӗ пек иле-иле пусса, шултра та ҫивӗч утӑмсемпе чупса кайрӗҫ.

Лошади — и те пошли шаговитей, подбористей, невесомо неся и переставляя ноги, деловито перепрядывая ушами.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ку мучин, инкеке тенӗ пекех, сухалӗ, чӑнах та, вир кӗлти пекехчӗ.

У этого деда, на грех, борода, дивствительно, как просяной веник.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӗнер ҫине ларсан, чӗлпӗре аллипе васкамасӑр пуҫтарса тытрӗ те, винтовка ҫаккине хулпуҫҫи тӗлӗнче тӳрлетнӗ май, штабра подполковника курнипе хӑй мӗншӗн кӑмӑлсӑрланнине тата ун умӗнче хӑйне мӗн пирки асӑрхансарах тытнине ӑнланма тӑрӑшрӗ, унтан сӑсартӑках шиклӗн шухӑшласа илчӗ: «Мӗнле пулать-ха ку: кадетсем кунта ӑна-кӑна лайӑх тӗшмӗртекен офицерсене пире хӗрлисен тылӗнче восстани тума, пире лӑпах хӑйсене кирлӗ пек, вӗреннӗ ҫынла, ертсе пыма юри хӑварман-ши?» — унтан ӑс-тӑнра, ҫакна мӑшкӑлласа тӳрре кӑларма тенӗ пекех, питӗ ӗненмелле тавҫӑру ҫуралса ҫирӗпленчӗ.

В седле уже, медленно разбирая поводья, поправляя винтовочный погон, все еще пытался он отдать себе отчет в том непонятном чувстве неприязни и настороженности, которое испытал к обнаруженному в штабе подполковнику, и вдруг, ужаснувшись, подумал: «А что, если кадеты нарочно наоставляли у нас этих знающих офицеров, чтоб поднять нас в тылу у красных, чтоб они по-своему, по-ученому руководили нами?» — и сознание с злорадной услужливостью подсунуло догадки и доводы.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed