Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Вӗсем Египетран илсе килнӗ тыррине ҫисе пӗтерсессӗн, ашшӗ вӗсене каланӑ: татах кайӑр, хамӑр валли кӑштах тырӑ илсе килӗр, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Иаков каланӑ: манӑн ывӑлӑм сирӗнпе пӗрле каяймӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн пиччӗшӗ вилчӗ, вӑл пӗччен юлчӗ; эсир каяс ҫул ҫинче ӑна пӗр-пӗр инкек пулас пулсассӑн, эсир мана ватӑлмалӑх кунӑмра хуйхӑртсах тупӑка кӗртетӗр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Рувим хӑйӗн ашшӗне ҫапла тесе каланӑ: эпӗ Вениамина сан патна илсе килмесессӗн, манӑн икӗ ывӑлӑма вӗлер; ӑна халӗ манӑн аллӑма пар, эпӗ ӑна сана каялла тавӑрса парӑп, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Иаков, ашшӗ, вӗсене каланӑ: эсир мана ачамсемсӗр тӑратса хӑвартӑр: Иосиф ҫук, Симеон та ҫук, Вениамина та илсе каяс тетӗр, — ӗнтӗ пӗтӗм инкек манӑн пуҫӑм ҫине! тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӗсем Иаков патне, хӑйсен ашшӗ патне, Ханаан ҫӗрне ҫитнӗ те хӑйсем мӗн курнине пурне те ӑна каласа панӑ, вӗсем каланӑ: 30. ҫав ҫӗрте пуҫ пулса тӑраканӗ пирӗнпе сиввӗн калаҫрӗ, пире ҫав ҫӗре вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем вырӑнне хучӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсен чӗри шуйханса ӳкнӗ, вӗсем чӗтресе пӗр-пӗрне каланӑ: Турӑ пире мӗн турӗ капла? тенӗ.И смутилось сердце их, и они с трепетом друг другу говорили: что это Бог сделал с нами?
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӗр каҫма чарӑнсассӑн, вӗсенчен пӗри ашакне апат парас тесе миххине салтнӑ та хӑйӗн кӗмӗлӗ михӗре ҫиелтех выртнине курах кайнӑ, 28. вара хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: манӑн кӗмӗле каялла парса янӑ; акӑ вӑл манӑн миххӗмрех, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Рувим вӗсене хуравласа каланӑ: эпӗ сире: ачана хирӗҫ ҫылӑха ан кӗрӗр тесе каламарӑм-и? анчах эсир итлемерӗр; акӑ унӑн юнне хамӑртан шыраҫҫӗ, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: шӑллӑмӑра хирӗҫ ҫылӑха кӗнӗшӗнех эпир асап куратпӑр; вӑл пире тархасланӑ чухне эпир унӑн чунӗ асапланнине куртӑмӑр, ҫапах [ӑна] итлемерӗмӗр; ҫавӑншӑнах ҫак хуйхӑ ҫитрӗ те пире, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Виҫҫӗмӗш кунне Иосиф вӗсене каланӑ: эпӗ Турӑран хӑратӑп, эсир акӑ мӗн тӑвӑр, вара чӗрӗ юлӑр: 19. эсир тӳрӗ ҫынсем пулсассӑн, пӗр тӑванӑр хӑвӑра хупса лартнӑ ҫуртрах юлтӑр; ыттисем кайӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран тырӑ леҫсе парӑр; 20. хӑвӑр сӑмахӑрсем тӳрре тухчӑр тесессӗн, сирӗн вилмелле ан пултӑр тесессӗн, шӑллӑра ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иосиф вӗсене каланӑ: эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем тесе, ҫавнах каларӑм ӗнтӗ сире; 15. акӑ епле сӑнаса пӑхас сире: фараон пурӑнӑҫӗпе тупа туса калатӑп: кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑнта килмесессӗн, эсир кунтан тухаймӑр; 16. хӑвӑртан пӗрне килне ярӑр, вӑл шӑллӑра илсе килтӗр, ыттисене кунта тытса юлӗҫ; вара эсир тӗрӗс калани палӑрӗ; фараон пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп: апла пулмасассӑн, эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем пулатӑр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем каланӑ: эпир, санӑн чурусем, вуниккӗн пӗртӑванччӗ, эпир Ханаан ҫӗрӗнчи пӗр ҫыннӑн ывӑлӗсем, акӑ халӗ кӗҫӗнни хамӑр аттепе юлчӗ, пӗри ҫухалчӗ, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл вӗсене каланӑ: ҫук, эсир ҫак ҫӗрӗн хӳтлӗхсӗр вырӑнӗсене пӑхса кайма килнӗ, тенӗ.12. Он сказал им: нет, вы пришли высмотреть наготу земли сей.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем каланӑ: ҫук, ырӑ хуҫамӑр, санӑн чурусем апат туянас тесе килнӗ; 11. эпир пурсӑмӑр та пӗр ҫын ачисем; эпир тӳрӗ ҫынсем; санӑн чурусем нихӑҫан та вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекен пулман, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иосиф вара вӗсем ҫинчен курнӑ тӗлӗкӗсене асне илнӗ те вӗсене каланӑ: эсир — вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем, эсир ҫак ҫӗрӗн хӳтлӗхсӗр вырӑнӗсене пӑхса кайма килнӗ, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тата каланӑ: акӑ эпӗ Египетра тырӑ пур тенине илтрӗм; ҫавӑнта кайӑр та хамӑра пурӑнма, хамӑр вилесрен ҫавӑнтан тырӑ илсе килӗр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иаков Египетра тырӑ пур тенине пӗлнӗ те вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене каланӑ: эсир мӗн пӑхса тӑратӑр? тенӗ.1. И узнал Иаков, что в Египте есть хлеб, и сказал Иаков сыновьям своим: что вы смотрите?
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ ҫичӗ ҫул иртсе кайнӑ та, 54. Иосиф каланӑ пек, ҫичӗ выҫлӑх ҫул ҫитнӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Тепӗр ывӑлне Ефрем ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] мӗншӗн тесессӗн хам асап курнӑ ҫӗршывра Турӑ мана ӗрчевлӗ турӗ, тенӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Аслӑ ывӑлне Иосиф Манассия ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] мӗншӗн тесессӗн Турӑ мана хам курнӑ пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑма, аттемӗн пӗтӗм кил-ҫуртне манмалла турӗ, тенӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.