Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Иуда каланӑ: хамӑр хуҫамӑра пирӗн мӗн калас-ха? мӗн теес-ха? мӗнле тӳрре тухас-ха?16. Иуда сказал: что нам сказать господину нашему? что говорить? чем оправдываться?
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иосиф вӗсене каланӑ: эсир капла мӗн турӑр? ман пек ҫын ҫакна сисме пултарасса эсир пӗлмен-и-мӗн? тенӗ.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл каланӑ: юрӗ; хӑвӑр епле каларӑр, ҫапла пултӑр: [куркана] илекенӗ манӑн чура пулӗ, ыттисем айӑплӑ пулмӑр, тенӗ.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсем ӑна каланӑ: пирӗн хуҫамӑр мӗншӗн ҫапла калать-ха?7. Они сказали ему: для чего господин наш говорит такие слова?
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Лешӗ вӗсене хӑваласа ҫитнӗ те ҫак сӑмаха каланӑ.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем хуларан аякках та каяйман, Иосиф хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне каланӑ: кай та хӑваласа ҫит ҫав ҫынсене, хӑваласа ҫитсессӗн кала вӗсене: мӗншӗн эсир ырӑшӑн усалпа тавӑратӑр? [мӗншӗн манӑн кӗмӗл куркана вӑрларӑр?] те.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. [Иосиф] хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне хушса каланӑ: ҫак ҫынсенӗн миххисене хӑйсем йӑтса кайма пултарнӑ таран тырӑ тултар, кашнийӗн кӗмӗлне каялла хӑйӗн миххине хур, 2. кӗҫӗннийӗн миххине вара хӑй илнӗ тырӑшӑн тӳленӗ кӗмӗлпе пӗрле манӑн куркама, кӗмӗл куркама, чиксе хур, тенӗ.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. [Иосиф] пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Вениамина — хӑйӗн пӗртӑванне, хӑйӗн амӑшӗн ывӑлне — курса каланӑ: эсир мана каланӑ кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑ-и? тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсем каланӑ: санӑн чуру, пирӗн аттемӗр, сывӑ тӑрать, пурӑнать-ха, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӑл вӗсенчен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ те каланӑ: хӑвӑр каланӑ ватӑ аҫӑр сывах-и? пурӑнать-и-ха вӑл? тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл каланӑ: лӑпланӑр, ан хӑрӑр; сирӗн миххӗрсене Туррӑр, хӑвӑр аҫӑрӑн Турри, мул хурса янӑ; сирӗн леш кӗмӗлӗр ман пата ҫитрӗ, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем Иосиф ҫурчӗн пуҫлӑхӗ патне пынӑ та пӳрт алӑкӗ умӗнче унпа сӑмах тапратса 20. каланӑ: эй ырӑ хуҫамӑр, итле-ха: эпир унччен те тырӑ илме килнӗччӗ, 21. ун чухне ҫакӑн пек пулса тухрӗ: ҫӗр каҫма чарӑнтӑмӑр та, хамӑр михӗсене салтрӑмӑр та — акӑ кашнийӗн миххинче, ҫиелтех, хӑйӗн кӗмӗлӗ, кӗмӗлӗ эпир виҫсе панӑ чухлехчӗ, эпир ӑна хамӑр аллӑмӑрпах каялла тавӑрса паратпӑр; 22. тырӑ илме вара эпир урӑх кӗмӗл илсе килтӗмӗр, унччен пирӗн кӗмӗле пирӗн михӗсене кам чиксе янине эпир пӗлместпӗр, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ку ҫынсем хӑйсене Иосиф ҫуртне илсе кӗнинчен хӑраса ӳкнӗ, вӗсем каланӑ: ӗнтӗ пире унччен хамӑр михӗсене каялла чиксе янӑ кӗмӗлшӗн илсе кӗчӗҫ, пире тӑрӑнса, пире тапӑнасшӑн та пире чурана илесшӗн, пирӗн ашаксене те илесшӗн, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫынни Иосиф каланӑ пек тунӑ, вӑл ку ҫынсене Иосиф ҫуртне илсе кӗнӗ.17. И сделал человек тот, как сказал Иосиф, и ввел человек тот людей сих в дом Иосифов.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иосиф, вӗсем хушшинче Вениамина [хӑйӗн пӗртӑванне, хӑйӗн амӑшӗн ывӑлне] курсассӑн, хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне каланӑ: ҫак ҫынсене пӳрте илсе кӗр те мӗнле те пулин выльӑх пусса пӗҫерсе-хатӗрлесе хур, ҫак ҫынсем кӑнтӑрла манпа пӗрле апатланӗҫ, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израиль, ашшӗ, вӗсене ҫапла каланӑ: апла пулсассӑн акӑ мӗн тӑвӑр: хӑвӑрпа пӗрле ҫак ҫӗр ҫимӗҫӗсене илсе кайӑр та ҫав ҫынна бальзам тата пыл, стиракса тата латӑн, фисташка тата миндаль мӑйӑрӗ парне парӑр; 12. аллӑра кӗмӗл, урӑх кӗмӗл, илӗр, унччен миххӗрсене каялла чиксе янӑ кӗмӗле хӑвӑр аллӑрпах тавӑрса парӑр: тен, ку астӑваймасӑр пулнӑ пулӗ; 13. хӑвӑрӑн шӑллӑра та илӗр, вара каллех ҫав ҫын патне тӑрса тухса кайӑр; 14. Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сире ҫав ҫынран ырӑлӑх тупма патӑр: вӑл сире тепӗр тӑванӑра та, Вениамина та парса ятӑрччӗ, манӑн ачамсемсӗр тӑрса юлмалла пулсассӑн, ачамсемсӗрех тӑрса юлам эппин, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иуда хӑйӗн ашшӗне Израиле каланӑ: кӗҫӗн ачуна манпа пӗрле яр, эпир тӑрӑпӑр та кайӑпӑр, эпир те, эсӗ те, пирӗн ачамӑрсем те сывӑ пулӑпӑр, вилмӗпӗр; 9. уншӑн эпӗ явап тытӑп, ӑна эсӗ манӑн аллӑмран ыйтса илӗн; эпӗ ӑна сан патна илсе килмесессӗн, ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн, эпӗ санӑн умӑнта пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп; 10. чӑрманкаласа тӑман пулсассӑн, ӗнтӗ икӗ хут та кайса килнӗ пулӑттӑмӑр, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсем каланӑ: вӑл ҫын пирӗн ҫинчен, пирӗн йӑх-кӑк ҫинчен ыйтса тӗпчерӗ, вӑл: аҫӑр пурӑнать-и-ха? тата сирӗн тӑванӑр пур-и? терӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Израиль каланӑ: ҫав ҫынна хӑвӑрӑн тата кӗҫӗн шӑллӑр пур тесе мана мӗншӗн ҫав тӗрлӗ усал тумалла пулнӑ-ши сирӗн? тенӗ.6. Израиль сказал: для чего вы сделали мне такое зло, сказав тому человеку, что у вас есть еще брат?
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иуда ӑна ҫапла тесе каланӑ: леш ҫын пире татсах каласа хучӗ, хӑвӑрпа пӗрле шӑллӑр пулмасассӑн, манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.