Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каланӑ (тĕпĕ: кала) more information about the word form can be found here.
16. Иосиф каланӑ: кӗмӗлӗр пӗтрӗ пулсассӑн, выльӑхӑра хӑваласа килӗр, эпӗ сире выльӑхӑршӑн [тырӑ] парӑп, тенӗ.

16. Иосиф сказал: пригоняйте скот ваш, и я буду давать вам [хлеб] за скот ваш, если серебро вышло у вас.

Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Египет ҫыннисем пурте Иосиф патне пынӑ та каланӑ: пире тырӑ парсамччӗ; кӗмӗл пӗтнипе халӗ ӗнтӗ пирӗн сан умӑнтах вилмелле-и? тенӗ.

Все Египтяне пришли к Иосифу и говорили: дай нам хлеба; зачем нам умирать пред тобою, потому что серебро вышло у нас?

Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Иаков фараона каланӑ: эпӗ ҫӗр ҫинче ҫӳре пуҫлани ҫӗр вӑтӑр ҫул ӗнтӗ; эпӗ пурӑннӑ кунҫул сахал та телейсӗр пулчӗ, хамӑн аттесем ҫӳресе ирттернӗ кунҫула ҫитеймерӗ, тенӗ.

9. Иаков сказал фараону: дней странствования моего сто тридцать лет; малы и несчастны дни жизни моей и не достигли до лет жизни отцов моих во днях странствования их.

Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Фараон Иакова каланӑ: эсӗ пурӑнан кунҫул миҫе ҫул пулать ӗнтӗ? тенӗ.

8. Фараон сказал Иакову: сколько лет жизни твоей?

Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вара фараон Иосифа каланӑ: аҫупа тӑванусем сан патна килнӗ; 6. Египет ҫӗрӗ санӑн умӑнта; хӑвӑн аҫупа тӑванусене ҫак ҫӗре чи лайӑх вырӑна вырӑнаҫтар; вӗсем Гесем ҫӗрӗнче пурӑнччӑр; вӗсем хушшинче пултаруллӑ ҫынсем пуррине пӗлетӗн пулсассӑн, вӗсене манӑн выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗслесе тӑракансем ту, тенӗ.

5. И сказал фараон Иосифу: отец твой и братья твои пришли к тебе; 6. земля Египетская пред тобою; на лучшем месте земли посели отца твоего и братьев твоих; пусть живут они в земле Гесем; и если знаешь, что между ними есть способные люди, поставь их смотрителями над моим скотом.

Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вӗсем фараона тата каланӑ: Ханаан ҫӗрӗнче хаяр выҫлӑх, унта хамӑрӑн, санӑн чурусен, выльӑхне кӗтме кӗтӳлӗх ҫук, ҫавӑнпа эпир ҫак ҫӗрте пурӑнас тесе килтӗмӗр; ӗнтӗ хӑвӑн чурусене Гесем ҫӗрне вырӑнаҫма ирӗк парсамччӗ, тенӗ.

4. И сказали они фараону: мы пришли пожить в этой земле, потому что нет пажити для скота рабов твоих, ибо в земле Ханаанской сильный голод; итак позволь поселиться рабам твоим в земле Гесем.

Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем фараона каланӑ: эпир, санӑн чурусем — хамӑр та, пирӗн аттесем те — сурӑх кӗтӳҫисем, тенӗ.

Они сказали фараону: пастухи овец рабы твои, и мы и отцы наши.

Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Фараон унӑн тӑванӗсене каланӑ: эсир мӗн ӗҫлесе пурӑнатӑр? тенӗ.

3. И сказал фараон братьям его: какое ваше занятие?

Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иосиф вара фараон патне пынӑ та хыпар тунӑ, вӑл каланӑ: манӑн аттем, манӑн тӑванӑмсем хӑйсен вак выльӑхӗпе, шултӑра выльӑхӗпе, хӑйсен мӗн пуррине йӑлтах хӑйсемпе пӗрле илсе Ханаан ҫӗрӗнчен килчӗҫ; акӑ ӗнтӗ вӗсем халӗ Гесем ҫӗрӗнче, тенӗ.

1. И пришел Иосиф и известил фараона и сказал: отец мой и братья мои, с мелким и крупным скотом своим и со всем, что у них, пришли из земли Ханаанской; и вот, они в земле Гесем.

Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене, ашшӗн кил-йышне каланӑ: эпӗ каям та фараона хыпар тӑвам, ӑна: манӑн Ханаан ҫӗрӗнче пурӑнакан тӑванӑмсем, манӑн аттемӗн килӗ-йышӗ ман патӑма килчӗҫ, теем; 32. ҫак ҫынсем — сурӑх кӗтӳҫисем, вӗсем выльӑх усракан ҫынсем; вӗсем хӑйсен вак выльӑхне те, шултӑра выльӑхне те, хӑйсен мӗн пуррине йӑлтах илсе килнӗ, теем.

31. И сказал Иосиф братьям своим и дому отца своего: я пойду, извещу фараона и скажу ему: братья мои и дом отца моего, которые были в земле Ханаанской, пришли ко мне; 32. эти люди пастухи овец, ибо скотоводы они; и мелкий и крупный скот свой, и все, что у них, привели они.

Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Израиль Иосифа каланӑ: халӗ ӗнтӗ, санӑн сӑнна курнӑ хыҫҫӑн, эсӗ чӗрех иккенне курнӑ хыҫҫӑн, манӑн вилсессӗн те юрать, тенӗ.

30. И сказал Израиль Иосифу: умру я теперь, увидев лице твое, ибо ты еще жив.

Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Турӑ каланӑ: Эпӗ Турӑ, санӑн аҫун Турри; Египета кайма ан хӑра, Эпӗ унта санран аслӑ халӑх кӑларӑп; 4. Эпӗ санпа пӗрле Египета пырӑп, Эпех сана каялла илсе тухӑп.

3. Бог сказал: Я Бог, Бог отца твоего; не бойся идти в Египет, ибо там произведу от тебя народ великий; 4. Я пойду с тобою в Египет, Я и выведу тебя обратно.

Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Израиле ҫӗрле Турӑ курӑннӑ, ӑна каланӑ: Иаков! Иаков! тенӗ.

2. И сказал Бог Израилю в видении ночном: Иаков! Иаков!

Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Вӗсем ӑна хӑйсене Иосиф каласа янӑ сӑмахсене пурне те каласа панӑ, вӑл ӗнтӗ хӑйне илсе каймашкӑн Иосиф парса янӑ чаплӑ урапасене те курнӑ, вара Иаковӑн, вӗсен ашшӗн, чунӗ хӗпӗртесе кайнӑ, 28. вара Израиль каланӑ: [мана ку] ҫитет ӗнтӗ, Иосиф ывӑлӑм чӗрӗ иккен-ха; хам виличчен кайса курам ӑна, тенӗ.

27. Когда же они пересказали ему все слова Иосифа, которые он говорил им, и когда увидел колесницы, которые прислал Иосиф, чтобы везти его, тогда ожил дух Иакова, отца их, 28. и сказал Израиль: довольно [сего для меня], еще жив сын мой Иосиф; пойду и увижу его, пока не умру.

Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Фараон Иосифа каланӑ: хӑвӑн тӑванусене кала: эсир акӑ ҫапла тӑвӑр: выльӑхӑрсем ҫине [тырӑ] тийӗр те Ханаан ҫӗрне кайӑр, те; 18. хӑвӑр аҫӑра, килӗр-йышӑра илӗр те ман патӑма тухса килӗр; эпӗ сире Египет ҫӗрӗнче чи лайӑх [вырӑн] парӑп, эсир паха ҫӗр ҫимӗҫӗ ҫисе пурӑнӑр, те.

17. И сказал фараон Иосифу: скажи братьям твоим: вот что сделайте: навьючьте скот ваш [хлебом] и ступайте в землю Ханаанскую; 18. и возьмите отца вашего и семейства ваши и придите ко мне; я дам вам лучшее [место] в земле Египетской, и вы будете есть тук земли.

Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл каланӑ: эпӗ — Иосиф, хӑвӑр Египета сутса янӑ тӑванӑр; 5. анчах халӗ ӗнтӗ ан кулянӑр, мана кунта сутса янӑшӑн ан ӳкӗнӗр: мана Турӑ сирӗн пурӑнӑҫӑра упрама сирӗн умӑртан янӑ; 6. ҫӗр ҫинче икӗ ҫул выҫлӑх пырать: тата пилӗк ҫул [юлать], ҫак ҫулсенче сухаламӗҫ те, вырмӗҫ те; 7. сире ҫӗр ҫинчен пӗтерес мар тесе, сирӗн пурӑнӑҫӑра тӗлӗнмелле хӑтарса хӑварас тесе, Турӑ мана сирӗн умӑртан ячӗ.

Он сказал: я - Иосиф, брат ваш, которого вы продали в Египет; 5. но теперь не печальтесь и не жалейте о том, что вы продали меня сюда, потому что Бог послал меня перед вами для сохранения вашей жизни; 6. ибо теперь два года голода на земле: [остается] еще пять лет, в которые ни орать, ни жать не будут; 7. Бог послал меня перед вами, чтобы оставить вас на земле и сохранить вашу жизнь великим избавлением.

Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вара Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: ман патӑма ҫывӑхарӑр-ха, тенӗ.

4. И сказал Иосиф братьям своим: подойдите ко мне.

Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: эпӗ — Иосиф, манӑн аттем сывӑ-и-ха? тенӗ.

3. И сказал Иосиф братьям своим: я - Иосиф, жив ли еще отец мой?

Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Иуда ун патне ҫывӑха пынӑ та каланӑ: эй хуҫамӑм, хӑвӑн чуруна хамӑн хуҫама сӑмах калама парсамччӗ, хӑвӑн чуруна ан ҫилленсемччӗ: эсӗ фараонпа пӗрех-ҫке.

18. И подошел Иуда к нему и сказал: господин мой, позволь рабу твоему сказать слово в уши господина моего, и не прогневайся на раба твоего, ибо ты то же, что фараон.

Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Анчах [Иосиф] ҫапла каланӑ: ҫук, эпӗ апла тӑвассӑм ҫук; камӑн аллинче курка тупӑннӑ, ҫавӑ манӑн чура пулӗ, эсир лӑпланса хӑвӑр аҫӑр патне кайӑр, тенӗ.

17. Но [Иосиф] сказал: нет, я этого не сделаю; тот, в чьих руках нашлась чаша, будет мне рабом, а вы пойдите с миром к отцу вашему.

Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed