Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Эй аттесем, эсир Пуҫламӑшсӑррине пӗлтӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыртӑм; эй ҫитӗннӗ ачасем, эсир вӑй-хӑватлӑ, сирӗн ӑшӑрта Турӑ сӑмахӗ тӑрать, эсир усала ҫӗнтертӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыртӑм.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй ҫамрӑк ачасем, эсир Атте Турра пӗлтӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй ҫитӗннӗ ачасем, эсир усала ҫӗнтертӗр, эпӗ сире ҫавӑнпа ҫыратӑп.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пур тӗрлӗ усаллӑха, пур тӗрлӗ чеелӗхе, икӗпитлӗхе, ӑмсанассине, тӗрлӗ усал сӑмах калассине пӑрахӑр, 2. тин ҫуралнӑ ачасем пек таса сӑмах сӗтне юратӑр, унпа тӑранса, ӳссе ҫитӗнсе ҫӑлӑнӑр: 3. Ҫӳлхуҫа ырӑ иккенне эсир пӗлетӗр ӗнтӗ.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кӳнтем ачасем пек пулӑр, ӗлӗкхи пек, хӑвӑр пӗлмен чухнехи пек, ӳт хыҫҫӑн ан кайӑр; 15. хӑвӑра чӗнсе илнӗ Туррӑн тасалӑхне кура пур ӗҫре те таса пулӑр.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иисус вара вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: ачасем Ман патӑма килччӗр, вӗсене чарса ан тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Патшалӑхӗ — вӗсем евӗрлисемшӗн.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӗсем — урамра ларакан, пӗрне-пӗри: «эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр — эсир ташламарӑр, эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑсем юрларӑмӑр — эсир йӗмерӗр» теекен ачасем евӗрлӗ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эппин, ӳкӗннине юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвӑр; хӑвӑр ӑшӑрта: «пирӗн атте — Авраам» тесе калама ан шухӑшлӑр; калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам валли ачасем тума пултарать.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавна курсассӑн Иисус тарӑхса каланӑ вӗсене: ачасем Ман патӑма килччӗр, вӗсене чарса ан тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Патшалӑхӗ — ҫавӑн пеккисемшӗн.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӗнтӗ пӗтӗм халӑх ҫапла хуравланӑ: Унӑн юнӗ пирӗн ҫинче, пирӗн ачасем ҫинче пултӑр, тенӗ.25. И, отвечая, весь народ сказал: кровь Его на нас и на детях наших.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене курсассӑн тата ачасем те Турӑ Ҫуртӗнче «Давид Ывӑлне осанна!» тесе кӑшкӑрнине илтсессӗн, аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем тарӑхса кайнӑ та 16. каланӑ Ӑна: вӗсем мӗн каланине илтетӗн-и? тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара ачасем ҫине аллине хурса пилленӗ те унтан кайнӑ.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иисус вара вӗсене каланӑ: ачасем килччӗр, вӗсене Ман патӑма килме ан чарӑр: Ҫӳлти Патшалӑх ҫакӑн пеккисемшӗн, тенӗ.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл — урамра ларакан, хӑйсен юлташӗсене 17. «эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр — эсир ташламарӑр; эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑсем юрларӑмӑр — эсир йӗмерӗр» теекен ачасем евӗрлӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эппин, ӳкӗннине юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвӑр, 9. хӑвӑр ӑшӑрта: «пирӗн атте — Авраам» тесе калама ан шухӑшлӑр; калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам валли ачасем тума пултарать.
Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара ҫапла пулчӗ: сасӑ илтӗнсессӗн, эпӗ ура ҫине тӑтӑм та тӑнларӑм — акӑ калаҫакан сасӑ, шавӗ унӑн — вӑйлӑ шыв кӗрленӗ пек, 18. ҫапла каларӗ: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пырса пӑхас кунсем ҫитсе килеҫҫӗ, Эпӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхаратӑп; 19. ун чухне Эпӗ хӑйсен тӳрӗмарлӑхӗпе усал ӗҫ тунисенчен шыраса илӗп, Сион ун чухне виҫи туличчен мӑшкӑл курӗ, 20. ун чухне, иртекен ӗмӗре пичет пуснӑ чухне, Эпӗ кӑтартакан паллӑсем ҫаксем пулӗҫ: тӳпе умӗнче кӗнекесем уҫӑлса кайӗҫ те, вӗсене пурте курӗҫ; 21. ҫулталӑкри ачасем калаҫма пуҫлӗҫ, ҫире пур хӗрарӑмсем хӑйсен аталанса ҫитеймен ачисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхранах ҫурата-ҫурата парӗҫ, ачисем ҫапах та чӗрӗ юлӗҫ, тӗреклӗленӗҫ; 22. акса хӑварнӑ хирсем кӗтмен ҫӗртен акман хирсем пулса тӑрӗҫ, тулли кӗлетсем пуш-пушӑ пулӗҫ; 23. ун хыҫҫӑн трупа шавлӑн кӑшкӑртса ярӗ те, ҫавна илтсессӗн, пурте сасартӑках сехӗрленсе ӳкӗҫ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир хамӑр та, пирӗн ачасем те сывӑ тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн аслӑ Турӑ пире ӗҫӗмӗрте, хамӑр кӑмӑл тунӑ пекех, вӑхӑтра пулӑшса пырать.Здравствуем и мы и дети наши, ибо великий Бог благопоспешествует нам в делах по нашему желанию.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вара Тимофейпа Вакхид вӗсем ҫине пӗрле тапӑнсассӑн, кусем вӗсенӗн ҫирӗм пин ытла ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ та ҫӳллӗ керемсене ҫӑмӑллӑнах ярса илнӗ; пухса илнӗ питех те пысӑк тупӑша хӑйсем хушшинче, аманнисем, тӑлӑх ачасем, тӑлӑх арӑмсем тата аслӑ ҫынсем хушшинче пӗр тан пайласа валеҫнӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Шӑматкун хыҫҫӑн, туртса илнӗ тупӑшран аманнисем валли, тӑлӑх арӑмсем тата тӑлӑх ачасем валли пай хӑварса, ыттине хӑйсемпе хӑйсенӗн ачисем хушшинче уйӑрнӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Аслӑ священник ҫырлахтару парни кӳнӗ вӑхӑтра паҫӑрхи яш ачасем — вӗсем унчченхи чаплӑ тумӗпех пулнӑ — каллех Илиодора курӑннӑ та ун умне тӑрса каланӑ: аслӑ священника Онияна хытӑ тав ту, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сана пӗр уншӑн пурӑнӑҫ пачӗ; 34. эсӗ вара, Вӑл хаса панине тӳссе курнӑскер, пурне те Туррӑн аслӑ вӑйӗ ҫинчен каласа пӗлтер, тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.