Шырав
Шырав ĕçĕ:
45. Израильсем вӗсене кунӗпе, Адас хулинчен пуҫласа Газира хули патне ҫитичченех, хыҫалтан хыпар труписем кӑшкӑртса хӑваланӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Иосифпа Азария ӗнтӗ пӑрахса тарнӑ, Горгий вӗсене Иудея ҫӗрне ҫитичченех хӑваласа кайнӑ; ҫав кун Израиль халӑхӗн икӗ пине яхӑн ҫынни пӗтнӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑл вӗсене Птолемаида хапхи патне ҫитичченех хӑваласа кайнӑ, суя тӗнлисем виҫӗ пин ҫын таран пӗтнӗ, вӑл вӗсен пурлӑхне туртса илнӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ют халӑх ҫыннисем ӗнтӗ пуҫ ҫӗклесе пӑхнӑ та иудейсем хӑйсене хирӗҫ килнине курнӑ, 13. вара вӗсем тапӑртан ҫапӑҫӑва тухнӑ, Иуда ҫыннисем те трупасем кӑшкӑртса янӑ, 14. ҫапла хире-хирӗҫ пырса ҫапӑҫӑва кӗрсе кайнӑ, суя тӗнлисене аркатса тӑкнӑ, вӗсем тӳремлӗхе тарса кайнӑ, 15. ыттисем пурте хӗҫ айне пулса пӗтнӗ; вӗсене Газер хули патне ҫитичченех, Идумея, Азот, Иамния тӳремлӗхӗсене ҫитичченех хӑваласа кайнӑ, вӗсенчен виҫӗ пин ҫынна яхӑн вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлнӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсене ӗнтӗ Вефорон сӑрчӗ ҫинчен анаталла тӳремлӗхе ҫитичченех хӑваласа кайнӑ; лешӗсенӗн ку ҫапӑҫура сакӑрҫӗре яхӑн ҫын тӑкӑнса юлнӑ, ыттисем Филисти ҫӗрне тарса кайнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм аслӑ пулӗ, кирек ӑҫта та Манӑн ятӑм умӗнче фимиам тӗтӗрӗҫ, таса парне кӳрӗҫ; халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм аслӑ пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакна илтрӗм те, ӑшӑм-чиккӗм ҫӳҫенсе кайрӗ; ҫав хыпар ҫитсенех, тутам чӗтреме пуҫларӗ, шӑмӑ варрине ҫитичченех ыраттарса ячӗ, ура айӗнчи ҫӗр кисренчӗ; анчах хӗн-асап ҫитнӗ кунхине, халӑхӑм ҫине вӑрӑ-хурах килсе тапӑнсан, манӑн лӑпкӑ пулмалла.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑнпа килӗшӳре тӑракансемех сана чикке ҫитичченех кӑларса ярӗҫ, хӑвӑнпа ҫураҫуллӑ пурӑнакансемех улталӗҫ сана, ҫӗнтерӗҫ, хӑвӑн ҫӑкӑрна ҫиекенсемех ҫапса ӳкерӗҫ сана.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ӑсчахсенчен хӑшӗ-пӗри — тӗрӗслев витӗр тухмашкӑн, тасалмашкӑн, шуралса ҫитмешкӗн — юлашки вӑхӑт ҫитичченех асап тӳсӗ, мӗншӗн тесессӗн палӑртса хуни ҫитиччен вӑхӑт пур-ха.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӑл пӗр ҫичӗҫуллӑха нумайӑшӗпе килӗшӳ тӑвӗ; парне парассине, тырӑ-пулӑ парни кӳрессине ҫур ҫичӗҫуллӑха чарса лартӗ, ҫав вырӑна ирсӗрлетӗ, унта йӗрӗнчӗк лартса хурӗ — ирсӗрлетекеннине палӑртса хунӑ вилӗм ҫитичченех ҫапла пулӗ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Египет ҫӗрне Мигдолран пуҫласа Сиенӑна ҫитичченех, Эфиопи чиккине ҫитичченех пушхирсен пушхирӗ тӑвӑп.и сделаю землю Египетскую пустынею из пустынь от Мигдола до Сиены, до самого предела Ефиопии.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсӗ Ассур ывӑлӗсемпе те асрӑн — тӑранаймарӑн; вӗсемпе асрӑн, анчах кунпа та ҫырлахмарӑн; 29. хӑвӑн ясар ӗҫӳсене Ханаан ҫӗрӗнче Халдея ҫӗрне ҫитичченех сартӑн, нумайлатрӑн, анчах кунпа та ҫырлахмарӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вавилона ҫитсессӗн, эсир унта нумай ҫул, нумай вӑхӑт, — ҫичӗ сыпӑка ҫитичченех, — пурӑнатӑр; ҫавӑн хыҫҫӑн тин Эпӗ сире унтан лӑплантарса илсе тухӑп.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ Седекиян куҫӗсене чиксе шӑтарнӑ, хӑйне пӑхӑр тӑлӑпа тӑллама хушнӑ; унтан Вавилон патши ӑна Вавилона илсе кайнӑ та вилӗм кунӗ ҫитичченех тӗрмене хупса лартнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Есевонран Елеал таран, Иааца таран йӗме пуҫлӗҫ те, вӗсен сасси Сигортан Оронаим таранах, виҫҫӗмӗш Эглӑна ҫитичченех илтӗнсе тӑрӗ, мӗншӗн тесессӗн Нимрим шывӗ те типсе ларӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иеремия хурал картишӗнче Иерусалима ярса илес кун ҫитичченех юлнӑ.28. И оставался Иеремия во дворе стражи до того дня, в который был взят Иерусалим.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Седекия патша вара Иеремийӑна хурал ҫуртӗнче хупса усрама хушнӑ; унта ӑна ҫӑкӑр пӗҫерекенсен урамӗнчен хулара ҫӑкӑр пӗтсе ҫитичченех кунне пӗрер пашалу парса тӑнӑ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Акӑ ҫакӑ хулана, Ҫӳлхуҫана мухтава кӑларса, ҫӗнӗрен ҫӗклес кунсем, ӑна Анамеил пашнинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫитичченех ҫӗнӗрен туса лартас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, 39. вара ҫӗр виҫекенсенӗн вӗренӗ Гарив сӑрчӗ патне ҫитиех тӳррӗн тӑсӑлӗ те Гоаф тӗлӗнчен пӑрӑнса иртӗ.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пӗри тепӗрне улталать, тӗрӗссине каламасть: чӗлхине улталама вӗрентнӗ те — ывӑнса ҫитичченех суяҫҫӗ.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тимӗрҫӗ тимӗртен пуртӑ тӑвать, кӑмрӑкпа ӗҫлет, ҫапкӑчпа туптаса пуртӑ ӑсталать, ӑна туса ҫитересехчӗ тесе вара вӑйлӑ аллипе выҫса ҫитичченех, халран кайичченех ӗҫлет, шыв та ӗҫмест, ӗнтӗ йӑшсах ҫитет.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.