Шырав
Шырав ĕçĕ:
Митта куҫарнӑ «Борис Годунов» пирки Хветӗр Уяр ҫапла ҫырнӑ: «…Тахҫан пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен Пушкин хӑех чӑваш куҫӗпе курса, чӑваш ваттилле шӑкӑл-шӑкӑл каласа панӑ тейӗн ҫав».
Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
«Николай Васильевич кулленех пирӗнпе: унӑн портречӗ ӗҫ пӳлӗмӗнче ҫакӑнса тӑрать. Хӑйӗн ӑслӑ куҫӗпе пирӗн ӗҫе тишкерсе пӑхать, эпир унӑн витӗмне яланах туятпӑр», — терӗ Михаил Михайлович.
Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Произведенисене хакланӑ чухне хӑть хӑҫан та большевиксен куҫӗпе пӑхмалла, хамӑрӑн социализмла тӑван ҫӗршывӑн интересӗсене асра тытса тӑни кирлӗ.
Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №
35. Ҫакна хӑй куҫӗпе курнӑскерӗ каласа кӑтартать, вӑл калани чӑн; сире ӗнентересшӗн хӑй чӑннине каланине вӑл пӗлет.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Исаия вӗсем мӗншӗн ӗненме пултарайманни ҫинчен те каланӑ: 40. «Турӑ вӗсен куҫне суккӑрлатнӑ, вӗсен чӗрине чул пек хытарнӑ, ҫавӑнпа вӗсем куҫӗпе те курмаҫҫӗ, чӗрипе те ӑнланмаҫҫӗ, вӗсем Ман енне ҫаврӑннӑ пулсассӑн, Эпӗ вӗсене сывататтӑм» тенӗ.
Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштереймесӗр туха-туха кая пуҫласан, Павел вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ: Таса Сывлӑш пирӗн аттемӗрсене Исаия пророк урлӑ питӗ лайӑх каланӑ: 26. «кай та кала ҫав халӑха: хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр, куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр: 27. ҫак ҫынсен чӗрисем хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн, куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Унтан Хӑй тавра ларакансене куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнса ҫапла калать: акӑ Манӑн аннем, акӑ Манӑн тӑванӑмсем; 35. кам Турӑ ирӗкне туса пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать, тет.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл каланӑ: «хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр; куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр: 15. ҫак ҫынсен чӗри хытса ларнӑ, хӑлхипе те аран илтеҫҫӗ, куҫне те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Кӳнтелесех калатӑп: килес ҫынсем, вӗсенӗн ачисем, Мана куҫӗпе курмасӑрах, Эпӗ мӗн каланине чун-чӗрипе ӗненсе, Мана тав тӑвӗҫ.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Патша, усал шухӑш тытса вӑйлӑ ҫилӗпе тулса ҫитнӗскер, хӗрхенӳсӗр чӗреллӗ пулнӑран иудейсен хурлӑхлӑ та инкеклӗ вилӗмне хӑйӗн куҫӗпе курасчӗ тесе сӑлансемпе пӗрлех тапранса тухнӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вара пурте пытаннӑ вӑрттӑнлӑха уҫса паракан сӑваплӑ Ҫӳлхуҫа Тӳрене мухтавланӑ, 42. вӗсем кӗлтунӑ, тунӑ ҫылӑх пачах ҫухалтӑрччӗ тесе тархасланӑ; мухтавлӑ Иуда пуҫ хунисен айӑпӗпе мӗн пулса иртнине хӑйсен куҫӗпе хӑйсем курнӑ халӑха ҫылӑхран сыхланса пурӑнма ӳкӗтленӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Илиодор Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе, хӑйӗн пурӑнӑҫне Сыхласа Хӑваракана нумай тӗлӗшрен сӑмах парса, Онияна тав туса ҫар ҫыннисемпе пӗрле патша патне таврӑннӑ, 36. пурин умӗнче те Аслӑ Туррӑн ӗҫӗсем ҫинчен, хӑй куҫӗпе хӑй курни ҫинчен, каласа кӑтартнӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем патша умӗнче халӑха айӑпласа калаҫнӑ: «Иудӑпа унӑн тӑванӗсем санӑн тусусене пӗтерчӗҫ, пире те хамӑр ҫӗр ҫинчен хӑваласа кӑларса ячӗҫ. 7. Унта хӑвӑн шанчӑклӑ ҫыннуна яр; кайтӑр та, вӗсем пире тата патша ҫӗршывне еплерех сӑтӑр тунине хӑй куҫӗпе хӑй курса, вӗсене хӑйсене те, вӗсене пулӑшакансене те тавӑртӑр» тенӗ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна хӳме витӗр кӑларас тесе, хӳмене шӑтарӗҫ; вӑл питне хупӑрлӗ, ӗнтӗ ҫак ҫӗре куҫӗпе кураймӗ.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Санӑн хуралҫусен сасси — епле хытӑ кӑшкӑраҫҫӗ, вӗсем пурте пӗрле савӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Сиона таврӑннине хӑйсен куҫӗпе хӑйсем кураҫҫӗ.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Сион хӗрӗсем мӑнкӑмӑллӑ пулнӑшӑн, пуҫне каҫӑртса, куҫӗпе илӗртсе ҫӳренӗшӗн, мӑнаҫлӑ утнӑшӑн, уринчи вӑчӑрисене чӑнкӑртаттарса пынӑшӑн 17. Ҫӳлхуҫа акӑ Сион хӗрӗсен лӗпкине ҫап-ҫара тӑратса хӑварӗ, Ҫӳлхуҫа вӗсенӗн ҫамкине те ҫаралатӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫапах ҫав ҫынсене питех тиркеме кирлӗ мар: тен, вӗсем Турра шыраса, Ӑна тупас тесе аташса ҫӳреҫҫӗ: 7. Унӑн ӗҫӗсене сӑнаса, вӗсем тӗпчеҫҫӗ, курӑнаканни пурте илемлӗ пулнине хӑйсен куҫӗпе тӗрӗслесе ӗненеҫҫӗ.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пурлӑх хушӑнать те — унпа усӑ куракансен йышӗ те хушӑнать; хуҫишӗн мӗн ырри ӗнтӗ ҫакӑ: куҫӗпе курни ҫеҫ мар-и?
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Куҫӗпе чӑрсӑррӑн пӑхакан — Турӑ умӗнче ирсӗрлӗх, чӗлхине чарма пӗлменни вара — ӑссӑр-тӑнсӑр.][Мерзость пред Господом дерзко поднимающий глаза, и неразумны невоздержанные языком.]
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша сут тума ларать те — куҫӗпе пур усала та хӑваласа салатать.8. Царь, сидящий на престоле суда, разгоняет очами своими все злое.
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.