Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем Захар Петрович лавккине анса пӑхма, унта, ячӗшӗн, пӗри премӗк, тепри сахӑр илме калаҫса татӑлчӗҫ.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Мария Федотовна хальлӗхе Степановпа иккӗшӗ пӗрлешме калаҫса татӑлни ҫинчен Санюка шарламарӗ-ха, вӑл хӑйне мӗн хушса янине ҫеҫ пӗлтерчӗ.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫитес канмалли кун вӗсем иккӗшӗ пӗрле Мария Федотовнӑсен ялне, унӑн ашшӗ-амӑшӗсем патне кайма, вӗсем килӗшсен, ял Советӗнче ҫырӑннӑ хыҫҫӑн пӗрлешме калаҫса та татӑлчӗҫ.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Хрестукпа калаҫса татӑлса, Сергей Озеровах хӑтланман-ши теҫҫӗ.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Пӗлетӗр-и, Петр Петрович, Сахар Петровчӑн арӑмӗ заводран аллӑ пин кирпӗч илме калаҫса татӑлчӗ.
Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Варук кинӗ ӑна аван кӗтсе илчӗ, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, пӳрте ертсе кӗчӗ.
Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫак вӑхӑтра Сергей тӗп ҫуртра Петр Озеров тетӗшӗпе калаҫса ларчӗ.
Тетӗшӗ патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Комсомола кӗрес пирки унпа калаҫса пӑхмалла мар-ши санӑн?
Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗри сӑмавар лартса панӑ сӗтел хушшинче Сахарпа Петӗр иккӗшӗ кӑна калаҫса лараҫҫӗ.
Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Йӗркеллӗ калаҫса ларнӑ хушӑрах Якку атте пуканӗ ҫинчен пӑнкӑлт! туса урайне ӳкрӗ те, алли-урипе турткаланма пуҫларӗ, ҫӑварӗнчен юн юхса тухрӗ.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ӑна апат ҫиме чӗнекен те, пӗри-пӗри калаҫса ларма килсе ӑшне пусаракан та ҫук.
Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Осип Озеров никампа та калаҫса килӗштермесӗр хӑй тӗллӗн аташнине те ҫынсене уҫҫӑн ӑнлантарса парӑр.
Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗрпе йӗкӗт ҫапла калаҫса пынӑ хушӑра ура сасси илтӗнех кайрӗ.
Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Паласкас ҫамрӑкӗсем пурте пӗрле, шӑкӑлтатса калаҫса анчӗҫ.
Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Калӑр-ха, паянхи пухури кун йӗрки пирки Осип Озеров сирӗнпе, пур комсомолецсемпе те калаҫса татӑлнӑ-и? — тесе ыйтрӗ.
Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Калаҫса татӑлтӑмӑр-и? — тӑруках юлташӗсене чарса тӑратса ыйтрӗ Уҫӑп.
Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Виҫ-тӑватӑ кун каялла ҫеҫ Яшма лавккаҫӗ патӗнче пыл та ҫу шӑкӑлтатса калаҫса, юрласа-ташласа хӑналаннӑ тӑван-хурӑнташсем Варсан Викторовича пурте пӗрле пытарчӗҫ пулин те, халӗ пӗр-пӗриншӗн тӑшмансем пулса уйрӑлчӗҫ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тутарсемпе чӑваш ҫамрӑкӗсем шкул патӗнчен пӗртӑвансем пек шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса анчӗҫ.
Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗрарӑмсем тек калаҫса тӑмарӗҫ, япалисене пуҫтарса, хӑвӑрт килӗсене саланчӗҫ, чӳрече янахӗсем хыҫне пытанса, вӑрттӑн урамалла пӑхма, Петӗр еплерех иртсе кайнине сӑнама пуҫларӗҫ.
Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Сахар тек калаҫса тӑмарӗ, пуркине хул хушшине хӗстерсе, пахчине кӗрсе кайрӗ.
Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.