Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пире проблемӑллӑ, ҫав шутра пая кӗрсе тунӑ объектсемшӗн, эпир вӗсене туса пӗтерме пултараймастпӑр имӗш, час-часах критиклеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Халь вара юрамасть теҫҫӗ — чарӑну палли ҫук имӗш.Сейчас же говорят нельзя - будто бы нет обозначения остановки.
Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0
Шкулта вӗреннӗ чухне пире вырӑссем ҫӗр ӗҫченӗ пулнӑ тесе вӗрентетчӗҫ, чӑвашсем имӗш ҫӗр ӗҫне вӗсенчен вӗреннӗ.
Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html
Имӗш чӑвашсем ытла та хавшак, хӑйсен тӑрӑхне усӑ парас вырӑнне ют ҫӗрсенче ӗҫлесе унти экономикӑна ҫӗклеҫҫӗ.
Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html
Эль шывӗ ҫӗр айӗнчи каналсемпе ҫыхӑннӑ имӗш.
Кӳлӗ халапӗсем // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2017.02.06
Ҫӗр ҫине аннӑ чухне вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫӗмӗрӗлнӗ, анчах микроорганизмсем ҫавах сиенленмен имӗш.При посадке на Землю некоторые из них разрушились, но микроорганизмы всё же вроде не повредились.
Тӗнче уҫлӑхӗнче те пурнӑҫ пулма пултарать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/14258.html
Кунашкал чӗнӗве сӑлтавланӑ самант пирки те сӑмах пулчӗ: Ҫӗнӗ Шупашкарта «Единая Россия» партин хӑш-пӗр представителӗ эсер-депутатсем пирки ултавҫӑсем теме те именмест имӗш.
Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Маларах кӗмӗл укҫаран ӑсталанӑ хушпупа тухья та пулнӑ имӗш.
Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗнлӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Салонри пӗр хӗрарӑм кӑмӑлсӑрланма пуҫларӗ – ӗҫе васкать вӑл имӗш.
Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html
Тӗлӗнмелле документ тупнӑ: ӑна ун чухнехи укҫапа таҫтан такам темиҫе миллион тенкӗ панӑ имӗш.
Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Вӑл, паллах, пӗтӗмпех туннӑ: пытанас шухӑш пулман, автомобильсене ҫывӑх вӑхӑтра тавӑрса пама, прокатшӑн укҫапа татӑлма хатӗрленнӗ имӗш.
Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Машина унӑн тӑван ҫӗршывӗнчи ҫывӑх ҫыннине пӑхма кирлӗ имӗш — больницӑсемпе аптекӑсем тӑрӑх ҫӳремелле...
Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Ҫӳп-ҫаппа пӗрле кӑларса пӑрахнӑ теме пӑхаҫҫӗ имӗш, анчах апла пулма пултарни иккӗленӳллӗ.Говорят, что выкинули как-будто с мусором вместе, но это сомнительно.
Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Кинемей хӗрӗнкӗ ывӑлӗ калаҫнине итлесшӗн те пулман имӗш.
Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11
Эпӗ туй юрри юрласа пырса кӗнӗ имӗш ҫӗнӗ яла, ҫавна аса илсе кулатчӗҫ манран Хурӑнкассисем.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Халӗ мӗнле-ха: ял тӑрӑхӗн администрацине шӑнкӑравлатӑн — коммуналлӑ хуҫалӑха пӗлтерме ыйтаҫҫӗ, коммунальщиксене аран-аран шыраса тупатӑн — вӗсем ҫӳп-ҫапа графикпе килӗшӳллӗн турттараҫҫӗ имӗш.
«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26
Хӑнана каяс-тӑвас пулсан яланах: «Атя киле», — тесе аннене алӑран туртнӑ имӗш эпӗ.Как будто бы в гостях я всегда тянула ее за руку говоря: "Айда домой".
Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
Нумайӑшӗ пикесене сивлесе ҫырнӑ — тӑмсайсем вӗсем имӗш, патриотсем мар.
Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Ҫав ту ҫинче, ваттисем аса илнӗ тӑрӑх, авал хула сарӑлса ларнӑ имӗш.На этом горе, по воспоминаниям старых людей, в древние времена был город.
Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Усал хыпар утпа ҫӳрет, пӗлетпӗр, Йышран чакатпӑр, имӗш, ҫулсерен, Тӑван чӗлхе сӳнсен, чӑнах, пӗтетпӗр, Ҫӗршыв пӗтме пуҫлать тет чӗлхерен.
Турат пулса хуҫӑлатӑп // Николай КАРЛИН. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№