Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑсла the word is in our database.
вырӑсла (тĕпĕ: вырӑсла) more information about the word form can be found here.
— Ҫапла ӗнте, ачам, — терӗ нимӗҫ хӗрарӑмӗ вырӑсла, тӳсӗмлӗн кулнӑ май ылттӑн шӑлне каллех кӑтартса, — эпӗ сана юратнине тата эпӗ сана ырӑ суннине эсӗ хӑвах куратӑн ӗнтӗ.

– Итак, мальчик, – сказала немка по-русски, терпеливо улыбаясь и снова показывая золотой зуб, – ты видишь сам, что я тебя люблю и желаю тебе блага.

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Салтса ярӑр усалӑн аллине, — терӗ хӗрарӑм нимӗҫле питӗ хӑвӑрт, унтан ылттӑн шӑлне кӑтартса юриех кулса илчӗ те, вырӑсла хушса хучӗ: — Салтӑр ачан аллисене.

– Развяжите паршивцу руки, – быстро сказала она по-немецки и прибавила по-русски с улыбкой, обнажившей золотой зуб: – Развяжите ребёнку руки.

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Уйрӑм произведенийӗсем вырӑсла тата чӑвашла ҫеҫ мар, кумыкла, ҫармӑсла, тутарла, даргинла, аварла, лакла, пушкӑртла, молдаванла тухнӑ, пӗр калавне шкулта вуламалли кӗнекере те вырӑн панӑ.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Класс тата шкул тулашӗнчи мероприятисем пӗтӗмпех вырӑсла иртеҫҫӗ.

Help to translate

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Вырӑсла вӗрентме хушу килсен ҫынсем вырӑсланас ҫул ҫине тӑнӑ.

Help to translate

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Вӗсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырса хураҫҫӗ.

Надписи выполняются на русском и чувашском языках.

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче культура еткерӗн объекчӗсем (историпе культура палӑкӗсем) ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 27 от 02 апреля 2019 г.

Сӑмахран, Тӑвай районне вырӑсла, «домовой», «до свидания», «Бог в помощь» сӑмахсене чӑвашла мӗнле каламаллине пӗлменни кулянтарчӗ.

Help to translate

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Юлашки вӑхӑтра «нимен» чи ҫывӑх синонимӗ «пуҫару бюджечӗ» (вырӑсла «инициативное бюджетирование») пулса тӑчӗ.

Help to translate

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Чим-ха, тем, вырӑсла калаҫни илтӗнчӗ мар-и?

Help to translate

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Сӑмах-юмах та вӗҫне тухӗ унта, — терӗ кил хуҫи, вырӑсла хапхине уҫса.

Help to translate

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Хулана кайсан никамран та вӑтанмасӑр икӗ чӗлхепе – чӑвашла та, вырӑсла та калаҫма пӗлеттӗмӗр.

Help to translate

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Турккӑ ҫыннисене вырӑсла калаҫма вӗрентекен курсра ӗҫлерӗм эрне вӗҫӗнче.

Help to translate

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Анчах темшӗн чӑвашсем тӑван чӗлхепе мар, вырӑсла «ҫаптарса» лараҫҫӗ унта, чӑвашпа хутшӑнаҫҫӗ пулин те.

Help to translate

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Пӗр каларӑшне вара чӑвашлинех ҫырнӑ пулас, анчах вырӑсла вӑл янрамасть ҫав: «Тӗнчере ҫитмӗл ҫичӗ тӗн те Турри пӗрре кӑна» — теҫҫӗ чӑвашсем.

Help to translate

Тӗнче Кубокӗ // Аҫтахар Плотников. https://pcode.livejournal.com/81258.html

Ҫичӗ енне те вырӑсла шаплаттарса хунӑ.

Help to translate

Тӗнче Кубокӗ // Аҫтахар Плотников. https://pcode.livejournal.com/81258.html

Ҫапах та пӗр-ик сӑмах та пулин вырӑсла та пулин ҫырмаллаччӗ ман шутпа.

Help to translate

Тӗнче Кубокӗ // Аҫтахар Плотников. https://pcode.livejournal.com/81258.html

Анчах та Чӑваш Республикинче вырӑсла кӑна.

А вот в Чувашской Республике только по-русски.

Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html

Пушкӑрт Республикинче те, Тутар Республикинче те ачасем садикрен тухнӑ ҫӗре вырӑсла тата пушкӑртла е тутарла та калаҫаҫҫӗ.

И в Республике Башкортостан, и в Республике Татарстан дети, оканчивая садик, говорят и по-русски и по-башкирски или по-татарски.

Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html

Воспитательницӑсем вӗсемпе чӑвашла тата вырӑсла программӑсемпе ӗҫлеҫҫӗ.

Воспитательницы работают с ними по чувашским и русским программам.

Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html

Вӗсен вырӑсла пӗлтерӗшӗсене словарьте хӑвӑр тӗллӗн шыраса тупма пултаратӑр.

Help to translate

Ӗҫе мӗн ачаран вӗрен // Наталия МАТВЕЕВА. Тантӑш, 2015.11.26

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed