Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑнӑхнӑ (тĕпĕ: хӑнӑх) more information about the word form can be found here.
Эпӗ икӗ хутчен ют ҫӗршывсенче пултӑм, иксӗмӗр ӗмӗтленнӗ хыҫҫӑн Бонра, Иенӑра, Эрлангенра студентсен сакки ҫинче лӑпкӑн ларса пӑхрӑм, унтан Европӑна хамӑн имение хӑнӑхнӑ пекех пӗлсе ҫитрӗм.

Я два раза был за границей, после нашей премудрости, смиренно сидел на студенческих скамьях в Бонне, в Иене, в Эрлангене, потом выучил Европу, как свое имение.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑйӗн ашшӗнчен, фермертан вӑл агрономин практикӑлла урокӗсене хӑнӑхнӑ.

У отца своего, фермера, он взял практические уроки в агрономии,

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Нимӗҫле калаҫма вара ашшӗнчен тата кӗнекесенчен хӑнӑхнӑ.

Немецкий же язык он наследовал от отца да из книг.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Захарӑн калама ҫук пысӑк пӗр пахалӑхне Илья Ильич пӗлнӗ ӗнтӗ — Захар ӑна чӗререн парӑнса тӑрать, ҫакна Обломов хӑнӑхнӑ, ку урӑхла пулман та, пулма та пултараймасть тесе шутланӑ; ҫак пахалӑха пӗррехинче хӑнӑхнӑскер, вӑл ӗнтӗ ҫакӑнпа киленмен, ҫав хушӑрах, хӑй нимпе интересленмен пулсан та, Захарӑн шутсӑр нумай пӗчӗк ҫитменлӗхӗсене тӳсме пултарайман.

Илья Ильич знал уже одно необъятное достоинство Захара — преданность к себе, и привык к ней, считая также, с своей стороны, что это не может и не должно быть иначе; привыкши же к достоинству однажды навсегда, он уже не наслаждался им, а между тем не мог, и при своем равнодушии к всему, сносить терпеливо бесчисленных мелких недостатков Захара.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Сӑмахран, ӑна хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнчи мачча ҫурӑкӗ хӑратман: вӑл ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ; пӳлӗмре яланах пӑчӑ сывлӑш пулни тата ниҫта тухмасӑр питӗрӗнсе ларни ҫын сывлӑхӗшӗн каҫхи нӳртен те сиенлӗ пулни унӑн пуҫне пырса та кӗмен; кашни кунах ытлашши ҫини хуллен-хулленех вилӗм патне илсе пырать, анчах вӑл ҫакна та хӑнӑхнӑ, унран хӑраман.

Его не пугала, например, трещина потолка в его спальне: он к ней привык; не приходило ему тоже в голову, что вечно спертый воздух в комнате и постоянное сиденье взаперти чуть ли не губительнее для здоровья, нежели ночная сырость; что переполнять ежедневно желудок есть своего рода постепенное самоубийство; но он к этому привык и не пугался.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӗҫлемесӗр ырӑ курса пурӑнма хӑнӑхнӑ ҫынсем халлӗхе пур-ха, вӗсем ҫавӑн пек йӑпанусӑр пурӑнаймаҫҫӗ: вӗсене ҫут тӗнчере ытлашши ҫынсӑр кун ирттерме кичем.

Есть еще сибариты, которым необходимы такие дополнения в жизни: им скучно без лишнего на свете.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ килсен, хӑйӗн хӑнӑхнӑ тытӑнкӑллӑ тивӗҫлӗхӗпе кӗтсе илет мана Олеся кашни хутӗнчех.

Каждый раз, когда я приходил, Олеся встречала меня с своим привычным сдержанным достоинством.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫав прибор пулӑшнипе артиллеристсем карапа хум силленӗ вӑхӑтра тӗл пеме хӑнӑхнӑ.

С помощью этого прибора артиллеристы могли тренироваться в наводке орудий на цель при искусственно созданных условиях качки.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Пысӑк интерес тухать сана вӑрӑм ҫул урлӑ, — хӑнӑхнӑ йӑлипе хӑвӑрттӑн пуҫларӗ вӑл.

— Большой интерес тебе выходит через дальнюю дорогу, — начала она привычной скороговоркой.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Хӗллехи вӑхӑтра тӗттӗмрех пулсан та ҫак вырӑна хӑнӑхнӑ ӗнтӗ вӑл.

Он уже привык к этому месту, хотя в зимние дни здесь было темновато.

Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Лайӑх хӗҫ-пӑшалланнӑ ҫар карапӗсене, хӑйсене никам та ҫӗнтереймест тесе шутлама хӑнӑхнӑ шведсене кимӗсемпе тапӑнсах парӑнтарнӑ-ҫке-ха.

На простых лодках захватить боевые корабли, прекрасно оснащенные и хорошо вооруженные, да еще у шведов, которые считали себя непобедимыми!

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Александра Викторовна пирӗнпе пурӑнма юлать пулсан, унӑн ҫав институтра хӑнӑхнӑ йӑлисене чирлӗ шӑла туртса кӑларнӑ пек тӑпӑлтарса пӑрахмалла.

— Если Александра Викторовна будет жить с нами, то ее институтские замашки и привычки надо из нее вырвать так, как вырывают больной зуб.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Апла пулин те вӑл ирхине яланхи вӑхӑтрах вӑранчӗ, хӑнӑхнӑ йӑлапа класа пӗрремӗш ҫитсе кӗчӗ.

Однако это не мешает ему, как обычно, встать рано и прийти в класс самым первым.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Аслисенчен алӑ ӗҫне хӑнӑхнӑ, хӑй те ҫыпӑҫулӑхпа палӑракан хӗр аптраса тӑман.

Help to translate

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Женя ҫакна хӑнӑхнӑ.

Женя привыкла к этому.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вунӑ ҫултанпах килте пӗччен юлса эп йӑлтах хам тума хӑнӑхнӑ.

Я с десяти лет все время один дома целыми днями. Пришлось всему научиться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хӑнӑхнӑ хускану.

Привычное действие.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Эпӗ вӗсене кӑнтӑрла, шкултан килсенех, тума хӑнӑхнӑ.

Я всегда уроки днем делаю, как только из школы прихожу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Женя хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, кун пек «ирӗк панӑ» хыҫҫӑн ниҫта та каяс килмест, каймастӑн та.

Женя уже привыкла к этому. Категорично что-то разрешать, но таким тоном, что ни за что этого не сделаешь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хӑнӑхнӑ усал ӗҫ туса ман ҫурӑм хыҫне пытанма.

Привык за моей спиной делишки свои гнилые обделывать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed