Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нумайӑшӗ the word is in our database.
Нумайӑшӗ (тĕпĕ: нумайӑшӗ) more information about the word form can be found here.
Хӗрпе качча лайӑхрах курасшӑн пулса нумайӑшӗ чӗвен тӑра-тӑра тухнӑ, вӗсене нихҫан та курман тейӗн ҫав.

Многие вставали на цыпочки, стремясь посмотреть на парня и девушку, точно никогда их не видели.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Питӗрсе илнӗ савнӑ тусӗсене курасшӑн пулса, нумайӑшӗ чӳрече патнелле сӗкӗнет.

Многие пытались увидеть в окно запертых любовников.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак тӗлӗнмелле вырӑнта пӳлме пӑхнӑшӑн ун еннелле нумайӑшӗ сиввӗн пӑхса илчӗҫ.

Многие сердито смотрели на несдержанного зрителя, который поднял шум в самом интересном месте.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗр-арӑмсенчен нумайӑшӗ куҫҫульпе йӗре пуҫларӗҫ.

На глазах у многих женщин выступили слезы.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Артистсенчен нумайӑшӗ ҫак спектакле акӑш-макӑш чаплӑ ирттересшӗн пулчӗҫ.

Большинство актеров упорно настаивало на том, чтобы все на сцене выглядело как можно более эффектным.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Геновева ҫинчен калакан халапа пурте ас тӑваҫҫӗ, нумайӑшӗ ҫак пьесӑна пӑхмасӑр та пӗлеҫҫӗ.

Легенду о Геновеве все помнят доныне, а многие дамы даже знали пьесу наизусть.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Нумай нуша курнӑ Геновева» драмӑна арҫынсен шкулӗнче лартаҫҫӗ; ҫамрӑк вулакансенчен нумайӑшӗ вӑл драмӑна пӗлмеҫҫӗ.

Драма «Многострадальная Геновева», которую в этот вечер играли в мужском училище, неизвестна большинству молодых читателей.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпир, иртнисене аса илсе, кӑмӑлӑмӑрсене ҫӗклентерсе, халӗ ҫапла калатпӑр: тӑван ҫӗр-шывӑмӑр социализмран коммунизма куҫса пынӑ тапхӑрта, хамӑрӑн пӗтӗм пурнӑҫа ҫак задачӑна пӑхӑнтарнӑ вӑхӑтра, Чернышевскин ҫав паха ӗмӗчӗсенчен нумайӑшӗ ӗнтӗ пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

— Пирӗн йӑласенчен те нумайӑшӗ тата пирӗн пӗтӗм пурнӑҫӑмӑр пилӗкҫӗр ҫул иртичченех тӳрккес те чыссӑр пек туйӑнма пуҫлӗҫ-ха.

— Как и многие наши обычаи и весь наш тон будут казаться грубы и грязны гораздо меньше, чем через пятьсот лет.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫак ҫӗнӗ лӑпкӑлӑхра, ӗлӗкхи лӑпкӑ вӑхӑтри пекех, ыттисем те нумайӑшӗ ӗлӗкхи пекех юлчӗҫ.

И многое другое осталось по-прежнему в это новое спокойное время, как было в прежнее спокойное время.

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ун пек ҫынсем вӗсем уҫӑлса ҫӳрес вырӑнне — шахматла выляма спаржа вырӑнне — кантӑр ҫӑвӗ сапнӑ йӳҫӗ купӑста ҫиме юратакан ман пек ҫынсенчен чылай йышлӑрах; нумайӑшӗ эпӗ шахмат вӑййине килӗштернипе килӗшмеҫҫӗ, тата вӗсем эпӗ кантӑр ҫӑвӗ сапнӑ йӳҫӗ купӑста ҫиме юратнипе хаваслӑнах килӗшмесӗр тӑма хатӗр пулнӑ пулӗччӗҫ, эпӗ вӗсем манран сахалтарах ӑнланманнине пӗлетӗп, ҫавӑнпа та эпӗ калатӑп: ҫак тӗнчере уҫӑлса ҫӳремелли, савӑнмалли тем тӗрлӗ нумай пултӑр, кантӑр ҫӑвӗ сапнӑ йӳҫӗе купӑста тӗнчерен пӗтӗмпе тенӗ пекех ҫухалтӑр, хӑшпӗрисем валли, ман пек ухмахсем валли, кӑна юлтӑр, питӗ сайра тӗл пулакан япала пултӑр! — тетӗп.

Люди, отличные от тех, , которые, подобно мне, предпочитают гулянью — шахматную игру, спарже — кислую капусту с конопляным маслом; я знаю даже, что у большинства, которое не разделяет моего вкуса к шахматной игре и радо было бы не разделять моего вкуса к кислой капусте с конопляным маслом, что у него вкусы не хуже моих, и потому я говорю: пусть будет на свете как можно больше гуляний, и пусть почти совершенно исчезнет из света, останется только античною редкостью для немногих, подобных мне, чудаков кислая капуста с конопляным маслом!

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫав ӗҫсене тунӑ хушӑра вӑл ачасемпе пакӑлтатса ларать; ҫавӑнтах темиҫе хӗр темӗн те пӗр ҫинчен пыракан калаҫӑва хутшӑнаҫҫӗ, — арабсен «Пин те пӗр каҫ» ятлӑ юмахӗсем лайӑххи ҫинчен те (вӗсенчен нумайӑшне Кирсанов каласа кӑтартнӑ ӗнтӗ), Индире питӗ юратакан шурӑ слонсем ҫинчен те калаҫаҫҫӗ вӗсем (пирӗн патӑрта нумайӑшӗ шурӑ кушаксене юратнӑ пек, слонсене Индире питӗ юратаҫҫӗ); хӗрсенчен ҫурри: ку вӑл япалана ӑнланманни, — тесе шутлать; шурӑ слонсем, кушаксем, лашасем — пурте вӗсем альбиноссем, чирлӗ йӑх, куҫӗсенчен пӑхсанах вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ кушаксем чухлӗ сывӑ пулманни курӑнать; ыттисем шурӑ кушаксенех мухтаҫҫӗ.

А между этих дел он сидит, болтает с детьми; тут же несколько девушек участвуют в этом разговоре обо всем на свете — и о том, как хороши арабские сказки «Тысяча и одна ночь», из которых он много уже рассказал, и о белых слонах, которых так уважают в Индии, как у нас многие любят белых кошек: половина компании находит, что это безвкусие, — белые слоны, кошки, лошади — все это альбиносы, болезненная порода, по глазам у них видно, что они не имеют такого отличного здоровья, как цветные; другая половина компании отстаивает белых кошек.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗнтен хӑшпӗрисем — нумайӑшӗсем — пире тытса тӑраҫҫӗ, — ку нимех те мар: лакейсем те нумайӑшӗ хӑйсен хуҫисене пӑхӑнтарса тӑраҫҫӗ вӗт.

Иные из вас — многие — господствуют над нами, — это ничего: ведь и многие лакеи властвуют над своими барами.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах нумайӑшӗ, яланхи пекех, унчченхи шухӑша пӑрахман, малтанхи пекех каланӑ: «Мӗн ашкӑнни унта, ҫамкинчен пенӗ те хӑйне, ҫавӑ ҫеҫ, урӑх нимӗн те мар».

Но большинство, как всегда, когда рассуждает благоразумно, оказалось консервативно и защищало старое: «Какое подурачился — пустил себе пулю в лоб, да и все тут».

I. Ухмах // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кухньӑра Шырланпуҫри партячейкӑра тӑракан коммунистсем, Давыдова юратнӑ колхозниксем, партире тӑманнисем те, нумайӑшӗ пӗр сӑмах хушмасӑр ларчӗҫ.

Молчали напряженно в кухне коммунисты гремяченской партячейки и многие любившие Давыдова беспартийные колхозники.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атӑ тӑхӑннипе, тӑрӑшса тумланнипе, аллине чӑпӑркка тытманнипе, хул айне хутаҫ ҫакманнипе ытла улшӑнса кайнӑ вӑл, ҫавӑнпа ӑна ватӑ казаксем те нумайӑшӗ пӗрре пӑхнипех палласа илеймерӗҫ, унпа таҫтан килнӗ палламан ҫын вырӑнне шутласа саламлашрӗҫ.

Так необычен был вид его, обутого, старательно наряженного, без кнута и холщовой сумки на боку, что многие пожилые казаки не узнавали его с первого взгляда и здоровались, как с незнакомым пришельцем.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ара, нумайӑшӗ ҫапла тӑваҫҫӗ вӗт-ха: мӗн ҫинчен те пулин шухӑшланӑ чух куҫ умне пулнӑ пӗр-пӗр япалана ҫавӑркалаҫҫӗ, лутӑркаҫҫӗ…

Многим свойственна эта необъяснимая потребность в минуты раздумья вертеть или теребить в руках какой-нибудь первый попавшийся на глаза предмет…

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Колхозран тухнисенчен нумайӑшӗ вӑрлӑхлӑх тырра хӑйсем малтан хывнинчен ытларах илсе кайнӑ-мӗн.

Многие из выходцев взяли семенного хлеба больше, чем раньше ссыпали.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нумайӑшӗ, Давыдов каланӑ сӑмахсемпе лӑпланса, хирелле утрӗҫ.

Многие, успокоенные заявлением Давыдова, отправились в поле.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унта совет влаҫӗ пулса тӑрӗ, анчах акӑлчан коммунисчӗсенчен нумайӑшӗ чӑн-чӑн класс тӑшманӗ мӗн иккенне пӗлеймӗҫ, ҫавна пула, хӑнӑхман пирки, вӗсем ӑна кирлӗ пек тыткалама та пултараймӗҫ.

Произойдет там Советская власть, но многие английские коммунисты не будут знать, что такое есть классовая вражина в голом виде, и с непривычки не сумеют с ней как следовает обойтиться.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed