Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Н (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Сӑмахран, Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн командин спортсменӗсем Н.Васильев, Н.Волков, О.Кокшина, С.Свеклова - чи хӑвӑрт чупаканнисем.

Help to translate

Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Юмах кӗнекисене Нндреева, С.Бритвина, В.Гончаров художниксем илемлетнӗ.

Help to translate

Ачасемпе юмах вулар-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

М.Шашкина пӗрремӗш пулчӗ, Н.Шуряшкинӑпа М.Михайлова - иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗшсем.

Help to translate

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Шашка вӑййинче Нндюков мала тухрӗ, А.Кудрин - иккӗмӗш, В.Голубев виҫҫӗмӗш пулчӗ.

Help to translate

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ЧР вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2016» акци ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Н.Болотова ӑсчах Вологда облаҫӗнче тӗпчев ирттерсе техника ӗҫленӗ шыври пулӑсен шучӗ - 15, ихтиомасса 3 хут чакнине ҫирӗплетнӗ.

Help to translate

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Н.Мордвинов 1966 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче йывӑр чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

26-го января 1966 года Н.Мордвинов из-за тяжелой болезни ушел из жизни.

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Н.Мордвиновӑн ытти ролӗ хушшинче Григорий Иванович Котовский хӗрлӗ командир /А.Файнциммер «Котовский»/ паллӑ вырӑн йышӑнать.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫак сӑнара Н.Мордвинов ҫулсем иртсен те манӑҫа тухмалла мар калӑпланӑ.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Театр ӗҫне путнӑран Н.Мордвинов чылай вӑхӑт ӳкерӗнмен.

Погрузившись в работу театра Н.Мордвинов долгое время не снимался.

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пӗрремӗш хут Н.Мордвинов 1935 ҫулта Е.Шнейдерпа М.Гольдблатӑн «Последний табор» драминче Юдко чикан рольне вылянӑ.

Первый раз Н.Мордвинов в 1935 году сыграл роль цыгана Юдко в драме Е.Шнейдера и М.Гольдблата «Последний табор».

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӗсен шутӗнче Чӑваш Республикин культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Яковлев К.Г., Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Угаслов Н.Ф., ТХТҪ (Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ) директорӗ Шарипов И.И. пулнӑ.

Это министр культуры Чувашии Яковлев К.Г., президент Чувашского народного конгресса Угаслов Н.Ф., директор ДДНТ (Дом дружбы народов Татарстана) Шарипов И.И.

Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html

Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура ҫуртӗнче Шупашкар районӗн активӗ пуҫтарӑнчӗ.

Help to translate

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Валерий Важоров уҫнӑ искусствӑсен факультетӗнче халӑх юррин класне ертсе пыратӑн...

Help to translate

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ӑна йӗркелекенсен йышӗнче гуманитари институчӗ, вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ.

Среди его организаторов — гуманитарный институт, институт образорвания, газета «Хыпар», Чувашская национальная телерадиокомпания, педагогический университет и Чувашский государственный университет им. И.Н. Ульянова.

Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттерӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11679.html

США Кубӑна тинӗс енчен блокадӑланине хирӗҫ Н.С.Хрущев Кариб тинӗсне шыв ай киммисене кӗртме хушу панӑ.

Help to translate

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

ЧНК президенчӗ Н.Ф. Угаслов «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурс пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине ӑнланса ӑна йӗркелесе ирттерме, хутшӑнакансене пур енлӗн хавхалантарма парнесемпе, хисеп хучӗсемпе чыслама пулнӑ.

Президент ЧНК Н.Ф.Угаслов подчеркнув значимость конкурса «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» согласился помочь с его проведением, поддержать участников призами и наградить грамотами.

«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсне ирттерме ЧНК та хутшӑнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11659.html

Унти Димитровград хулинчи А.Н. Островский ячӗллӗ драма театрӗн сцени ҫинче чӑваш артисчӗсем нарӑсӑн 29-мӗшӗнче «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакль лартӗҫ.

Там в городе Димитровград на сцене театра драмы имени А.Н. Островского чувашские артисты 29-го февраля поставят спектакль "Суженая сама пришла".

Киле килнӗ Тур ҫырни Чӗмпӗр тӑрӑхне каять // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11640.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed