Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кайӑксем (тĕпĕ: кайӑк) more information about the word form can be found here.
Кайӑксем ҫӗрлехи тӗттӗмрех учӗсене йӗнерлеҫҫӗ, хӗҫ-пӑшалӗсене ҫакаҫҫӗ, фронтовиксемпе стариксене васкаварлӑн пухса отрядсем тӑваҫҫӗ те хуторсенче пурӑнакан офицерсем е вахмистрсем ертсе пынипе Сетраков патнелле пуҫтарӑнса пыраҫҫӗ, хӗрлӗ гвардеецсен отрядне пур енчен те хупӑрласа, вар-улӑхсемпе сӑрт тӗмескисен хыҫӗнче капланса тӑраҫҫӗ.

Ночью в потемках седлали казаки коней, снаряжались, наскоро сколачивали отряды из фронтовиков и стариков и под руководством живших на хуторах офицеров, а то и вахмистров, стягивались к Сетракову, окружали красногвардейский отряд, копились в балках и за буграми.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫеҫенхир хитре симӗс тум тӑхӑнчӗ, тӗслӗ-тӗслӗ чечексем тухрӗҫ, кайӑксем юрлама пуҫларӗҫ.

В нарядную зелень приоделась степь, запестрела цветами, зазвенела птичьими голосами.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Октябрьте вӗҫен кайӑксем ӑшӑ еннелле вӗҫме пуҫларӗҫ.

В октябре начался отлет дикой птицы.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсир, лӑпкӑ Донӑн, илемлӗ Кубанӗн, тӑвӑллӑ Терекӗн ирӗклӗ ывӑлӗсем, Урал, Оренбург, Астрахань, Семиреченски, Ҫӗпӗр ҫеҫен хирӗсемпе сӑрт-тӑвӗсенчен тата инҫетри Байкал леш енчен, Амурпа Уссури тӑрӑхӗнчен вӗҫсе килнӗ ӑмӑрт кайӑксем, кирек хӑҫан та хӑвӑр ялавӑрсен чапӗпе чысне мухтавлӑн хӳтӗленӗ.

Вы, вольные, свободные сыны тихого Дона, красавицы Кубани, буйного Терека, залетные могучие орлы уральских, оренбургских, астраханских, семиреченских и сибирских степей и гор и далеких Забайкалья, Амура и Уссури всегда стояли на страже чести и славы ваших знамен.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗттӗмре курӑнман кайӑксем вӑйлӑ ҫуначӗсемпе сулӑмлӑн хӑлаҫланса вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ.

Стремительный строчащий пересвист невидимых в темени крыльев.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тимӗр кайӑксем вӗҫӗҫ — яраплансем.

А железная птица — еропланы.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тытӑнӗҫ ун чух ҫав кайӑксем ҫынсене сӑхма — хура курак турӑ хӑярне сӑхнӑ пек сӑхӗҫ…

Будут людей клевать, как грач арбуз клюет…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗре-шыва ун чух пӗтӗмпех тимӗр пӑралуксемпе каркаласа тухӗҫ, ҫӳлти кӑвак тӳпере тимӗр сӑмсаллӑ хӑрушӑ кайӑксем вӗҫсе ҫӳрӗҫ.

Увидишь, как землю всю опутают проволокой, и будут летать по синю небушку птицы с железными носами.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑвӑра тискер кайӑксем пек уйӑрса тӑракан йӗплӗ пралук картасем урлӑ пӗр-пӗрне алӑ тӑсса парӑр.

Через проволочные заграждения, которыми, как зверей, отделили вас друг от друга, протяните друг другу руки.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Епле ытла ҫухра кайӑксем ку, — терӗ Прохор, пӗлӗтелле пӑхса, — пӑшалпа хӑратасчӗ пӗрре…

— И до чего же крикливая птица, — заметил Прохор, глядя в небо, — пужануть бы по ним из берданки…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун катмар кӑкӑрне йӑлтах кайӑксем шӑтарса пӗтернӗ, ун ҫинче, пӗлӗт пек, ҫӗр чӗкеҫӗсем вӗҫеҫҫӗ, вӗсем пӗрре ушкӑнӗпе ҫӳлелле вӗҫсе хӑпараҫҫӗ, тепре, кӗвенте пек авӑнчӑк йӗр туса, мишене пуля пырса тивнӗ пек, шӑтӑка чӑмаҫҫӗ, е, шӑтӑкран сӑнӑ пек сиксе тухса, сывлӑша ҫурса, тӗлӗнмелле ҫаврашкасем туса вӗҫнипе куҫ йӑмӑхса каять…

Всю могучую грудь утеса источили птицы, образовав на ней свой шумный город, над утесом тучи щуров, — они то стаями взлетают ввысь и, описав дугу, с разгону влетают в норки, как пули в мишени, то стрелой вылетают из норки и сверлят воздух, чертя на синеве неба такие причудливые круги и линии, что рябит в глазах…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫумӑр шӑршине сиссе, кайӑксем те шӑпланчӗҫ, пӗтӗм чӗрчун шӑтӑка е ҫӑра курӑк ӑшне чӑмса пытанчӗ.

Почуяв запах дождя, умолкли птицы, и все живое забилось либо в норы, либо в густую траву.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лашисем, Савва каланӑ тӑрӑх, лашасем те мар, чӑн-чӑн кайӑксем.

Которые, как он уверял, были не лошади, а настоящие птицы.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Куҫа курӑнми вӗт-вӗт кайӑксем, йывӑҫ турачӗсем ҫинче кӗшӗлтетсе, вӗҫӗмсӗр пӗр-пӗринпе тавлашса юрланӑ.

Крохотные, почти невидимые в листьях птички шныряли между веток и щебетали наперебой.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Иртсе кайӑр часрах, мӗн чарӑнтӑр! — кӑшкӑрса тӑкрӗ вӗсене юланутпа сиккипе иртсе пыракан офицер, — тискер кайӑксем эсир, эсрелӗсем!..

— Езжай, что стали! — крикнул на них скакавший мимо офицер, — эка звери, хамье!..

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Яла вӗсем юншӑн антӑхакан тискер кайӑксем пек пырса кӗчӗҫ, — ҫын пурӑнакан ҫурт-йӗрсем патне хӗллехи сӗм ҫӗрсенче кашкӑрсем ҫапла пырса тухаҫҫӗ, — анчах та урамсем пуш-пушах.

Въехали хищниками, — так в голубую зимнюю ночь появляются около жилья волки, — но улицы пустовали.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ав вӗсем ҫӳреҫҫӗ… — пӳрнипе кайӑксем еннелле тӗллесе, ассӑн сывласа илчӗ вӑл.

Вон они ходют… — вздохнул, указывая пальцем.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эсир тепӗр чух кайӑксем тытма сунара ҫӳрекен урапапах кайса килме пултарӑп».

Я возьму повозку, в которой вы ездите иногда стрелять дичь.

III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вутсыпписем ҫине шӑрӑх ҫӗршывсене туса кӑтартнӑ ӳкерчӗксем ҫинче курнӑ евӗрлӗ тӗрлӗ тӗслӗ пӗчӗк кайӑксем пырса та ларнӑ ӗнтӗ, акӑ вӗсем чӗвӗлтетеҫҫӗ, асамат кӗперӗ пек ҫуначӗсене силлентеркелесе сиккелесе ҫӳреҫҫӗ, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫкаласа лараҫҫӗ, вӗсен хуйхӑсӑр хаваслӑхӗн вӗҫӗ-хӗрри те курӑнмасть…

На груду поленьев уже слетелись разноцветные птички, какие приходилось видеть на картинках, изображающих жаркие страны, и вот они щебечут, резвятся, встряхивая радужными крылышками, прыгают с места на место, и нет конца их беспечному веселью…

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Таврара вырӑнти кайӑксем пӗри те курӑнмаҫҫӗ.

Не видно было ни одной местной птицы.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed