Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсен (тĕпĕ: хӑйсем) more information about the word form can be found here.
Ҫак процедура халӑха пулас депутатсен программипе ҫывӑхрах паллашма, кандидатсене хӑйсен округӗнчи чи ҫивӗч ыйтусене тӗплӗнрех тишкерме май панине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа тата ывӑлӗпе Иванпа хӑйсен суйлав участокне — Шупашкарти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменне — савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа килчӗ.

Help to translate

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

4 секци ӗҫне аспирантсем, магистрантсем тата студентсем хастар хутшӑннӑ, ученӑйсемпе практиксен доклачӗсене итленӗ, вӗсене ыйтусем памалли, хӑйсен шухӑшӗпе паллаштармалли майпа туллин усӑ курнӑ.

Help to translate

Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тоехиса Кодзуки яппун предпринимателӗсем Раҫҫейре, Чӑваш Енре хӑйсен бизнесне аталантарма тӑрӑшнине, ҫак ӗҫе республика Пуҫлӑхӗ хӑй хутшӑнни ҫыхӑнусене ҫирӗплетме пулӑшасса шаннине палӑртнӑ.

Help to translate

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗсем пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пултарччӑр тетпӗр.

Хотим, чтобы они в жизни могли найти свое место.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Шкул ачисем хӑйсен шухӑшне уҫса пама пултарнӑран, хитре калаҫма пӗлнӗрен урок ҫӳллӗ шайра иртрӗ.

Благодаря тому, что школьники смогли изложить свои мысли, умению говорить красиво, урок прошел на высоком уровне.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хӑйсен хӳттинчи ҫул ҫитмен ҫамрӑксем ӑна усӑллӑ ирттересси иккӗлентермест: чылайӑшӗ шкулта ӗҫпе канӑва черетлентерӗ, республикӑри лагерьсенче сывлӑха тӗрекленекенсем те йышлӑ пулӗҫ — ашшӗ-амӑшӗн шухӑшне тӗпе хурса ҫывӑхри учрежденисене суйласа путевкӑсене туянмашкӑн саккас панӑ ӗнтӗ.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вунвиҫҫӗн вӗсем, 80 ҫултан иртнӗ, хӑйсем тӗллӗн пурнӑҫа тытса пыма кансӗр тата сусӑр ватӑсене, 83 ҫынна, хӑйсен хӳттине илнӗскерсем: апат-ҫимӗҫ, сиплев хатӗрӗсем туянса параҫҫӗ, кил-тӗрӗшри ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ, кирлӗ-тӗк тухтӑрсене чӗнеҫҫӗ.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Халӑх академикӗсемпе ваттисен хуралӗн хастарӗсем хӑйсен пӗрлехи анлӑ ларӑвне ирттерчӗҫ.

Народные академики и активисты народного хурала провели свое совместное заседание.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Министрсен хӑйсен ӗҫ пӳлӗмӗсенче кӑна мар, урамра та, кил-тӗрӗшре те илтсех тӑратпӑр.

Мы это слышим не только в рабочих кабинетах этого Министерства, но и на улице, и дома.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чӑвашсем Раҫҫейри ытти халӑхран маларах хӑйсен ирӗкӗпе Раҫҫей патшалӑхне кӗнӗ.

Чуваши первыми среди других народов добровольно вошли в состав Российского государства.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Музей сотрудникӗсен пурин те пӗр-пӗр кун Ҫӗнӗ Шупашкара каймалла, унти ӳнер музейӗн ӗҫченӗсемпе калаҫмалла, хӑйсен ӗҫне ҫӗнӗлле йӗркелеме вӗренмелле, лайӑх тӗслӗхсемпе усӑ курмалла.

Help to translate

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

2014-2015 ҫулсенче 10 ытла художника хӑйсен куравӗсене йӗркелеме музейре пӗр хутри вырӑна панӑччӗ.

Help to translate

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пӗрисем хӑйсен вӑйӗпе ҫӗкленесшӗн, малтан чуна ҫывӑх професси суйласа пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ҫирӗп тӑрасшӑн, хваттерлӗ, машинӑллӑ пуласшӑн.

Help to translate

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Сусӑр ачана памперс та хутран-ситрен кирлӗ, ӑна хӑйсен укҫипех туянаҫҫӗ.

Для калеки иногда и памперс нужен, покупают его на свои деньги.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Вӗсем, Ҫамрӑксен театрӗнче вӑй хунӑскерсем, ытларах хӑйсен ӗҫтешӗсене роль валеҫрӗҫ.

Они, работавшие в театре Юного зрителя, в основном раздали роли своим артистам.

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Юлашки вӑхӑтра районти шкулсенче вӗренекен ачасем хӑйсен вӗренӳри, спортри ҫитӗнӗвӗсемшӗн Хура тинӗс хӗрринче канмалли путевкӑсене тивӗҫ-нине тӑтӑшах илтме пулать.

Help to translate

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Хӑнасем хӑйсен пепкисене ача садне вырнаҫтарас тесен чылай хушӑ черетре тӑма тивнине те аса илчӗҫ.

Help to translate

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

«Пилеш» ача садне ҫӳрекен ачасем вара пухӑннисене хӑйсен ташши-юррипе савӑнтарчӗҫ.

Help to translate

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Кӑҫал вара лупашкасем хӑйсен ачисене выляма ятарлӑ лапам тума пуҫланӑ.

Help to translate

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed