Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) more information about the word form can be found here.
Эпӗ лашине илнӗ пулӑттӑм-ха, паллах, пирӗн хресчен пурнӑҫӗнче вӑл пуринчен кирли.

Я бы, конечно, взял лошадь, нам в крестьянстве лошадь — первое дело.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Картасемпе сарай вителӗкӗсене ҫӑра пас хупласа илнӗ.

Густой иней лежал на изгороди, на крышах сараев.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫитет сана ӑна турӑ вырӑнне мухтама! — терӗ тарӑхнӑ сасӑпа наганне Григорий тӑпӑлтарса илнӗ казак.

Тот, у которого Григорий отобрал наган, сказал раздраженно: — Будет тебе ему акафист читать!

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл Григорий юнашар ларса пынине пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе туйса кулать, ҫав телей хӑйне мӗн хака ларни ҫинчен те, ҫак инҫетелле илӗртекен ҫеҫенхирти йӗри-тавралӑх пекех тӗттӗм тӗтре чаршавӗ карса илнӗ пуласлӑхӗ ҫинчен те шухӑшламасть.

Она улыбалась, ощущая всем телом присутствие Григория, и уже не думала ни о том, какой ценою досталось ей это счастье, ни о будущем, которое было задернуто такой же темной мглой, как и эти степные, манящие вдаль горизонты.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тыткӑна илнӗ чух кӑк! тутарма пулнӑ-ха ӑна, кайран ман темле алӑ ҫӗкленмерӗ…

При том моменте, когда забирали его в плен, можно было бы кокнуть, а уж посля как-то рука у меня не подымалась…

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑна тыткӑна илнӗ чух манпа пӗрле разъездра пулнӑ икӗ казака та ҫаплах кун кӑтартмасть.

И такую же гонку гонит на остальных двоих, какие вместе со мной в разъезде были, когда его в плен забирали.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мана тыткӑна илнӗ чух мӗн каларӑн, астӑватӑн-и?»

Ты что мне говорил, когда меня в плен забирал, помнишь?»

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чирленӗ вӑхӑтра ӳссе кайнӑ хура ҫӳҫӗ тӑкӑнчӗ, кӑвак пӗрчӗсем ытларах пусса илнӗ кӑтрашка ҫӳҫ тӗпекӗ чӑлханчӑк кӗҫҫе пек ҫӗхреленчӗ.

Черные, отросшие за время болезни волосы его лезли, курчеватый, с густой проседью чуб свалялся.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн тӗтре хупласа илнӗ хура куҫӗсенче куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатмаҫҫӗ, анчах вӗсем сирсе сирӗлми чун асапӗпе, сӑмахсӑр йӑлӑнупа тулнӑ та, Дуняшка, самантлӑха чарӑнса, хӑй те сисмесӗр, ним шутламан ҫӗртен каларӗ:

В затуманенных черных глазах ее не блестели слезы, но столько в них было страдания и немой мольбы, что Дуняшка, остановившись на секунду, невольно и неожиданно для себя сказала:

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӗре хура хӑмла ҫырлин ҫатрака ҫӑра тӗмӗсем хупласа илнӗ; унӑн явӑнса ӳснӗ йӑвӑ тураттисем айне пиҫсе ҫитнӗ тӗксӗм кӑвак ҫырла сапакисем хӗвел ҫутинчен акӑш-макӑш меллӗн пытаннӑ.

Ежевичник густой и хваткий — опутывал землю; под сплетением ползучих ветвей его искусно прятались от солнца дымчато-сизые, зрелые кисти ежевики.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шӑлан тӗмӗсене ҫулӑм хыпса илнӗ, тейӗн.

Кусты шиповника стояли, будто объятые пламенем.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пирӗн Григорий ав Воронежа илнӗ.

Григорий-то наш Воронеж забирал!

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Донӑн сылтӑм енне чакса кайнӑ хыҫҫӑн казаксем хӗрлисем йышӑннӑ хуторсенчи пӳрт-ҫуртсене кӗҫ-вӗҫ ҫулӑм хыпса илессе кӗтнӗччӗ, анчах вӗсене ытла пит тӗлӗнтерсе, сулахай енче ниҫта та тӗтӗм-сӗрӗм курӑнмарӗ: вӑл кӑна та мар-ха — леш енчен ҫӗрле каҫса килнӗ хутор ҫыннисем хӗрлисем япаласене тӗкӗнменни, илнӗ апат-ҫимӗҫшӗн вара, арбузсемпе сӗтшӗн те, алхапӑлах совет укҫипе тӳлени ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.

Отступив на правую сторону Дона, в первый день казаки ждали, что вот-вот запылают курени занятых красными хуторов, но, к их великому удивлению, на левой стороне не показалось ни одного дымка; мало того перебравшиеся ночью с той стороны жители сообщили, что красноармейцы ничего не берут из имущества, а за взятые продукты, даже за арбузы и молоко, щедро платят советскими деньгами.

XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сентябрь пӗтиччен 9-мӗш Хӗрлӗ ҫарӑн 22-мӗшпе 23-мӗш дивизийӗсен полкӗсем Донӑн сулахай енче йышӑнса илнӗ хуторсемпе станицӑсене хӑйсен аллинче тытса тӑчӗҫ.

До конца сентября полки 22-й и 23-й дивизий 9-й красной армии удерживали занятые ими хутора и станицы левой стороны Дона.

XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Шӑпах тата дезертир тесе шухӑшлӗҫ. Пӗр-пӗр службистсем тӗлне пырса ҫакланӑн та — судсӑр-мӗнсӗрех саламатпа хӗртсе тӑкӗҫ», — сасӑпа уйласа пычӗ вӑл сухаланӑ ана ҫинчен чӗкеҫ курӑкӗ пусса илнӗ, ҫын ҫӳремен ҫуллахи ҫул еннелле пӑрӑннӑ, темшӗн тата хӑйне пачах дезертир тесе шутлами пулнӑ хушӑра.

«Как раз ишо подумают, что я — дезертир. Нарвешься на каких-нибудь службистов — и без суда плетей ввалют», — вслух рассуждал он, сворачивая с пашни на заросший подорожником, брошенный летник и уже почему-то не считая себя дезертиром.

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Калмӑксен виҫӗ сотнине яччӑр та, урӑхран пурпӗр тупаймаҫҫӗ!» — шухӑшларӗ вӑл, шӑши куршанакӗ пусса илнӗ хӑмӑл тӑрӑх лӑкӑштатса пынӑ май.

Черта с два найдут, нехай хучь три сотни калмыков присылают!» — думал он, хромая по заросшей брицей стерне.

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сигара тӗтӗмӗн кӑвак пӗлӗчӗ хупласа илнӗ Кэмпбелл ҫаплах-ха коньяк сӑрӑхтарать.

Кэмпбелл, окутанный синим облаком сигарного дыма, цедил коньяк.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лейтенантӑн ӗҫлесе хытнӑ кӗре ӳтлӗ пысӑк аллисем сӗтел ҫинче выртрӗҫ, алӑ тӳртӗшӗсенчи тар ҫулӗсен вӗтӗ-вӗтӗ шӑтӑкӗсем машин ҫӑвӗн хура пӑнчисепе витӗннӗ, час-часах бензинпа ӗҫленӗ пирки пӳрнисем виселенсе пӗтнӗ, вӗсенче ӳт илнӗ тахҫанхи шӑйрӑлчӑксем палӑраҫҫӗ.

Большие смуглые рабочие руки лейтенанта лежали на столе, на тыльной стороне ладоней в порах темнело машинное масло, пальцы шелушились от частого соприкосновения с бензином и пестрели застарелыми ссадинами.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Усть-Медведицӑра питӗ хӳхӗм кӗтсе илнӗ имӗш.

очень любезно принимали в Усть-Медведицкой.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Призыв йӗркипе ҫара маларах илнӗ казаксен запасри 4-мӗш уйрӑм сотнипе Таганрог полкӗнчи саперсен роти ялти пурӑнмалли ҫуртсене йӑлтах йышӑнса пӗтернӗ.

4-я отдельная запасная сотня из казаков старших призывных возрастов и саперная рота Таганрогского полка заняли в деревушке все жилые помещения.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed