Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачасем (тĕпĕ: ача) more information about the word form can be found here.
10 «А» класс ертӳҫи пулнӑ май манӑн ҫак класри ачасем ҫинчен уйрӑммӑн пӗр-икӗ сӑмах асӑнса хӑварас килет.

Help to translate

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Вӗсен туслӑхӗ юратӑва куҫса пӗр класри ачасем ҫемье чӑмӑртанӑ.

Help to translate

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ӗҫчен ҫемьере ӑслӑ-тӑнлӑ ачасем ҫитӗннӗ.

Help to translate

50 ҫул — паллӑ ҫул // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

«Виҫӗ ҫулран тӗп хулара икӗ сменӑпа вӗренекен ачасем пулмалла мар, — терӗ ЧР Пуҫлӑхӗ. — Ҫак тӗллеве пурнӑҫлассишӗн ҫуллен шкул уҫатпӑр».

Help to translate

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫак шутра ачасем, инвалидсемпе пенсионерсем кӑна мар.

Help to translate

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ку пуҫарӑва вӗрентекенсемпе ачасем те ырласа йышӑнчӗҫ.

Help to translate

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ачасем валли те, вӗрентекенсем валли те курссем ирттеретпӗр — пӗр-пӗр профессие анлӑрах пӗлме май параҫҫӗ вӗсем.

Help to translate

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Унӑн ячӗпе парк чӗртсе тӑратнӑ, унта бюстне вырнаҫтарнӑ, кӳллинче ачасем катамаранпа ярӑнса ырлӑх кураҫҫӗ.

Help to translate

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫакӑ вӑл пысӑк пӗлтерӗшлӗ социаллӑ тӗллеве пӗр-пӗриншӗн тупӑшлӑ пурнӑҫламалли лайӑх вариант, унсӑр пуҫне хӑвӑрт тата тухӑҫлӑ ӗҫлесе пирӗн ачасем валли тата та лайӑхрах шкулсем, вӗренӗве вара – пахалӑхлӑрах, юрӑхлӑрах тумалли мел те.

Это взаимовыгодный вариант решения важнейшей социальной задачи, кроме того, это быстрый и эффективный способ сделать школы для наших детей лучше, а образование – качественнее и доступнее.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пирӗн сывӑ, хастар тата савӑнӑҫлӑ ачасем мӗн чухлӗ нумайрах – республикӑра телейлӗ те ҫирӗп ҫемьесем ҫавӑн чухлӗ ытларах! Ҫемье – пирӗн общество никӗсӗ.

Чем больше у нас здоровых, активных, жизнерадостных детей, тем больше в республике счастливых и крепких семей! Семья - основа нашего общества.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ахальтен мар ӗнтӗ 2015 ҫулта Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй рейтингӗнче Чӑваш Ен ачасем валли пурӑнма чи лайӑх майсем йӗркеленӗ 10 регион шутне кӗнӗ.

Не случайно в 2015 году в рейтинге Уполномоченного при Президенте России по правам ребенка Чувашия вошла в число десяти наиболее благоприятных для жизни детей регионов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Эпир ку чухнехи перинаталь центрӗсем тӑвас тата вӗсене тӗпрен юсас ӗҫсем валли укҫа-тенкӗ уйӑратпӑр, ачасем ҫуралнӑ ҫемьесене финанс пулӑшӑвӗ паратпӑр: ку вӑл амӑшӗн капиталӗ те, виҫҫӗмӗш ачашӑн паракан тӳлев тата ыт. те.

Выделяются средства на строительство и капитальный ремонт перинатальных центров, оказывается финансовая поддержка семьям, в которых появились дети: это и материнский капитал, и выплаты на третьего ребенка, и многое другое.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ялти ачасем ытларах спортпа туслӑ: ҫулла футбол, хӗлле хоккей вӑййисене выляса ӳснӗ.

Help to translate

Мускаври Хӗрлӗ пдлощадьри парада хутшӑннӑ ентешсем // П.ЗАЙЦЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.06

«Зарница» ҫар-патриот вӑййисене ку тӑрӑхри ачасем ҫуллен хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Паллах, ачасем янттине хӑнӑхса хӑйсем нимӗн те туманнине пӗлтермест ку.

Help to translate

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ачасем туртӑнаҫҫӗ вӗсем патне, — пирӗн калаҫӑва хутшӑнчӗ директорӑн вӗренӳ-воспитани енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Люция Галкина.

Help to translate

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Шкула пырса кӗнӗ чухне тӑхтав вӑхӑчӗччӗ те — ҫанталӑк лайӑххине кура ачасем шкул картишне тухнӑччӗ.

Help to translate

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Йыш пысӑк маррин тепӗр ырӑ енӗ — ачасем туслӑ пулни.

Help to translate

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Кун пек чухне ачасем канмалли кунсенче хуларан килсе Аслӑ Чакри ҫӑлкуҫран флягӑсемпе шыв кӳрсе парса хӑвараҫҫӗ.

В таких случаях дети, приезжая на выходные, из родника Больших Чаки флягами привозят воду.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пире шкула чупакан ачасем пурри савӑнтарать.

Нас радует, что есть дети, бегающие в школу.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed