Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвах (тĕпĕ: хӑва) more information about the word form can be found here.
— Эсӗ мана ҫурӑмран чышкусемпе тӑрӑшсах кӳпкерӗн, хӑвах тата тарӑхса ҫитнипе: «Хӗнетӗп-хӗнетӗн ҫакна, вӑл пур, чунсӑр кӗлетке, чул пекех хытса ларнӑ», — тесе макӑрса ятӑн.

— Это ты меня гвоздила по спине кулаками и сама же плакала от злости и говорила: «Бью, бью его, а он, идол, как каменный!»

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвах пуҫна сулса килӗшетӗн, пулатех апла?

Ты головой киваешь, значит, будет?

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, хӑвах шухӑшласа пӑх: ҫавӑн пек шартлама сивӗре пӗчӗк ачана шыва чиксе кӑларма юрать-и?

Ну, сам подумай: мысленное дело дитя в купелю окунать по такому холоду?

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвах кайса пӑх-ха ҫавӑнта, мӗнле тумаллине лайӑхрах хытарса кӑтартса хӑвар.

Езжай-ка сам туда да прикажи им делать как следует.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара вӑл, хӑвах куратӑн пулӗ, Давыдов, ӗлӗк те эпир, темле, колхозсӑрах пурӑнкаланӑ-ҫке, выҫӑ аптраса шыҫӑнман, хамӑр пурлӑхӑн хуҫисем хамӑрах пулнӑ, епле ака-суха тумаллине пире ют ҫынсем килсе кӑтартман…

Да оно, видишь ли, Давыдов, и раньше без колхоза мы как-то жили, с голоду не пухли, свому добру сами были хозяева, чужие дяди нам не указывали, как пахать, как сеять, на попихачах ни у кого не были…

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫав комсомолец ҫинчен эсӗ хӑвах шухӑшласа кӑлартӑн-и?

— Про комсомольца это ты выдумал?

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун пек хӑтланаканскер, хӑвах ҫӗкле!

Сам подымай, таковский!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӑхӑнсам ӑна аллу ҫине, ман савниҫӗм, вӑл мӗнлерех хӗмленсе кайнине вара эсӗ хӑвах курӑн.

Надень его на руки, моя возлюбленная, и ты увидишь, как он загорится.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хӑвах шухӑшласа пӑх-ха эсӗ.

Вот ты и подумай.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Акӑ эсӗ ҫакӑнта пӗр кун пурӑнса пӑх-ха, вара хӑвах пӗлӗн!

— А вот ты побудь тут денек, тогда узнаешь!

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ чухӑнсен ҫухӑрма юрамасть, кӑшкӑрса хӑвна хӑвах инкек кӳрӗн…

Стало быть, кричать бедным никак нельзя, а то накричишь на свою шею…

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвах ӑнланатӑн ӗнтӗ, эпӗ, шуйттан илесшӗ, йӑхсӑр-тӗпсӗр ҫынпа пӗрех-ҫке-ха: арӑм та, никам та ҫук манӑн, факт!

Ты же понимаешь, я, черт его подери, вроде безродного: ни жены, никого, факт!

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл Рванӑйпа пурӑнать тесе хӑвах каларӑн-ҫке-ха.

Сам же говорил, что она живет с Рваным.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвах килӗшнӗччӗ-ҫке-ха!

Ты же согласилась!

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Акӑ справка, эсӗ, Разметнов, ун ҫине хӑвах алӑ пуснӑ.

— Вот справка, ты сам, Размётнов, ее подписывал.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Куратӑн-и акӑ: виҫӗмкун эсӗ, эпӗ кунта мӗншӗн килнине пӗлсен, тарӑхнӑ пек пултӑн, паян, авӑ, хӑвах колхозник иккен.

Вот видишь: позавчера ты как будто огорчился, узнав, для чего я приехал, а сегодня уже сам колхозник.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫамрӑклӑх, хӑвах пӗлетӗн… ешӗлрех те айванрах пулнӑ, эрешлесе хӑварнӑ ҫав ӗнтӗ… —

— Молодой был, знаешь… с зеленью и глупцой, вот и вытравил… —

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— «Хӑвах калатӑн пулсан, эсех ӗнтӗ» тетӗп.

 — «Надо быть, ты, коли признаешь».

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Хӑвах калатӑн-ҫке, ҫынсем пурте пӗр пек тесе.

Сам же ты говоришь, что все люди одинаковые.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Хӑвах шухӑшла, тинӗс ҫинчен килтӗм…

Сам посуди, от моря я пришел…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed