Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Ровоам пиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сусаким, Египет патши, Иерусалима тапӑннӑ, — ку ӗнтӗ Ровоампа Иудея халӑхӗ Ҫӳлхуҫаран пӑрӑннипе пулса иртнӗ, — 3. пин те икҫӗр ҫар урапипе, утмӑл пин юланутпа тапӑннӑ; унпа пӗрле Египетран килнӗ халӑхӑн, Ливи ҫыннисен, сукхитсен тата эфиопсен шучӗ те пулман; 4. Иудейӑри тӗреклӗлетнӗ хуласене парӑнтарса вӑл Иерусалим патнех ҫитнӗ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ровоам ӗнтӗ Сихем хулине кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн ӑна патшана лартма пӗтӗм Израиль халӑхӗ Сихеме пуҫтарӑннӑ пулнӑ.1. И пошел Ровоам в Сихем, потому что в Сихем сошлись все Израильтяне, чтобы поставить его царем.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн аслӑ ятупа вӑйлӑ аллушӑн, Санӑн пысӑк хӑватушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, ҫапла килсе ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн, 33. илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне; ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑратӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлтӗр.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Выҫлӑх пулать-и ҫӗр ҫинче, мур чирӗ пулать-и, вӗри ҫил пулать-и, тырра вутпуҫҫи тивет-и, хӗрлӗ шӑрчӑк е хурт килсе хуплать-и, халӑха тӑван ҫӗрӗ ҫинчех тӑшман хӗсме пуҫлать-и е урӑх мӗнле те пулин синкер, мӗнле те пулин чир пулать-и, 29. пӗр-пӗр ҫын е Хӑвӑн пӗтӗм Израиль халӑхӗ — хӑйсен инкекне, хӑйсен хурлӑхне туйса — аллисене ҫак Ҫурт енне тӑссассӑн, вӗсен кӗллине, вӗсем тархасланине 30. илтсемччӗ Эсӗ тӳперен — Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара каҫарсамччӗ, Эсӗ кирек хӑш ҫынна та ун чӗри мӗнлине пӗлсе, унӑн пӗтӗм ӗҫне кура тавӑрса пар, мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсенӗн чӗрине пӗр Эсӗ анчах пӗлетӗн, — 31. ҫапла вӗсем Эсӗ аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче мӗн пурӑннӑ таран, мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Санран хӑраса тӑччӑр, Санӑн ҫулупа ҫӳреччӗр.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Санӑн чурупа Санӑн Израиль халӑхӗ ҫак вырӑнта кӗлтунӑ чухне вӗсем епле йӑлӑннине илтсемччӗ; илтсемччӗ Хӑв пурӑнакан вырӑнтан, тӳперен, илтсемччӗ те хӗрхенсемччӗ!
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унтан, халӑх еннелле ҫаврӑнса, патша пӗтӗм Израиль халӑхне пилленӗ, — пӗтӗм Израиль халӑхӗ ура ҫинче тӑнӑ, — 4. Соломон ҫапла каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: Вӑл манӑн Давид аттеме Хӑй чӗлхи-ҫӑварӗпе мӗн каланине паян Хӑй аллипе вырӑна килтерчӗ!
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Соломон патша вара тата ун патне саккун арчи умне пуҫтарӑннӑ пӗтӗм Израиль халӑхӗ парне кӳрсе пынӑ, ытла нумаййипе вӗсем кӳнӗ сурӑхсемпе вӑкӑрсен йышне шутлама та май пулман.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид каланӑ: ҫакӑнта Израиль халӑхӗ валли Ҫӳлхуҫа Туррӑн Ҫурчӗ тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ пулӗ, тенӗ.1. И сказал Давид: вот дом Господа Бога и вот жертвенник для всесожжений Израиля.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа вара Израиль ҫине мур чирӗ янӑ та, Израиль халӑхӗ ҫитмӗл пин ҫын вилнӗ.14. И послал Господь язву на Израиля, и умерло Израильтян семьдесят тысяч человек.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тата кам танлашма пултарӗ Санӑн халӑхупа, Израиль халӑхӗпе? Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен Турӑ пӗртен-пӗр ҫак халӑха ҫеҫ Хӑй халӑхӗ тума пынӑ, Египетран илсе тухнӑ халӑху умӗнчен ытти халӑхсене хӑваласа ярса, аслӑ та хӑрушӑ ӗҫ туса, Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Давидпа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Иудея ҫӗрӗнчи Кириаф-Иарим хулине херувимсем ҫинче ларакан Туррӑн, Ҫӳлхуҫанӑн, арчине, Ҫӳлхуҫа ячӗпе хисепленекен арчана, куҫарса килме кайнӑ.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӗршыв халӑхӗ вара Иоахаза, Иосия ывӑлне, ҫу сӗрсе, ашшӗ вырӑнне патшана лартнӑ.И взял народ земли Иоахаза, сына Иосиина, и помазали его и воцарили его вместо отца его.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Астарта кӗлеткине лартнӑ; ку Ҫурт пирки Ҫӳлхуҫа Давида тата унӑн ывӑлне Соломона ҫапла каланӑ пулнӑ: «ҫакӑ Ҫуртра тата Израилӗн мӗнпур йӑхӗ хушшинчен Хам валли суйласа илнӗ Иерусалимра Эпӗ Хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхе вырӑнаҫтарӑп; 8. Израиль халӑхӗ Эпӗ хушнине тата Манӑн Моисей чурам вӗрентсе хӑварнӑ саккуна пӗтӗмпех уяса пурӑнсассӑн, малашне Израиль ҫыннине Эпӗ хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗрӗнчен ура ярса пусма памӑп» тенӗ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пӗтӗм Иудея халӑхӗ вара вунултӑ ҫула ҫитнӗ Азарияна ашшӗ вырӑнне, Амасия вырӑнне, патшана лартнӑ.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иоахаз вара Ҫӳлхуҫана пуҫҫапса кӗлтунӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна илтнӗ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Израиль халӑхӗ мӗнле асапланнине, ӑна Сири патши мӗнле хӗсӗрленине курнӑ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Гофолия Турӑ Ҫурчӗ еннелле чупакан халӑх сассине илтнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, халӑх патне, пынӑ, 14. курнӑ вара: ҫӳллӗ вырӑнта, яланхи йӑлапа, патша тӑрать, патша ҫывӑхӗнче — ҫулпуҫсем, трупасем; пӗтӗм ҫӗршыв халӑхӗ савӑнать, трупа кӑшкӑртаҫҫӗ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара Иорам мӗнпур ҫар урапипе Цаир хулине кайнӑ; вӗсене идумейсем хупӑрласа илнӗ; Иорампа унӑн ҫар урапийӗсен пуҫлӑхӗсем ҫӗрле тӑнӑ та идумейсене тапӑнса ҫӑлӑнса юлнӑ; Иорам халӑхӗ вара чатӑрӗсене тарса саланнӑ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Лешӗ ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ пӗтмелле тупаланӑ ҫынна хӑвӑн аллунтан вӗҫертнӗшӗн сан чуну — ун чунӗ вырӑнне, халӑху ун халӑхӗ вырӑнне пулӗ, тет, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑн чухне Израиль халӑхӗ икке пайланнӑ: пӗр пайӗ Фамния, Гонаф ывӑлне, патшана лартасшӑн пулнӑ, тепӗр пайӗ Амврий майлӑ пулнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ӑна хирӗҫ Иссахар йӑхӗнчен тухнӑ Ахия ывӑлӗ Вааса кавар тунӑ, вара Филисти ҫӗрӗнчи Гавафон хули патӗнче, Наватпа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Гавафона хупӑрласа тӑнӑ чухне, Вааса Навата вӗлернӗ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.