Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем палуба хӗрринчен тӗтре витӗр чӗмсӗррӗн таҫталла пӑхаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ун сивӗ пичӗ, хӗвеле кӗтнӗ пек, ҫав хӗвел ҫути суккӑр куҫне уҫасса шаннӑн, тӗтре витӗр вӗҫсӗр-хӗрсӗр океан еннелле пӑхать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
… Океанпа ҫӗре ҫӑра тӗтӗмпе хутшӑннӑ тӗтре хупӑрласа тӑрать, хулан тӗксӗм ҫурчӗсем ҫине тата пӑрахутсем тӑракан вырӑнти пӑтранчӑк шыв ҫине ӳркевлӗн вӗтӗ ҫумӑр ҫӑвать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫӗр ҫине хура тӗтре ӳкнӗн туйӑнать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл каҫпа тин таврӑнчӗ — тӗксӗм хӑй, тӑрмаланнӑ ҫӳҫлӗ, ҫамки ҫинче тарӑн йӗрсем выртаҫҫӗ, кӑвак куҫне темле тӗтре карса илнӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унран хӑйӗнчен ӗнтӗ мана вӗрилентерсе, ӳсӗртсе яракан хӗрӳ ҫапать, — темле хӗрӳ тӗтре пек вӑл.От него исходило что-то возбуждавшее и опьянявшее меня — какой-то горячий туман.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Малтан тӗксӗм те чӗмсӗрскер, тӗтре карнӑ куҫлӑ, юлхав пусса ҫитернипе сӗнксе лараканскер, — вӑл, эпӗ сисмен ҫӗртенех, ерипен, ман умма тӗлӗнмелле тухса тӑчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пурин ҫинче те япаласене пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑракан кӗл тӗслӗ сайра тӗтре пӗркенчӗкӗ пулнӑ.И на все наброшена тонкая пелена пепельного тумана, отдаляющего предметы друг от друга…
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
«Паллах ара, пирӗн пек арҫын таврашӗ хӗр куҫӗ умне тӳрех тӗтре карма тӑрӑшать, — хӗр куҫӗ пӑхнипе чӗрене вут хыпса ан илтӗр, хӗр куҫӗ хӑй хам пирки пӑшӑрханнӑ хуйхӑ каррипе хуплантӑр, тет, — Лойко та ҫавӑн пекех тума шутланӑ.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Унпа вӑл хӗрӗх ҫул пурӑннӑ, анчах ҫав хӗрех ҫул хушши тӗтре ӑшӗнчи пек ҫеҫ иртнӗ вӗт-ха.Жил он с нею сорок лет, но ведь эти сорок лет прошли, словно в тумане.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Ҫак самантра унӑн ури айӗнчи урай хӑми чӗтренӗ пек, лампӑ сулӑнса кайнӑ пек, тӗтре карса илнӗ пек пулчӗ.И тут ей показалось, что пол дрогнул под ногами, лампа покачнулась, застлалась туманом.
30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл кӑвак тӗтре пек курӑнать.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Тӗтре» хыҫҫӑн ҫутӑ ир килет, кил хуҫи арӑмӗн, амӑшӗн чӑрмавӗсем пуҫланаҫҫӗ; ӑна хирти чечек пахчи илӗртет е упӑшкин кабинечӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тӗтре те, тунсӑх та, чир те… вилӗм те! — савӑнса пӑшӑлтатрӗ вӑл, каллех телейлӗскер, лӑпланнӑскер, хаваслӑскер.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах темле тӗтре, тунсӑх, иккӗленӳ, ыйтусем пӗтерме пултараҫҫӗ-и пирӗн телее пирӗн…А то, ужели туман, грусть, какие-то сомнения, вопросы могут лишить нас нашего блага, нашей…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Тупрӑм хамӑнне», шухӑшларӗ вӑл, савакан куҫӗсемпе йывӑҫсем, пӗлӗт, кӳлӗ ҫинелле, шыв ҫинче пӑсланакан тӗтре ҫинелле пӑхса.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун умӗнче Ольга сӑнарӗ тӑрать, анчах вӑл таҫта инҫетре, тӗтре ӑшӗнче, хӗлхемсӗр, хӑйӗншӗн ют пек; вӑл ҫак сӑнар ҫине именӳллӗн пӑхать те ассӑн сывлать.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Хитре нӳрӗ, — хӑй сӑмахне тӑсрӗ Обломов, — тӗттӗм; тӗтре, ӳпӗнтерсе хунӑ тинӗс пекех, ыраш пусси ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать; лашасем ҫилхисене чӗтретеҫҫӗ, урисемпе кукалеҫҫӗ: киле кайма вӑхӑт ҫитнӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пирвайхи сивӗ шыв ҫине кӑштах тӗтре сарӑлнӑ пек, Обломов кӗлетки тӑрӑх ырӑ канӑҫлӑх сӑрӑлтатса саланчӗ, тӗлӗрнӗҫемен туйӑмсем кӑштах сӳрӗлме тытӑнчӗҫ, тепӗр минутранах шухӑш йӗрӗ татӑлатчӗ пулӗ, анчах Илья Ильич сасартӑк тӑна кӗрсе, куҫне уҫрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар чӗнмерӗ; вӑл ҫакӑн пек шухӑшларӗ пулмалла: «Ну, мӗн сана? Урӑх Захара чӗнетӗн-и-мӗн? Эпӗ кунта тӑратӑп-ҫке!», кайран вӑл улпут урлӑ, сулахайран сылтӑмалла пӑхма тытӑнчӗ, унта та ӑна шалатка пирпе карнӑ пек, тусанлӑ тӗкӗр ҫакӑн ҫинченех аса илтерчӗ: ун витӗр хӑйӗн ҫине сиввӗн, куҫ айӗн, тӗтре витӗр пӑхнӑ пек, хӑйӗн хуйхӑллӑ, илемсӗр сӑнӗ пӑхать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956