Шырав
Шырав ĕçĕ:
А вӑл, мур пуҫӗ, яшт! тӑсӑлса тӑчӗ те, аллине козырек патне тытса, чуна чӗпӗтсе илмелле сасӑпа: « — Мухмӑра уҫма таврӑнтӑм, ваше благородие, унта эрех памаҫҫӗ!» — тет.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Утсем тӑсӑлса ӳкес пек вӗҫтереҫҫӗ, пӗр вырӑнта тӑнӑ пекех туйӑнать…
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Хӗлле, тинӗс шӑнса ларсан, кимӗпе ярӑнса ҫӳреме май пулман чухне, тӳрӗ туссем тинӗс хӗррине тухса уткаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен умӗнче сарӑлса выртакан тинӗс пӑр талккишӗ ҫине, ун хыҫӗнче, инҫетре курӑнса выртакан шӑнман шывӑн тӗттӗм тӑрӑхӗ ҫинелле пӑхаҫҫӗ: ҫав шыв тӑрӑхӗ лере, аялтанах усӑнса иртекен тӑхлан пӗлӗтсемпе тинӗс пӗрлешнӗ ҫӗртех тӑсӑлса выртать.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ку таврари тусенчен пӗрин тӑрринчен кам та пулин ҫак халӑх кӗтӗвӗ ҫине пӑхас пулсан, ҫакӑ вӑл, чавсанай умӗнчи ҫул ҫине тӑсӑлса выртнӑ тем тӑршшӗ тискер кайӑк е ҫӗлен, тенӗ пулӗччӗ, — вӑл тӑсӑлса выртнӑ та — тапранмасть, вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ хӑйӗн тӗрлӗ тӗслӗ хупписене хускантарса илет.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Шӑпах праҫник кунне вара, «каплицӑн» икӗ енӗпе, ҫула тӑрӑх тем тӗрлӗ те тумланнӑ халӑх таҫта ҫитиех тӑсӑлса каять.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Тӗттӗм те туйсах ҫӗр таҫта ҫитиех тӑсӑлса каять: виҫет вӑл ӑна, анчах вӗҫне-хӗррине тупаймасть.Темная и грустная земля уходила куда-то вдаль: он мерил ее и не находил ей конца.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӗвел анӑҫалла пытанас патнех ҫитнӗ, айлӑмра вӑрӑм мӗлкесем тӑсӑлса выртаҫҫӗ, инҫет каҫхи тӗтрелӗхе кайса ҫухалать, хӗвелӗн юлашки чалӑш пайӑрки айӗн кӑна, сӑрӑ мӗлкесем витӗр, е тӑм пӳртсен шурӑ стенисем, е кӑварлӑн ялкӑшакан кантӑксем, е тата, инҫетри чиркӳ хӗресӗ хӗмленсе ҫиҫни курӑнса каять.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫав чан сассине пула-и е ҫилӗ ерипен вӑркӑшнипе, е тата, пӗр хӑйне ҫеҫ паллӑ сӑлтавсене пула, Петр туять — таҫта леш еннерех, мӑнастир хыҫӗнче, пӗр-пӗр юханшыв ҫыранӗ пур, унтан чӑнкӑ вырӑн пуҫланмалла, тата леререх, инҫете-инҫете тӑсӑлса, тӳлек пурнӑҫӑн аран туйса илмелле сассисемпе тулнӑ тӳремлӗх пуҫланать.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Студент, путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне япшаррӑн лартса, хӑй айне свиткине сарса, темле юри тенӗ пекрех ирӗклӗн тӑсӑлса курӑк ҫинче выртать.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫунтарса ярасла чуна ыраттаракан кӳренӳ туйӑмӗ пырне капланса тулчӗ; вара вӑл курӑк ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ те йӗрсе ячӗ.Чувство жгучей боли и обиды подступило к его горлу; он упал на траву и заплакал.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Урата пӗренисем ҫатӑртатса ҫунни илтӗнет, тепӗр чух хӑш-пӗр хутӑн маччи е урайӗ йӑтӑнса анать, хӗлхемсем, тӑвӑл пек, айккинелле сирпӗнеҫҫӗ; йӗри-тавра горизонт таранах ҫиҫӗм ҫиҫнӗ евӗр ҫуталса тӑрать, башньӑн ҫӳллӗ мӗлки вӑрман патне ҫитиех тӑсӑлса выртать.
I. Лантенака тыткӑна илчӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Уҫса пӑрахнӑ чӳречерен вӑрӑм чӗлхе пек ҫулӑм тӑсӑлса тухать, вӑл халапри вут ҫӑварлӑ аҫтахана аса илтерет.Из распахнутого окна огонь выглядел словно длинный язык и напоминал огненного дракона из легенд..
I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫав икӗ алӑ кӗтмен ҫӗртен тӗттӗмрен тӑсӑлса тухрӗҫ те Радуб еннелле кармашрӗҫ: пӗри хӑвӑрт унӑн пиҫиххи хушшинчи пистолечӗсене туртса кӑларчӗ, тепри шӑлпа ҫыртнӑ хӗҫе тӑпӑлтарса илчӗ.
X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ун умӗнче тӑвӑр типӗ вар тӑсӑлса выртать, вар тӗпӗнче, вӗтӗ чулсем ҫийӗн, тӑрӑ шыв шӑнкӑртатса юхать.
V. Ҫул вӗҫленчӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Рене-Жан, хӑйӗн кровачӗ патне пырса, утӑран тунӑ минтерне сӗтӗрсе антарчӗ те, ӑна чӳрече патне хурса, ун ҫине тӑсӑлса выртрӗ.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Жоржетта чарӑнчӗ те, пӑртак шухӑшлакаласа тӑнӑ хыҫҫӑн, ӗҫе тытӑнчӗ: хӑйӗн пӗчӗк пӳрнисемпе чикмекӗн пӗр пускӑчӗнчен ҫирӗппӗн ярса тытрӗ (чикмеке хӑяккӑн тӑратнипе унӑн пускӑчӗсем решетке пекех), ура ҫине тӑрасшӑн пулчӗ вӑл, анчах урайне тӑсӑлса ӳкрӗ; унтан тата тепӗр хут тытӑнса пӑхрӗ — каллех персе анчӗ.
II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Анчах ӑна кунта пысӑк чӑрмав кӗтнӗ; стена ҫумӗпе вӑрӑм чикмек тӑсӑлса выртать.Где ее ждало новое грозное препятствие; длинная лестница, стоявшая на ребре вдоль стены.
II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ывӑннипе тата хӑранипе хутлана-хутлана ларнӑ мӗскӗн чурасем умлӑ-хыҫлӑн тӑрса, ҫав тери вӑрӑм сӑнчӑр пек тӑсӑлса утнӑ.Они появились, выстроенные длинной вереницей, сгорбленные от усталости и страха.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Атӑ кунчисем вӑрӑм та — лайӑх утма та ҫук — кӗҫех ҫул ҫине тӑсӑлса ӳкессӗн туйӑнать.Высокие голенища сапог мешают согнуть ноги в коленях — того и гляди, растянешься на дороге.
Ашшӗн аттисем // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 26–27 с.
Ун хыҫҫӑн симӗс йӗр тӑсӑлса юлать.
Арҫын сӑмахӗ // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 21 с.