Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Бахчэ-Сарайри Гирейсем Хусана хӑйсен ҫыннине лартасшӑн ҫав тери ҫине тӑраҫҫӗ курӑнать.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ав лашисем картишӗнче тӑраҫҫӗ.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хыҫалти хапха патӗнче ашшӗпе аслашшӗ тӗлӗнсе пӑхса тӑраҫҫӗ.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ кӗнекесем пичетленсех тӑраҫҫӗ.
Юмахсен кӗнеки пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32177.html
Билет та илеймӗттӗн — эрнипе касса умӗнче черетре тӑраҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Унӑн пӗтес кунӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Чувашский Советский передвижной театр» текен афишӑсем унта-кунта ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чылай предприятисем хупӑнса ларнӑ пирки ӗҫ шыракансен шучӗ кунран-кун ӳссе пычӗ; биржа ҫуртне кӗме ҫук — ҫынсем урамра кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Вокзала кайма пултарайман вӗсем, унта пирӗн часть. Лашапа разъездалла ҫул тытман-ши? Унта шуррисем тӑраҫҫӗ», — тавҫӑрса илчӗ Романов.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӑра касса ятарласа хатӗрленӗ шӑтӑк патне никама та ямаҫҫӗ, — городовойсем хурал тӑраҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Акӑ мӗн ҫырнӑччӗ ҫав статьяра: «Учредительнӑй пуху членӗсем: Гаврил Федорович Алюнов (особоуполномоченнӑйӑн помощникӗ), Иван Васильевич Васильев, Семен Николаевич Николаев, вӗсене пулӑшакансем — Алексей Степанович Блинов ҫавӑн пекех е хӑйсен ирӗкӗпе шуррисен ҫарне кайнисем, е ялсенче Совет влаҫне хирӗҫ вӗрентекенсем (пупсем, кулаксем т. ыт. те) ҫавсем пурте РСФСР тата мӗнпур чухӑн, мӗскӗн чӑвашсен тӑншанӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене…» — малалла вулаймарӗ Павлуш.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӑмӑша мӗн чухлӗ касасси влаҫпа яхтсменсем хушшинчи тавлашуллӑ ыйту шутланать, пӗрисене пристань тавра тасатни юрӑхлӑ, тепӗр енчен экологи организацийӗсем тӑраҫҫӗ.
Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD
Ҫыран лаптӑкӗн хӑш-пӗр вырӑнӗсем тата тӑррисем вулкан ӗҫленипе пулса кайнӑ, вӗсем хытса ларнӑ базальтлӑ лавӑн «шӗлепкисем» пулса тӑраҫҫӗ.
Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD
Сӗтел патӗнче пӗр пакунсӑр офицер тата салтак тӑраҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хӑшӗ-пӗри, тата, хӑйсене социал-демократсем теҫҫӗ пулсан та, ним влаҫӗ те кирлӗ мар теҫҫӗ, анархишӗн тӑраҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ларма вырӑн ҫитмен пирки ҫынсем нумайӑшӗ ура ҫинче тӑраҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тепле вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тапрансан та, вӗсем хӑрамаҫҫӗ: пӗрисен йӑвисем кирпӗч хӳме хӳттинче, теприсен — тӗреклӗ те лапсака йӑмра турачӗсем хушшинче (тур пӗлет тепле ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ).
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Улпучӗсем урхамах, ай, кӳлнӗ чух Ямшӑкӗсем пӑхса (та), ай, тӑраҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Арҫынсем сылтӑм енче, хӗрарӑмсем сулахай енче тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхмаҫҫӗ, калаҫмаҫҫӗ, турӑран каҫару ыйтса, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн пуҫҫапаҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Пиковая дама» оперинчи Прилепӑпа Миловзор тумӗсене тӑхӑннӑскерсем, рояль айккине пырса тӑраҫҫӗ.