Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем ӑна таҫта аяккалла шутарса янӑ, пурне те курма, пурин ҫинчен те шухӑшлама тивӗҫ, аякран пӑхса тӑракан ҫын пек туса хунӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Манаха ку шухӑшсенчен аяккалла пӑрса ямалла пулнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Никодим атте рясӑн хура ҫанни ӑшӗнчен курӑнакан вӑрӑм аллипе пиччӗшӗн чӑмӑртанса хутланнӑ аллисене аяккалла сирчӗ те хуллен, савӑнмасӑр: — Кӗтменччӗ, — терӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ютра хӑйӗн тӗрӗслӗхне ӳстерме аяккалла пӑрахса тарать.И бежит прочь, чтобы вырастить в сторонке свою праведность».
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унтан вӑл хӑвӑрт, сулӑнкаласа, хӑйӗн ӑс-тӑнӗ хуйхӑпа тарӑху сӑмахӗсем ӑшӗнче, арпашса пӗтнӗ ҫип ӑшӗнчи ӑса пек, пӑтрашса кайнине туйса, аяккалла утса кайрӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Тавтапуҫ, — терӗ Илья, пушӑ чей куркине аяккалла тӗртсе; ашшӗ ун ҫине чалӑшшӑн пӑхрӗ те, хӑйне хӑлхинчен туртса, хуллен кулса илчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вал, Якова чӗнсе илсе, ӑна Никоновпа туслашма чарчӗ, унтан темле вӗрентсе каласшӑн пулчӗ, анчах, ывӑлӗн кӑвакрах ҫутӑ куҫӗсенчен пӑхса, ассӑн сывласа илчӗ те ӑна аяккалла тӗртсе ячӗ:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Ачине илӗр унран, — ҫилленсе канаш пачӗ Артамонов, вара ҫав самантрах ачан ҫемҫелсе кайнӑ кӗлетки патнелле темиҫе хӗрарӑм алли тӑсӑлчӗ, анчах Волков намӑс сӑмахсемпе вӑрҫса илчӗ те аяккалла тарчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӗрарӑмсем, кочегара Наталья патӗнчен аяккалла тӗртсе ярса, Натальйӑран каҫару ыйтнӑ пек, унпа калаҫма тытӑнчӗҫ:Отталкивая кочегара от Натальи, бабы говорили, как будто извиняясь:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Аллисемпе сарлакан сулса ярса, Серафим ун патӗнче аяккалла сиксе ӳкрӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унтан, ывӑлне аяккалла тӗртсе ярса, хытӑ кӑшкӑрчӗ:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сӑмахне каласа пӗтермесӗрех, вӑл ҫул ҫинче выртакан хӑрӑк турата, пӗшкӗнсе илсе, аяккалла ывӑтнӑ.Не кончив слов, он наклонился, поднял с дороги сухой сучок и отбросил его в сторону.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тихон, калаҫма чарӑнса, кӑшт аяккалла пӑрӑннӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсем пӗр минут хушши нимӗн чӗнмесӗр пӗр-пӗрин ҫине пӑхса тӑчӗҫ, унтан Тихон хӑйӗн ирӗлекен куҫӗсене аяккалла пӑрса ячӗ.Постояли минуту, молча глядя друг на друга, Тихон отвёл в сторону тающие глаза свои.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Ҫук, эпӗ кӑштах суранларӑм ӑна, — васканипе хыттӑн ответлерӗ Тихон, аяккалла пӑрӑнса.— Нет, это я его маленько ушиб, второпях, — ответил Тихон глупо громко и шагнул в сторону.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петр ӑна тепӗр аллипе пырӗнчен тытса пӑчӑртарӗ, арӑмӗн пит-куҫӗ ҫавӑнтах хӗрелсе кайрӗ, хӑй хӑрӑлтатма тытӑнчӗ: — Ирсӗр, — терӗ те Петр, ӑна стена ҫумнелле тӗртсе хӑварса, ҫавӑнтах аяккалла пӑрӑнчӗ; Наталья та, стена ҫумӗнчен сулӑнса, упӑшки умӗнчен сӑпка патне иртсе кайрӗ, — унта паҫӑртанпах ӗнтӗ ачи макӑрнӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах хӗрарӑм, шухӑша кайса, унтан аяккалла пӑрӑнчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Картишӗнче пысӑк хура лаша ҫине утланнӑ Тихон, ӑна ниепле те тытса чараймасӑр, каллӗ-маллӗ ыткӑнса ҫӳрет, — лаша хапхаран тухасшӑн мар, пуҫне хаяррӑн ҫӳлелле ывӑтса сиккелет, пӗр вырӑнта тапӑртатать, ҫынсене чӑлпар салатса ярать, — ӑна куҫа йӑмӑхтаракан хӗвел ҫути хӑратрӗ пулмалла; акӑ, юлашкинчен, вӑл, хапхаран сиксе тухса, малалла ыткӑнчӗ, анчах, темӗн пысӑкӑш хӗрлӗ хуран тӗлне ҫитсен, сасартӑк аяккалла тапса сиксе, Тихона ӳкерсе хӑварчӗ те тулхӑрса, хурине пӑлтӑртаттарса, каялла картишне таврӑнчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Амӑшӗ хӑйӗн хӑтипе ҫыхланса кайнине хула ҫыннисем тахҫанах пӗлнӗ, вара, ҫакӑншӑн ӑна хыттӑн сивлесе, унран аяккалла пӑрӑннӑ, ятлӑ ҫынсем хӑйсен хӗрӗсене, Наталья тусӗсене, Наталья патне — аскӑн хӗрарӑмӑн хӗрӗ, ютран килнӗ темле мужикӑн кинӗ мӑнкӑмӑллӑ та чӗмсӗр упӑшкан арӑмӗ патне ҫӳреме чарнӑ; хӗр чухнехи пурнӑҫӑн пӗчӗк савӑнӑҫӗсем халӗ Натальйӑшӑн ҫав тери пысӑк та илемлӗ пулнӑ пек туйӑннӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Мӗн эсӗ питӗ салхуллӑн ҫӳретӗн? — ыйтрӗ вӑл унтан; Никита ӑна хирӗҫ: — Ӗҫ нумай, — терӗ те, васкасах аяккалла пӑрӑнса кайрӗ.— Ты что грустный ходишь? — спросила она, Никита ответил: — Дела много, — и быстро отошёл прочь.