Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Мана тытакансем Асийӑран килнӗ иудейсемччӗ; вӗсен мана хирӗҫ мӗн те пулин каласси пулсассӑн, сан умӑнта ҫавсен тӑмаллаччӗ, мана ҫавсен айӑпламаллаччӗ.
Ап ӗҫс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Лешӗсем ун патне килсе ҫитсессӗн, вӑл вӗсене каларӗ: Асийӑна килнӗ кунранпа эпӗ сирӗн патӑрта мӗнле пурӑннине эсир пӗлетӗр: 19. эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн пур тӗлӗшрен те йӑвашшӑн, куҫҫуль юхтарса, иудейсен каварлӑхӗсене пула хӗн-хур тӳссе ӗҫлесе тӑтӑм; 20. эпӗ сирӗншӗн усӑллӑ пулма пултарнине нимӗн те сиктерсе хӑвармарӑм: сире пӗтӗм халӑх умӗнче те, килӗрсенче те вӗрентрӗм; 21. Турӑ умӗнче ҫылӑхран ӳкӗнмеллине, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненме кирлине иудейсене те, эллинсене те кала-кала кӑтартрӑм.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫак эсир илсе килнӗ ҫынсем Артемида ҫуртне те ҫаратман, сирӗн туррӑра та хурламан.37. А вы привели этих мужей, которые ни храма Артемидина не обокрали, ни богини вашей не хулили.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем нумаях пулмасть Италирен килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Клавдий кесарь иудейсене пурне те Римран тухса кайма хушнӑ.недавно пришедшего из Италии, - потому что Клавдий повелел всем Иудеям удалиться из Рима, -
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсене тупайман та вара Иасонпа хӑш-пӗр тӑвансене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ, хӑйсем ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: ҫак ҫынсем, пӗтӗм тӗнчипе пӑлхатса ҫӳрекенскерсем, кунта та килнӗ, 7. Иасон вӗсене хӑй патне кӗртнӗ, вӗсем пурте кесарь вырӑнне урӑххине, Иисуса, патша тесе хисеплеҫҫӗ, кесарь хушнине хирӗҫ пыраҫҫӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Каярахпа Антиохипе Иконирен иудейсем килнӗ те, халӑха апостолсене хирӗҫ хӗтӗртсе, Павела чулпа пере-пере пӗтернӗ, вилчӗ пулӗ тесе ӑна ӗнтӗ хула тулашне кӑларса пӑрахнӑ.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӑйсене хушса янӑ ӗҫе туса пӗтерсессӗн, Варнавӑпа Савл Иерусалимран Антиохие таврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле Марк теекен Иоана та илсе килнӗ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ирод ҫавӑн чухне Тирпа Сидон ҫыннисем ҫине ҫилӗллӗ тӑнӑ; лешӗсем пӗр канаша килнӗ те ун патне пынӑ: патша вырӑнне тирпейлесе тӑракан Власта хӑйсен енне ҫавӑрса, патшаран хӑйсемпе килӗшӳ тума ыйтнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӗрӗнчи халӑх Ирод патша ҫӗрӗнчи тырӑпа тӑранса пурӑннӑ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл выҫӑ пулнӑ, унӑн ҫиесси килнӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Пурне те пӑхса ҫаврӑннӑ чухне Петра Лиддӑра пурӑнакан сӑваплӑ ҫынсем патне ҫитме те тӳр килнӗ.32. Случилось, что Петр, обходя всех, пришел и к святым, живущим в Лидде.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анания ҫапла хуравланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! ҫак ҫын ҫинчен эпӗ нумайӑшӗнчен вӑл Санӑн сӑваплӑ ҫыннусене Иерусалимра темӗн чухлӗ хӗн кӑтартнӑ тенине илтнӗ, 14. кунта та вӑл Санӑн ятна асӑнакансене пурне те тыта-тыта ҫыхмашкӑн аслӑ священниксенчен ирӗк илсе килнӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫапла Иаков Египета куҫса килнӗ, ӗнтӗ хӑй те, пирӗн аттемӗрсем те ҫавӑнта вилнӗ; 16. кайран вӗсене, Сихем хулине илсе кайса, Авраам Сихемра Еммор ывӑлӗсенчен кӗмӗл тӳлесе туяннӑ тупӑклӑха пытарнӑ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара хурал пуҫлӑхӗ тарҫӑсемпе кайса апостолсене пӗр ирӗксӗрлемесӗр илсе килнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем халӑх хӑйсене чулпа персе вӗлересрен хӑранӑ; 27. илсе килсен вӗсене синедрион умне тӑратнӑ та, аслӑ священник вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: 28. эпир сире ҫак ят ҫинчен вӗрентме хытарсах чармарӑмӑр-и? акӑ ӗнтӗ эсир хӑвӑр вӗрентӗве пӗтӗм Иерусалима сартӑр, Ҫав Ҫыннӑн юнне пирӗн ҫине ҫитересшӗн тӑрӑшатӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сасартӑк тӳперен вӑйлӑ ҫил кӗрлесе килнӗ евӗрлӗ шав илтӗнсе кайнӑ та ҫавӑ вӗсем пуҫтарӑннӑ пӳрте кӗрсе тулнӑ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вара вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: Вӑл пирӗнпе ҫул ҫинче калаҫса килнӗ чухне, Ҫырури сӑмахсене ӑнлантара-ӑнлантара каланӑ чухне пирӗн чӗре темӗн пекех савӑнмарӗ-и вара? тенӗ.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Иисуспа пӗрле Галилейӑран килнӗ хӗрарӑмсем Иосиф хыҫӗнчен кайнӑ, вӗсем Унӑн Ӳтне епле тупӑклӑха хунине пӑхса тӑнӑ; 56. унтан таврӑнсан вӗсем ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем хатӗрлесе хунӑ; шӑматкун вара, саккун тӑрӑх, вӗсемшӗн канӑҫ кунӗ пулнӑ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсир Мана йывӑр килнӗ чухне Манпа пӗрле пултӑр, 29. Мана Аттем Патшалӑх панӑ пек, Эпӗ те сире Патшалӑх парса хӑваратӑп: 30. Манӑн Патшалӑхӑмра, Ман сӗтелӗм хушшинче ӗҫсе ҫийӗр, Израилӗн вуникӗ ӑрӑвне сут тумашкӑн аслӑ пукан ҫине ларӑр, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ, Пасха ятлӑскер, ҫывӑхарса килнӗ; 2. аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Иисуса вӗлерме вӑрттӑн май шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн халӑхран хӑранӑ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Хула патне ҫывӑхарсан Иисус ун ҫине пӑхса уншӑн йӗрсе янӑ та 42. каланӑ: эх, ҫакӑ кун эсӗ те хӑвна мӗн канӑҫлӑх кӳнине ӑнласа илсенччӗ! анчах халӗ вӑл сан куҫна курӑнмасӑр тӑрать: 43. акӑ эсӗ курас кунсем ҫитӗҫ, тӑшманусем сан тавра ҫӗр алтса ҫаврӑнӗҫ, сана хупӑрласа илӗҫ, сана пур енчен те хӗсӗрлӗҫ; 44. сана тустарса-ҫаратса тухӗҫ, хӑвна та, ачусене те хула хушшинчех ҫапа-ҫапа вӗлерӗҫ, сан вырӑнунта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвна ҫӑлма килнӗ вӑхӑта пӗлмерӗн, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иисус каланӑ ӑна: паян ҫак киле ҫӑлӑнас кунӗ ҫитрӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ҫын та Авраам ывӑлӗ: 10. Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.