Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ачасем (тĕпĕ: ача) more information about the word form can be found here.
Вӗсен икӗ куҫӗ те пӗр енче вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа та камбала ҫамрӑк ачасем хӳме ҫине кӑмрӑкпа тунӑ ӳкерчӗк пекех.

Оба глаза помещаются у них сверху, почему камбала и напоминает детский рисунок углем на заборе: голова в профиль, но с двумя глазами.

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Лаша тавра ачасем кӗпӗрленнӗ.

Лошадку окружали дети.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вара вӑл мана ҫав плаката кӑтартрӗ: «Хӑвар тӑракан хаяр условисенчи пек пурӑнакан ачасем ҫӗр ҫинче тата ҫук та пулӗ, анчах хӑвӑр пулас ӗҫӗрпе эсир ҫӗр ҫинчи пур ачасене те хӑюллӑ та вӑй-хӑватлӑ ҫынсем пулма вӗрентетӗр».

И он показал мне этот плакат: «Едва ли где-нибудь на земле есть дети, которые живут в таких же суровых условиях, как вы, но будущей вашей работой вы сделаете всех детей земли такими же гордыми смельчаками».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ачасем пур те тахҫанах ҫывӑраҫҫӗ пулӗ.

Все мальчики, наверно, давно спят.

X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл пароход ҫинче туслашса выляма май килекен ачасем ҫуккине курчӗ.

Он выяснил, что на пароходе подходящих детей нет и завести приятное знакомство почти не с кем.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпӗ вӑтам шкул учителӗ, коллежски советник Бачей, ку манӑн ачасем — Петрпа Павел.

Я — преподаватель среднеучебных заведений, коллежский советник Бачей, а это мои дети — Петр и Павел.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ачасем Гаврил Рудольф Карловича пусасшӑн тата экономине вут тӗртесшӗн тесе кӑшкӑрса каялла чупса кайрӗҫ.

Дети бросились назад, крича, что Гаврила хочет зарезать Рудольфа Карловича и поджечь экономию.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӗрачасем русалкӑсем, цыганкӑсем пулнӑ, арҫын ачасем индеецсем, хурахсем, Китай мандаринӗсем, матроссем пек тумланса пынӑ.

Девочки превратились в русалок и цыганок, а мальчики — в индейцев, разбойников, китайских мандаринов, матросов.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ачасем пурте юри ҫӗлесе хатӗрленӗ маскарад костюмӗсем тӑхӑннӑ.

Все дети надели заранее сшитые маскарадные костюмы.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Юлашкинчен каҫхине ачасем валли музыкӑсемпе фейерверксемпе лайӑх вечер туса ирттернӗ.

Закончился детским костюмированным вечером с музыкой и фейерверком.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Петя ҫинче хулари ачасем праҫниксенче тӑхӑнакан тумтир пулнӑ.

На Пете был городской праздничный костюм.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

«Курӑр-ха, ачасем! — терӗ вӑл вуланӑ май. — Ҫунса кайнӑшӑн питӗ шел».

«Вот это ребята! — сказал он. — Жаль, что сгорели».

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кухня патнелле иртрӗм, тахҫан вӑл пӗр вӑхӑтрах столовай та ачасем пурӑнакан пулӗм теччӗ.

Я прошёл в «кухню вообще», которая некогда была одновременно и столовой и детской.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем савӑнӑҫлӑн выляҫҫӗ — сак самантра эпӗ, хамӑн шухӑшӑмпа та ӗҫӗмпе тертленекенскер, чи малтанхи хут туйса илтӗм: ку — Мускав вӗт, Мускав ку!

Дети играли, и в эту минуту, занятый своими заботами и волнениями, я впервые почувствовал, что ведь это Москва, Москва!

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫта ҫурт, унта ачасем те пулаҫҫӗ.

А где дом, там и дети.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Тен эпӗ ачасем пурӑнмалли пӳлӗмреччӗ пулӗ.

…Должно быть, это была детская.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑшт катарах ачасем те ман пекех хӑтланса шыва чӑматчӗҫ.

И они разделись немного поодаль и бросились в воду, совершенно так же, как я.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара эпӗ хам Испанирен таврӑнсан Катьӑпа Энск хулине кайнине аса илтӗм, ун чухне те ачасем, ман хыҫран ҫӳресе, хам мӗн тунине пурне те туса пыратчӗҫ.

И мне вспомнилось, как после Испании мы с Катей поехали в Энск и как мальчики в Энске ходили за мной и всё делали совершенно так же, как я.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вырӑссен аслӑ тӳремлӗхӗнче, ҫапла горизонта ҫити, кашни ҫуртӑн тӗттӗмрех пӳлӗмӗнче хамӑр ачасем хаяр тӑшмана кӗтсе тӑраҫҫӗ.

На великой Русской равнине, от горизонта до горизонта, в каждом доме в глубине темноватых комнат мальчики ждут врага.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку, чӑнах та, вӑлах, кӑвак куҫлӑ та тӗксӗм питлӗ ачасем пекех.

Без сомнения, это был он, такой же неуклюжий, как мальчики, с мрачным лицом и сияющими голубыми глазами.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed