Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫитрӗ (тĕпĕ: ҫит) more information about the word form can be found here.
Тетӗшӗпе шӑллӗ апла-капла калаҫкаланӑ хушӑра, хайхи ҫын ҫаврӑнса та ҫитрӗ.

Help to translate

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл шавласа-кашласа авӑнакан йывӑҫ вулли тӑрӑх хӑвӑрт анма пуҫларӗ, кӗҫех чикмеке тӑратса хунӑ вырӑна та ҫитрӗ, анчах хӑватлӑ ҫил ӑна хӑйӗн куҫа курӑнман аллисемпе айккинелле ывӑтса янӑ.

Help to translate

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке пӑралукпа хурама вулли ҫумне ҫавӑра-ҫавӑра ҫыхнӑ шӑнкӑрчӑ вӗлли патне хӑпарса ҫитрӗ, аллипе ҫупӑрласа пӑхрӗ, хӑлхине хурса та итлерӗ.

Help to translate

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ вӑл чикмек вӗҫнех мӗшӗлтеткелесе ҫитрӗ, унтан хураман хулӑн вуллипе пысӑк турачӗ хушшине ларчӗ.

Help to translate

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пысӑк мар тӗттӗм коридорпа иртсе, председатель ларакан пӳлӗм алӑкӗ патне ҫитрӗ, вӑл алӑк кӑштах уҫӑлса тӑнине курсан, чарӑнса тӑчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ: Казаков умӗнче Сергейпе Хрестук тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла чылай вӑхӑт тӗрмешрӗ вӑл, ывӑнсах ҫитрӗ, канма тесе ещӗк ҫине ларчӗ.

Help to translate

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Вӑт йытӑ тӑк йытӑ! Тепӗр чӗлхесӗр ҫын Хусанта аташса юлас пулсан, килме те пӗлес ҫук, ку, ав, ҫитрӗ», — тӗлӗннӗччӗ ҫавӑн чухне Сахар.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫитрӗ.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр икӗ сехет пек вӑхӑт иртсен, утара пӗр ушкӑн ҫын кӗшӗлтетсе ҫитрӗ.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иван ял Советне исполнитель хыҫҫӑнах ҫитрӗ, карттусне хывса, пурне те сывлӑх сунчӗ.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Манӑн хамӑн та ҫур ҫӗр иртсен тин сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫалапа Иван каялла персе те ҫитрӗ, хуҫине ҫапла каласа пачӗ:

Help to translate

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Самантрах Усли уксахласа ҫитрӗ.

Help to translate

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуп ҫурчӗ патне ҫитеспе Озеров матушкӑна хуса ҫитрӗ, ӑна хулӗнчен тытса, юнашар утма пуҫларӗ.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пысӑк ҫӑматтипе тарӑн юра аштарса, Якку атте Уҫӑпсен тӗлне ҫитрӗ, калинкке алӑкне тӗртсе пӑхрӗ кӑна — картишӗнче хаяр йытӑ вӗрме пуҫларӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫхине, пуху хыҫҫӑн, хӑваласа ҫитрӗ те пире хӑйсем виҫҫӗшӗ ӗнер мӗн хӑтланса ҫӳренине каласа пачӗ.

Help to translate

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тек пултараймастӑп, манӑн халӗ хамӑн айӑпсене йышӑнас вӑхӑтӑм ҫитрӗ, — хурлӑхлӑ сасӑпа каларӗ вӑл.

Help to translate

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей ҫитес ҫӗре ҫирӗм минутрах ҫитрӗ.

Help to translate

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫитрӗ пулӗ? — терӗ те, хӑй вырӑнсӑр ыйтнине чухласа, хӗрелсе кайрӗ.

Help to translate

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар икӗ урипе те лаша хырӑмне хӗстерчӗ, алӑри йӗвен аврине карт-карт! турткаласа илчӗ — янавар юртӑпа чупма пуҫларӗ, часах уй чиккине те ҫитрӗ.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed