Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫҫулӗсем куҫӗ ҫине пырса капланнине сиссе илчӗ вӑл, ҫапах та унӑн хӑйӗн кулма юратакан тусӗ умӗнче макӑрас килмерӗ.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Карт вӑййине юратакан тачка, шӗвӗртнӗ пек кӗске ураллӑ, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ ҫын, питӗ ҫепӗҫ, култаракан Порфирий Платоныч ятлӑ кӳршӗ те килчӗ.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Анна Сергеевна Одинцова Николай Сергеевич Локтевран, паллӑ та хитре, картла выляма юратакан аферистран ҫуралнӑ.
XV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Тарҫӑ кӗчӗ те казённӑй палата председателӗ — нӳрӗ куҫлӑ, пӗркеленчӗк туталлӑ, ҫутҫанталӑка ҫав тери юратакан, пуринчен ытла ӑна ҫуллахи кунра, хӑй каланӑ пек: «кашни пыл хурчӗ кашни чечек ҫинченех пыл илнӗ чухне…» килӗштерекен старик килни ҫинчен пӗлтерчӗ.
XII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Петр та, хӑйне ҫав тери юратакан айван ҫын, ӗмӗрех ҫамкине картлантарса ҫӳрекенскер, мӗнпур тивӗҫлӗхӗ те — шутлӑн пӑхма, сыпӑкӑн-сыпӑкӑн вулама, хӑйӗн сюртукне час-часах щёткӑпа тасатса тӑма пултарнинче кӑна пулнӑ этем те, Базаров хӑй ҫине пӑхсан ирӗлсе ҫуталса кайнӑ; улпут килӗнчи ачасем «тохтур» хыҫҫӑн йытӑ ҫурисем пекех чупнӑ.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫуралнӑ кил-ҫуртра, пӗлсе тӑракан вырӑн ҫинче, юратакан алӑсем ҫӗленӗ, тен, ачашлакан ырӑ няньӑн ывӑна пӗлми аллисем тӑрӑшнипе тунӑ утиялӗ айӗнче тутлӑн ҫывӑрас кӑмӑл ҫавӑрса илчӗ ӑна.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Николай Петрович, хӑйӗн пиччӗшӗ Павел пекех (ун ҫинчен каярах калӑпӑр), Российӑн кӑнтӑр енӗнче ҫуралнӑ, вунтӑватӑ ҫула ҫитиччен килтех пурӑннӑ, кунта вӑл йӳнӗ гувернёрсем, чӑрсӑр та ашкӑнма юратакан адъютантсем тата полкпа штабри тӗрлӗрен ҫынсем хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ.
I // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ася часах ӑнланнӑ: килте вӑл — чи хаклӑ ҫын, улпут унӑн ашшӗ иккенне те пӗлнӗ вӑл, анчах унӑн вырӑнӗ суя иккенне те вӑл часах ӑнланнӑ, ҫавӑнпа хӑйне хӑй ытлашши юратакан пулса каять, ҫынсене ӗненме, шанма пӑрахать, унӑн япӑх йӑласем аталанаҫҫӗ, килпетлӗх пӗтет.
VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫ Валерин ырӑ енӗсене ҫӗнӗлле кӑтартрӗ; Фабий лайӑх художник — ахаль ҫеҫ ӳкерме юратакан ҫын мар, ӑста художник пула пуҫларӗ.
II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Тӑрӑхлама юратакан, пӗр именме пӗлмесӗр калаҫакан Лушин тухтӑр Зинаидӑна пуринчен лайӑхрах пӗлет, куҫ умӗнче те, куҫ хыҫӗнче те ӑна ятлать пулин те, пуринчен хытӑрах юратать.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Астӑватӑп, ун чухне хама хам тин ҫеҫ службӑна вырнаҫнӑ ҫын евӗрлӗрех туйрӑм: эпӗ ӗнтӗ тек ахаль ача мар; эпӗ — юратакан ҫын.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вӗсем тӗл пулнине эпӗ курман, анчах сӗтел хушшинче аннеҫӗм аттене ҫапла каласа пачӗ: ҫак Засекина княгиня ӑна питӗ йӗркесӗр хӗрарӑм пек туйӑнать, вӑл ӑна хӑйӗн хутне кӗрсе Сергей княҫпа калаҫса пӑхма ыйтса йӑлӑхтарса ҫитернӗ, унӑн хирӗҫӳллӗ сутлашмалли ӗҫсем туллиех иккен — йӑлт укҫа пирки тавлашмалли йӗрӗнчӗк ӗҫсем — тата вӑл княгиня питӗ сутлашма юратакан, кутӑн ҫын пулмалла.
V // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Унта чапа, чина юратакан тата орден илме ӗмӗтленекен пӗр чиновник ухмаха ерет те хӑйне виҫҫӗмӗш степеньри Владимир теме пуҫлать.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Ку повеҫре Гоголь, Ковалев майорӑн сӑмса ҫухалнӑ пек туса кӑтартса, бюрократи стройӗн представителӗсенчен, хӑйсене ҫеҫ юратакан, халӑха ним вырӑнне те хуман, карьерӑшӑн ҫунакан чиновниксенчен каҫса кайсах кулать.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Ун патӗнче картинӑсене юратакан икӗ паллӑ аристократ кӑна юлчӗҫ, вӗсем ҫак портрета туянасшӑнах пулчӗҫ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пӗр ҫуртӑн хапхи умӗнче каретӑсем, тӑрантассем, кӳмесем питӗ те нумай тӑраҫҫӗ; кунта хӑйсен мӗнпур пурнӑҫне зефирсемпе амурсем ӳкернӗ картинӑсем ҫине пӑхса тӗлӗрсе ирттернӗ, хӑйсене меценатсем тесе шутласа ҫав картинӑсене туянма ашшӗсем перекетлесе хӑварнӑ е ӗлӗкрех хӑйсемех ӗҫлесе тупнӑ укҫа-тенке ырӑ кӑмӑллӑн тӑкакланӑ, искусствӑна юратакан пуянсенчен пӗрин япалисене аукционпа сутаҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
О, вӑл хӑйне хисепленине юратакан ҫын!
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Эпӗ тахҫантанпах вӑл ӗҫме юратакан ҫын тата варӑ иккенне пӗлетӗп; виҫӗмкун ҫеҫ вал пӗр лавккаран тӳмесем ҫаклатса тухнӑ.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Частнӑй пристав искусствӑри пур япалана тата мануфактурӑна питӗ юратакан ҫын пулнӑ, анчах государство ассигнацине пуринчен ытларах кӑмӑлланӑ.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн вӑл питӗ кӳреннипе хаҫат экспедицинчен тухрӗ те сахӑр юратакан частнӑй пристав патне утрӗ.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.