Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мундирсене хыврӑмӑр та, пӗр камзолсем вӗҫҫӗн ҫеҫ юлса, хӗҫсене йӗннисенчен кӑларса алла илтӗмӗр.Мы сняли мундиры, остались в одних камзолах и обнажили шпаги.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ир ҫинче, чылаях кая юлса вӑраннӑ хыҫҫӑн, эпӗ тӳрех урамалла пӑхрӑм.Проснувшись поутру довольно поздно, я сразу посмотрел в окно.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Хӗрарӑмсем ҫав еннелле макӑра-макӑра чупаҫҫӗ, кая юлса тухнӑ казак, кинжалне васкавлӑн хӑй ҫумне чиксе, пиртен чупса иртрӗ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Княгиня хӑйӗн хӗрӗпе каярах юлса кӗчӗ, хӗрӗ питӗ чипер тумланма пӗлет те; хӗрарӑмсем ун ҫине пурте хапсӑнса пӑхаҫҫӗ.
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пристаньтен атте ҫӗре юлса таврӑнатчӗ: пӑрахутсем халӗ кашни кунах килеҫҫӗ, вӗсем халӗ ӗлӗкхин пек йӗтӗнпе тырӑ мар, патронсем, тупӑ-пӑшал пайӗсем тултарнӑ йывӑр ешӗксене тиесе каяҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ямшӑк лашисемпе ҫав хулана ытла каҫа юлса ҫитрӗм.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Самолёта кирлӗ курс ҫине илсе тухса, ҫӗр каяллах шуса юлса пынине курса, вӑл хӑйӗн расчёчӗсене лӑпкӑраххӑн, тӗплӗн шутласа туса пычӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Анна Даниловна, унта сире валли ҫыру пур, — терӗ те вӑл, ҫамрӑк ҫынсем ҫине сӑнавлӑн пӑхса юлса алӑка хупса лартрӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑнасем каҫа юлса саланнӑ, нумайӑшӗ вӗсенчен лайӑхах хӗрнӗ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Юрко тӑватӑ ҫыншӑн тенӗ пек ҫинӗ; Адриан унтан юлса пыман; унӑн хӗрӗсем вӑтаннӑ пек пулнӑ; нимӗҫле калаҫу хӗрнӗҫем хӗрсе пынӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Манӑн вӗсене кая юлса та пулин паллаттарас килет.Мне хотелось бы, чтобы об обоих узнали, хотя бы с опозданием.
«Пирӗннисем» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тӑватӑ ҫул иртсен, тӗрме начальникӗ, нимӗҫ, унӑн сӑмси умӗнче чышкисемпе сулкаласа, чылай кая юлса юнанӑ:
«Колин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Камерӑна эпӗ яланах кая юлса таврӑнаттӑм.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
— Пӗчӗк ача! — персе ячӗ майор Стручков, ун хыҫҫӑн ӑмсануллӑрах пӑхса юлса.— Мальчишка! — буркнул майор Стручков, глядя ему чуть завистливо вслед.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Антон Пафнутьич пуринчен те кая юлса пырса кӗчӗ; вӑл ҫав тери сӑнран ӳкнине кура, пурте тӗлӗнсе кайрӗҫ, Кирила Петрович вара тимлесех унӑн сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Прибор парӑр, — кӑшкӑрчӗ Кирил Петрович, — ырӑ сунса кӗтетӗп, Антон Пафнутьич, килех, лар; сӑмах май акӑ мӗн, паян ман ятпа туса ирттернӗ кӑнтӑрлахи кӗлӗре мӗншӗн пулманнипе апата мӗншӗн кая юлса ҫитнине те каласа пар.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хамӑн пурнӑҫри хама тивӗҫ ӗҫсенче эпӗ яланах ҫав тери йӗркесӗр кая юлса пынӑ — нихҫан та вӑхӑт пулман манӑн, анчах халӗ ӗнтӗ пуҫӗпех кая юлтӑм пулас…
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Саланӑр килӗрсене, мана пӗччен юлса канма парӑр.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ӑна тӗттӗм ялта пӗр айван карчӑкпа дворовӑйсен аллинче кӑна тӑрса юлнӑ старик, темӗнле инкеке лексе, пулӑшусӑр-мӗнсӗр юлса, ӳт-пӗвӗпе те кӑмӑлӗпе те асапланнӑн туйӑннӑ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Неушлӗ урасемсӗр юлса, тӑван Камышин хулинчи ватӑ перевозчик Аркаш тете пек, йывӑҫ пуленккесем ҫинче тӑрса юлмалла пулать!
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950