Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаваслӑн the word is in our database.
хаваслӑн (тĕпĕ: хаваслӑн) more information about the word form can be found here.
Ҫамрӑксем — хаваслӑн, нимӗн шухӑшсӑр, кулса-тӑрӑхласа «гайдамаксем» тесе ят панӑ стариксем ассӑн хашлатса, чӗмсӗррӗн пӑчӑртанса тухакан куҫҫулӗсене ыттисенчен пытарса утаҫҫӗ; ӗнтӗ суха тума, сӳрелеме, акма вӑхӑт ҫитнӗ; ҫӗр хӑй патне йыхӑрать, кунӗн-ҫӗрӗн канӑҫ курмасӑр чӗнет, кунта ав ҫапӑҫма тивет, ирӗксӗр ҫӗртенех ӗҫсӗр аптӑраса, хӑраса-сехӗрленсе, нуша тӳссе тата хуйхӑрса, ют хуторсем тӑрӑх вилесле асапланса ҫӳрес пулать.

Молодые весело, бездумно, старики, в насмешку прозванные «гайдамаками», — со вздохами, с потаенно укрытой слезой; заходило время пахать, боронить, сеять; земля кликала к себе, звала неустанно день и ночь, а тут надо было воевать, гибнуть на чужих хуторах от вынужденного безделья, страха, нужды и скуки.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Урай тӑрӑх качака путеккисем пӗчӗкҫӗ чӗрнисемпе вӗттӗн кӗптӗртетсе чупрӗҫ, пӳртре уҫҫӑн та хаваслӑн утӑ, ӑшӑ сурӑх сӗчӗпе сивӗ ҫанталӑк варкӑшӗ сарӑлчӗ, выльӑх витинчи шӑршӑ кӗрсе тӑчӗ…

Дробно зацокали по полу крохотные копытца козлят, и свежо и радостно запахло сеном, парным овечьим молоком, морозом, запахом скотиньего база…

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ну, кайрӗ те халӑх! — пиҫиххи вӗҫӗпе вылянӑ май хальхинче хаваслӑн кулса илчӗ Кудинов, майӗпенех кӑмӑлӗпе ҫемҫелсе.

— Ну и народишко пошел! — уже весело улыбался Кудинов, играя пояском, добрея с каждой минутой.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Чим, чим, ҫӗр пиҫет! Чим, чим, ҫӗр пиҫет!» — хаваслӑн чӗвӗлтетрӗ кӑсӑя ҫав ӑшӑ ҫанталӑклӑ кун; сивӗтес умӗн вара — Григорий пӗлет ӑна — сасси улшӑнать: кӑсӑя хӑвӑрт-хӑвӑрт тӑрӑлтатса канаш парать, вӑл чийлетни вара: «Ҫӗлӗк тӑхӑн, чим! Ҫӗлӗк тӑхӑн, чим!» тенӗ майлӑ янӑраса илтӗнет.

«Точи-плуг! Точи-плуг!» — радостно выговаривала синичка в этот ростепельный день, а к морозу — знал Григорий — менялся ее голос: скороговоркой синица советовала, и получалось также похоже: «Обувай-чирики! Обувай-чирики!»

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем вичкӗннӗн шӑхӑрни казаксен кӑмӑлне ҫӗклентерчӗ, пуля вӗҫнӗ сасӑсем хаваслӑн та ҫинҫен янӑраса тӑчӗҫ.

Живой их звук бодрил, был весел и тонок.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун тӗлӗнче, хаваслӑн чӗтренсе, шурӑмпуҫ шевли йӑлкӑшать, хурарах кӑвак пӗлӗтӗн ҫав тери тарӑн авӑрӗнче вара тӗпӗ курӑнса кайнӑ пек пулчӗ: чӑн тӳпере илӗм-тилӗм чухнехи тӗтреллӗ шупка сенкер ҫутӑ вылярӗ, хӗррисенчен сӳнсе пыракан сапаланчӑк ҫӑлтӑрсем мӗлтлетсе чӗтренчӗҫ.

Над ним отрадно и трепетно сияла утренняя зарница, и в глубочайшем провале иссиня-черного неба, как в Дону на перекате, будто показалось дно: предрассветная дымчатая лазурь в зените, гаснущая звездная россыпь по краям.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеецсем хаваслӑн калаҫкаласа сывлӑх сунчӗҫ; патрон хутаҫҫисене, яппунсен сӑран патронташӗсене салтса хучӗҫ; шинелӗсене, ваткӑ пиншакӗсемпе ҫӗлӗкӗсене кравать ҫине купаларӗҫ.

Красноармейцы весело здоровались, снимали подсумки, кожаные японские патронташи, на кровать в кучу валили шинели, ватные теплушки, шапки.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Евгений сасси, именнине пытарса, темле ҫӑмӑлттайла хаваслӑн чӳхенсе тухрӗ.

Голос Евгения, прикрывая смущение, звучал наигранно-весело.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Малтан мӗн шухӑшланӑ эсӗ, савнӑ тусӑм Степа? — куҫҫулӗсене хаваслӑн ҫутӑлтарса чӗтрекен сасӑпа калаҫма пуҫларӗ те Аксинья, кӑмака сакки патӗнчен уйрӑлса, сӗтел патнелле тӳррӗн утса пычӗ.

— Об чем же ты раньше думал, милый друг Степа? — с веселыми слезами, с дрожью заговорила Аксинья и оторвалась от лежанки, в упор подошла к столу.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсир ӑҫтан килсе лекрӗр, Степан Андреич? — хаваслӑн тӗпчерӗ Мишка.

— Откель же вы взялись, Степан Андреич? — радостно допытывался Мишка.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун ҫывӑхӗнчех хӗрарӑмсем ҫинчен, юрату ҫинчен, кашни ҫын чун-чӗринчех мӗн чухлӗ те пулин чӑлханса юлнӑ пысӑк е пӗчӗк савӑнӑҫ ҫинчен хаваслӑн та тунсӑхлӑн калаҫрӗҫ.

Неподалеку от него и весело и грустно говорили о женщинах, о любви, о больших и малых радостях, что вплетала в сердце каждая каждому.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Петро, хӗпӗртенине ним пытармасӑр, хаваслӑн кулса илчӗ:

Петро, не скрывая своей обрадованности, усмехнулся:

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хумханса ӳкнӗскер, чылайччен тӗлӗрсе каяймарӗ вӑл, пӗр вӗҫӗм чӗлӗм туртрӗ, хытӑ тӳшек ҫинче йӑшаланчӗ, хаваслӑн хашлата-хашлата сывларӗ.

Взволнованный, он долго не мог уснуть, курил, ворочался на жестковатом тюфяке, радостно вздыхал.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тимлесе те хаваслӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ Григорий картишне.

Григорий внимательно и обрадованно оглядывал баз.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Каймакпа икерчӗ ҫиетпӗр ҫӑварни тӗлне! — хаваслӑн кӑшкӑрчӗ Петро, пӑрӑва урипе тӗртсе.

— К масленой блины с каймаком будем исть! — весело крякнул Петро, пихая телка ногой.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Крыльцара шурӑ тутӑр мӗлтлетни тата, хура куҫӗсене хаваслӑн ҫутӑлтарса, Дуняшка кулни курӑнса кайрӗ.

С крыльца мелькнули беленький платок и смеющееся, блестящее черными глазами лицо Дуняшки.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсрел тулласа кайманскер!.. — хаваслӑн пӑшӑлтатрӗ Христоня.

Язви его в почки!.. — восторженно шептал Христоня.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чыхса тултарнӑ пек хӗсӗнсе тӑнӑ казаксем, хӑйсенчен чылай ҫӳллӗ Христоня ҫине шиклӗн те хисеплӗн пӑхса, хаваслӑн шӑл йӗрсе кулчӗҫ.

Казаки, стоявшие тесным гуртом, заулыбались, с невольным почтением разглядывая Христоню, бывшего на голову выше всех.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, хӑйне такам ӗнсе чикки тыттарса янӑ пек, пуҫне пӗшкӗртсе, хаваслӑн шӳтлесе каларӗ:

Бунчук нагнул голову, будто под ударом, — сказал с пафосной шутливостью:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Платформа ҫинче жандарм тата тем пирки хаваслӑн йӑлкӑшса кулакан икӗ ҫамрӑк хӗр йӑкӑртатса ҫӳреҫҫӗ.

На платформе прохаживались жандарм и две молоденькие, чему-то смеявшиеся девушки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed