Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

республикӑри (тĕпĕ: республика) more information about the word form can be found here.
Уголовлӑ ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ бюджет укҫин управлӑхне тивӗҫтермелли мерӑсене пурнӑҫланӑ май пуҫарнӑ.

Help to translate

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пирӗн республикӑри производство енӗпе малта пыракан предприятисене мӗншӗн кӗртсе кӑтартас мар?

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Георгий Рахмуллин шкулта юнкорсен кружокне йӗркеленӗччӗ — унта ҫӳренӗ май 4-5-мӗш классенчех район хаҫатне, республикӑри ача-пӑча валли тухакан «Пионер сассине» заметкӑсем ҫырма пуҫларӑм.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫавӑнпа та паян республикӑри паллӑ предприятисем аслӑ шкулта, техникумсенче вӗренекенсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ, – палӑртрӗ Александр Иванов.

Help to translate

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн та республикӑри ӑмӑртусенче Валерий Осипов (пӑшалтан перессипе), Валерий Денисов (йӗтре, диск, граната ывӑтас енӗпе), Зоя Александровӑпа Роза Константинова (тӗрлӗ дистанцие чупас енӗпе) ҫӗнтерӳҫӗсен ретӗнче пулнӑ.

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Лариса Игнатьева конкурса хутшӑнакансене пурне те шухӑшланине пурнӑҫа кӗртмешкӗн ӑнӑҫу сунчӗ.

Help to translate

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Республикӑри районсемпе ялсенче те Ҫӑварние эрнипех хаваслӑн паллӑ тӑваҫҫӗ.

Help to translate

Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

«Республикӑри чи лайӑх техник-осеменатор» ята умлӑн-хыҫлӑн 3 ҫул тивӗҫрӗм.

Help to translate

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Республика Пуҫлӑхӗн 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 181-мӗш указӗпе республика Пуҫлӑхӗн 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи 65-мӗш «Чӑваш Республикинчи муниципалитет йӗркеленӗвӗсенчи граждансен коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗсен чи пысӑк индексӗсем ҫинчен» указне улшӑну кӗртнӗ — республикӑри муниципалитет йӗркеленӗвӗсенчи граждансен коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗсен 2016-2018 ҫулсенчи индексӗсен чи пысӑк виҫине тата 2016 ҫул валли палӑртнӑ чи пысӑк индекссене ӑнлантарса панине ҫирӗплетнӗ.

Help to translate

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

2010–2015 ҫулсенче республикӑри 1370 вӑрҫӑ инваличӗпе ветеранне ҫӗнӗ, хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтернӗ.

Help to translate

Ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсемпе // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

«Симӗс патруль» организацин республикӑри уйрӑмӗ пуҫарнипе ҫав тапхӑрта Чӑваш енре ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли «Экодесант – таса тавралӑхшӑн» акци иртет.

Help to translate

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чӑваш енре наркоасӑрхав управленийӗ 2015 ҫула пӗтӗмлетнӗ май, республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те акцие пысӑк витӗм кӳнине пӗлтернӗ.

Help to translate

Вӑрнар хаҫачӗ те пулӑшнӑ // С.ЧИКМЯКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Сӑмах май, Пӑлапуҫ Пашьел ял тӑрӑхӗ республикӑри ял тӑрӑ- хӗсенче комплекслӑ компактлӑ застройка тата тирпей-илем кӗртмелли пилотлӑ проектпа килӗшӳллӗн пыракан конкурс ҫӗнтерӳҫи те (2012 ҫ.) пулнӑччӗ.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Республикӑри наркотика хирӗҫ кӗрешекен комиссипе те тухӑҫлӑ ӗҫлесе пынине асӑннӑ.

Help to translate

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Республикӑри мӗнпур юсану учрежденийӗнчех ӗҫе вырнаҫас ыйтусемпе справкӑпа-консультаци пункчӗсем йӗркеленӗ.

Во всех исправительных учреждениях республики организованы справочно-консультационные пункты по вопросам трудоустройства.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/12/Pozdra ... jeva_s_Dn/

Ҫулсем иртнӗҫем архив пуянлансах пынӑ, унсӑр пуҫне республикӑри мӗнпур архив малтанах ӗҫ тӑвакан комитетӑн, унтан ШӖМ, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн тытӑмӗсенче шутланса тӑнӑ.

Help to translate

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

«Сире ырӑ кӑмӑлӑршӑн, юратӑвӑршӑн тата хӑвӑр ертсе пыракан коллектива ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарнӑшӑн тав, - палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Правительствин вице-премьерӗ Алла Салаева хӑйӗн салам сӑмахӗнче. - Паян кунта пухӑннӑ кашни хӗрарӑмра мӗн те пулсан пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑраканни пур. Эсир пирӗн республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшатӑр, ҫавна кура ачасен, республикӑра пурӑнакансен пурнӑҫне интереслӗрех те лайӑхрах тӑватӑр».

Help to translate

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Конкурса хутшӑннӑ хӗрарӑмсене «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен Союзӗ» республикӑри обществӑлла организаци Председателӗ Ольга Зайцева саламланӑ.

Help to translate

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Сӑмахран, апрель уйӑхӗнче республикӑри наукӑпа практика конференцине хутшӑнасшӑн, этностиле тӗпе хурса кӗпесен коллекцине хатӗрлеме ӗмӗтленеҫҫӗ.

Help to translate

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫур ҫул хушшинче Екатерина Васильевна вӗренекенӗсем районти, республикӑри тата регионти конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсене те йышӑннӑ.

Help to translate

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed