Шырав
Шырав ĕçĕ:
2-3. Турӑ мана сирӗншӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн тивлет панине, мана вӑрттӑнлӑхне пӗлтернине илтнӗ эсир.
Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ ҫакна каласшӑн: Турӑ малтанах хывнӑ халала тӑватҫӗр вӑтӑр ҫул каярах панӑ саккун улӑштараймасть, сӑмах панине пӑрахӑҫа кӑлараймасть, тетӗп.
Гал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫак ӗҫе туса тӑни сӑваплӑ ҫынсенӗн ҫитменнине анчах ҫитермест, нумайӑшне Турра хытӑ тав тӑвакан тӑвать; 13. ҫак ӗҫӗн уссине курсассӑн, сӑваплӑ ҫынсем эсир Христос ҫинчен пӗлтерекен Евангелие чунтан парӑннӑшӑн тата хӑйсене те, ыттисене те пурне те чунтан-вартан пулӑшнӑшӑн Турра аслӑласа мухтӗҫ; 14. Турӑ сире тулли тивлет панине курса, сирӗншӗн кӗлтӑвӗҫ, сирӗн пата туртӑнӗҫ.
2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пырсассӑн, вара эпӗ, хӑвӑр суйласа илнӗ ҫынсене ҫырусем парса, эсир панине Иерусалима леҫме ярӑп.
1 Кор 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: пирӗн аттемӗрсем пурте пӗлӗт айӗнче пулнӑ, пурте тинӗс витӗр тухнӑ; 2. Моисей пӗлтернине ӗненсе, вӗсем пурте пӗлӗтпе тинӗс ӑшӗнче тӗне кӗнӗ; 3. пурте пӗр ҫимӗҫе, ҫӳлтен ярса панине, ҫинӗ; 4. пурте тӗлӗнмелле юхтарса кӑларнӑ пӗр ӗҫмелли ӗҫнӗ, вӗсем хӑйсемпе пыракан Чулран ӗҫнӗ, ҫав Чул Христос пулнӑ.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир ҫакӑн ҫинчен этем ӑслӑлӑхӗ вӗрентнӗ сӑмахпа каламастпӑр, хамӑра Таса Сывлӑш вӗрентнӗ сӑмахпа калатпӑр, Турӑ пире Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ уҫса панине пӗлтеретпӗр.
1 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пинпӳ вара, мана ху каласа панине никама та ан кала тесе, ачана кӑларса янӑ.22. Тогда тысяченачальник отпустил юношу, сказав: никому не говори, что ты объявил мне это.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иерусалима пырса ҫитсессӗн вӗсене унти ӗненекен ушкӑн та, апостолсемпе пресвитерсем те хапӑл тунӑ; вӗсем вара хӑйсем урлӑ Турӑ мӗн-мӗн тунине, Вӑл суя тӗнлӗ ҫынсем валли ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Антиохие ҫитсессӗн вӗсем ӗненекен ушкӑна пухнӑ та Турӑ вӗсем урлӑ мӗн-мӗн тунине тата Вӑл суя тӗнлисем валли чӑн тӗн алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Турӑ, Хӑй сӑмах панине пурӑнӑҫласа, Давид йӑхӗнчен Израиль валли Ҫӑлакан Иисуса кӑларнӑ.23. Из его-то потомства Бог по обетованию воздвиг Израилю Спасителя Иисуса.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл тӑванӗсем унӑн аллипе Турӑ вӗсене ҫӑлӑнӑҫ панине ӑнланса илӗҫ тесе шухӑшланӑ; анчах та вӗсем ӑнланайман.25. Он думал, поймут братья его, что Бог рукою его дает им спасение; но они не поняли.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл вӗсене хуравласа каланӑ: сире Иудея Патшине кӑларса парам-и? тенӗ: 10. вӑл ӗнтӗ аслӑ священниксем Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне вӗсен тӗрмере Варавва ятлӑ пӗр паллӑ вӑрӑ-хурах ларнӑ; 17. ҫынсем пухӑнсан, Пилат каланӑ вӗсене: эсир манран хӑшне ирӗке кӑларма ыйтатӑр: Вараввӑна-и е Христос теекен Иисуса-и? тенӗ; 18. вӑл Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Акӑ тепӗр кунне мана чӗнекен сасӑ илтӗнчӗ: Ездра! ҫӑварна уҫ та Эпӗ мӗн панине ӗҫсе яр, терӗ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Сире еткерлӗхе ҫӗр, Сион ҫӗрне, панӑ пулнӑ; анчах сирӗн аҫӑрсем те, эсир хӑвӑр та йӗркесӗр ӗҫсем тунӑ, Ҫӳлти Турӑ кӑтартнӑ ҫулсенчен пӑрӑннӑ, 32. Вӑл вара, тӗрӗс тӳре, мӗн панине кайран сирӗнтен туртса илчӗ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Халӗ вара сана калатӑп: 8. Эпӗ хӑвна кӑтартнӑ паллӑсене, ху курнӑ тӗлӗксене, вӗсене ӑнлантарса панине чӗрӳне хыв, 9. мӗншӗн тесессӗн тӗнче вӗҫлениччен сана ҫынсем патӗнчен илсе кайӗҫ, эсӗ Ман Ывӑлӑмпа тата хӑвӑн евӗрлисемпе хутшӑнма пуҫлӑн.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ҫуратакан хӗрарӑм ыратнине часрах ирттерсе ярас тесе ҫуратма васканӑ пек, ҫав вырӑн та хӑйне пуҫламӑшӗнчех шанса панине каялла пама васкать.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӗсем патне Рим ҫыннисем те ҫакӑн пек ҫыру ҫырса янӑ: «Квинт Меммий тата Тит Манлий — Римӑн аслӑ ҫыннисем — Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 35. Патша тӑванӗ Лисий сире мӗн панине эпир те ҫирӗплететпӗр. 36. Вӑл патшана мӗн-мӗн пӗлтернине хӑвӑр хушшӑрта сӳтсе явӑр та васкасах кама та пулин кунта ярӑр, эпир те сире кирлине тума пултарар, мӗншӗн тесессӗн эпир Антиохие кайма хатӗрленетпӗр. 37. Ҫавӑнпа та васкӑр, кама та пулин ярӑр, сирӗн шухӑшӑра эпир те пӗлсе тӑрар. 38. Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, ксанфик уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗ».
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Аслӑ священник ҫырлахтару парни кӳнӗ вӑхӑтра паҫӑрхи яш ачасем — вӗсем унчченхи чаплӑ тумӗпех пулнӑ — каллех Илиодора курӑннӑ та ун умне тӑрса каланӑ: аслӑ священника Онияна хытӑ тав ту, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сана пӗр уншӑн пурӑнӑҫ пачӗ; 34. эсӗ вара, Вӑл хаса панине тӳссе курнӑскер, пурне те Туррӑн аслӑ вӑйӗ ҫинчен каласа пӗлтер, тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Анчах вӑл Ионафана мӗн тума сӑмах панине пӗрне те пурӑнӑҫа килтермен, пӗтӗмпех суйнӑ, хӑйне ырӑ тунӑшӑн ырӑпа тавӑрмасӑр унран пӑрӑннӑ, ҫапла вӑл Ионафана питӗ кӳрентернӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.