Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курсан (тĕпĕ: кур) more information about the word form can be found here.
Унӑн лӑпкӑн та темӗнле ӗненӳпе тинкерекен куҫӗсене курсан, хӗрарӑма чун кӗчӗ: кӑкӑр самантрах халиччен пӗлмен-сисмен ҫӑмӑллӑхпа тулчӗ, чӗре таппи те илтӗнчӗ; те хӑйӗн пулчӗ вӑл, те…

Help to translate

II // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Сырӑш енне пӑхса тӑракан ӗне вӗсем кӗнине курсан пуҫне ҫавӑрса пӑхрӗ те тарӑннӑн хашлатса ячӗ.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ытла хистенипе, пусса ыйтнипе ҫу пуҫтаракансене курсан Елис пӗрре мар хапха алӑкӗ ҫине патака сӑлӑп пек ҫакса килтен тухса кайнӑ е пахчаран ҫавӑрӑнса хыҫалти алӑкран кӗнӗ, килӗнче каланккӑ хыҫӗнче сывламасӑр тенӗ пек хӑраса ларнӑ.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Мана тимлӗн пӑхакан ҫынна курсан кӑштах чакса тӑтӑм; вӑл виҫӗ кӗтеслӗ шлепкепе, авалхи сюртукпа, ӑна пилӗк тӗлӗнчен кӗмӗл пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ.

Я отступил, увидев внимательно смотрящего на меня человека в треугольной шляпе с серебряным поясом вокруг талии, затянутой в старинный сюртук.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Тата акӑ мӗн пулкалать… — пуҫларӗ те Проктор — хӗр питӗнчи йӑл кулӑсен вӗҫӗмсӗр саппасӗнчен ҫӗнни, кӗтекенни капӑрланса чечекленнине курсан шухӑшне вӗҫлерӗ.

— Случается также, — начал Проктор и, обождав, когда из бесконечного запаса улыбок на лице девушки распустилась новая, выжидательная, закончил.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ пӑхнине курсан вӑл пуҫне сӗлтрӗ те йӑл кулӑпа витӗнчӗ.

Видя, что я смотрю, она кивнула и улыбнулась.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хӗрӗн кӑкӑр ҫыххи салтӑннӑ, кӗпи хул пуҫҫинчен шуса аннӑ, вӑл, чӑннипех тӑнран кайнӑскер, ӳсӗрскер, куҫӗсене хупнӑ, чӗтре-чӗтре ӗсӗклет; вӗҫерӗнме хӑтланса хӗр Синкрайт ҫине ӳкрӗпе пӗрех, Синкрайт мана курсан чӳклӗх хӗрӗн тепӗр аллине вӗҫертрӗ.

Ее лиф был расстегнут, платье сползло с плеч, и, совершенно ошалев, пьяная, с закрытыми глазами, она судорожно рыдала; пытаясь вырваться, она едва не падала на Синкрайта, который, увидев меня, выпустил другую руку жертвы.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ татӑклӑнах ҫӗкленнине курсан Гез сӗркӗчне антарчӗ те куна лайӑх ирттерме ырӑ сунчӗ — кӑштах йӗкӗлтевлӗ сӗмпе, эпӗ халӗ ҫакӑн ҫине пӑхмастӑп ӗнтӗ.

Видя, что я решительно встал, Гез опустил смычок и пожелал приятно провести день — несколько насмешливым тоном, на который теперь я уже не обращал внимания.

ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫакна курсан илӗртӗве парӑнтӑм та каллех лартӑм.

Увидев это, я поддался соблазну сесть снова.

ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Эпӗ карап хӳринчи сирӗн сӑмахӑрсене курсан тата халӗ сирӗнпе тӗл пулсан тинех чӑнласах ӗнентӗм; эпӗ вӗҫне ҫитичченех ӗненетӗп.

— Я поверил по-настоящему, только когда увидел на корме (ваши) слова и — теперь — вас; я окончательно убедился.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Мана курсан Бутлер сӑпайлӑн пуҫ тайрӗ, Гез вара пуҫне мӑн кӑмӑллӑнраххӑн сӗлтрӗ те ҫаврӑнса тӑчӗ, Синкрайта аллинчен тытса унпа калаҫма пикенчӗ.

Увидев меня, Бутлер вежливо поклонился, а Гез, небрежно кивнув, отвернулся, взял под руку Синкрайта и стал говорить с ним.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ ларнӑ ҫӗртен тӑманнине курсан Гез куҫ харшисене хускатрӗ, мана пуҫ тӳпинчен пуҫласа урасем таранччен шӑтарасла тӗсерӗ те каласа хучӗ:

Видя, что я не встаю, Гез пошевелил бровью, пристально осмотрел меня с головы до ног и сказал:

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Филатр — тухтӑр, йӗркеллӗ кӗлеткеллӗ ҫын, хусканӑвӗсем лӑпкӑ, яланах ансат та лайӑх тумланать, мана курсан тимлӗн йӑл кулчӗ те аллӑма ҫирӗппӗн чӑмӑртарӗ:

Доктор Филатр, нормально сложенный человек, с спокойными движениями, одетый всегда просто и хорошо, увидев меня, внимательно улыбнулся и, крепко пожав руку, сказал:

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ханкӑрта мӗн пуррине курсан ухмаха ерсех кайрӑмӑр ахӑр.

Когда мы увидели, что было в пещере, то стали как помешанные.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Унтан вара, эсир кайнине курсан, вӑл хӑй те ханкӑра лекнӗ.

Потом, подождав, когда вы ушли, забрался туда.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ахрата курсан Бен хыпаланма пуҫларӗ; ӑна хумхану ҫавӑрса ункӑлать.

Бен, увидев пропасть, заторопился; им начало овладевать волнение.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кирек хӑш араб та ӑна курсан тараватлӑн пуҫ таять: «Аллах ырлӑхӗ саншӑн, бана».

Всякий араб, завидев его, говорил: — Милость Аллаха на тебе, бана!

XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Цаупере те пеме хатӗррине асӑрхасан Гент ӑна хускалмасӑр тӑма паллӑ пачӗ, унтан пӗчӗк ракета кӑларса фитильне васкавлӑн чӗртрӗ; йӗри-тавра хӗлхемсем ывӑтӑннине курсан фейерверк ҫав тери чаплӑн ӗҫленине ҫирӗплетрӗ.

Заметив, что Цаупере тоже готовится стрелять, Гент знаком запретил ему шевелиться, затем достал маленькую ручную ракету и, поспешно зажегши фитиль, тотчас начавший сыпать искры, убедился в отличном действии фейерверка.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Мӗншӗн каҫаймастӑп? — саланкӑрлӑн хуравларӗ Гент, сӑмахӗсем американа шалтах аптӑратса ӳкернине курсан хушса хучӗ.

— Почему же нет? — рассеянно возразил Гент и, видя, как поразил американца его ответ, прибавил:

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫав авӑкрах вӑл кӑсӑкланакан наҫилккеҫӗсен хушшине пытанчӗ, анчах ушкӑн патне Гент ҫывхарнине курсан хура ӳтлисен ункинчен вӗҫерӗнсе тухрӗ те шурӑ ӳтлӗ сунарҫӑ патне чупса пырса чӗр куҫҫисем ҫине лаплатрӗ, пуҫӗ ҫине Гент урине хурса кӑшкӑрсах ячӗ:

Тотчас он исчез в толпе любопытных носильщиков, но, увидев подходившего к группе Гента, вырвался из кольца чернокожих, подошел к белому охотнику и упал на колени. Затем, поставив ногу Гента на свою голову, сказал:

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed