Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Вӗсене тӗрлӗ ӗҫ уйӑрса панӑ: ҫирӗм тӑватӑ пин ҫынна — Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи ӗҫсене йӗркелесе тӑма, ултӑ пинне — ҫыруҫӑ, тӳре пулма, 5. тӑватӑ пинне хапха умӗнче тӑма суйласа илнӗ, тӑватӑ пин ҫыннин вара Давид патша ятарласа Турра аслӑлама ӑсталанӑ кӗвӗ сӑпрайӗсемпе Ҫӳлхуҫана аслӑламалла пулнӑ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иоав, тӑшман ҫарӗсем малта та, хыҫра та тӑнине курсассӑн, Израиль паттӑрӗсенчен чи паттӑррисене суйласа илсе вӗсене Сири ҫыннисене хирӗҫ йӗркелесе тӑратнӑ.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иоав тӑшман ҫарӗсем малта та, хыҫра та тӑнине курнӑ та, Израилӗн чи паттӑр ҫар ҫыннисене суйласа илсе, вӗсене Сири ҫыннисене хирӗҫ йӗркелесе тӑратнӑ; 10. ыттисене хӑйӗн шӑллӗне Авессана шанса панӑ, вӗсене аммонсене хирӗҫ йӗркелесе тӑратма хушнӑ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей кӗлӗ чатӑрӗ туса лартса ӑна тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне те ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, 2. унта Израилӗн [вуникӗ] пуҫлӑхӗ, кил-йыш пуҫӗсем, йӑх пуҫлӑхӗсем, халӑха шута илнине йӗркелесе тӑнӑскерсем, пынӑ, 3. вӗсем Ҫӳлхуҫа умне хӑйсен парнисене — вителӗклӗ ултӑ кӳме тата вуникӗ вӑкӑр — илсе пынӑ: икӗ пуҫлӑхран пӗрер кӳме, кашни пуҫлӑхран пӗрер вӑкӑр панӑ — ҫакна вӗсем кӗлӗ чатӑрӗ умне кӳрсе тӑратнӑ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тӳпепе ҫӗре тата вӗсен мӗнпур ҫарне ҫапла йӗркелесе туса ҫитернӗ.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа «Нарспи» поэмӑна чи лайӑх вулакан» конкурс, «Шетмӗ ҫыравҫисем» поэзипе музыка каҫӗсем, Кӗҫӗн Шетмӗ ялне йӗркелесе янӑранпа 415 ҫул ҫитнӗ май ӳкерчӗксен конкурсӗ, уяв концерчӗ /пурӗ 320 мероприяти/ йӗркеленӗ.
Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Медсестрасен, техника персоналӗн ӗҫне лайӑх йӗркелесе тӑрать.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Вӑл йӗркелесе ертсе пыракан уйрӑмра лӑпкӑлӑх хуҫаланать.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Нормӑсене йӗркелесе ҫирӗплетес ӗҫ-хӗлре те, регион аталанӑвӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланакан ыйтусене татса парас енӗпе те тачӑ ҫыхӑну йӗркеленнӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2925759
В.П.Комиссаров Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш халӑхӗн культурине, искусствине, краеведенине халалланӑ тарӑн тӗпчев тата хӑйне евӗрлӗ ӗҫсем, чӑваш шкулӗсем валли кӗнекесем, пособисем кӑларассине ҫӳллӗ шайра йӗркелесе янӑ.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Тӗпрен илсен, кӗнекесене хамӑр республикӑна кӑна мар, ытти регионсене тухса ҫӳресе сутнипе, ӑнлантару ӗҫне йӗркелесе янипе.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Унти лару-тӑрӑва йӗркелесе янипе пӗрлех, кӗнекесен пахалӑх шайне те ӳстернӗ.
Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18
Ертӳҫӗсен ҫак ӗҫе тивӗҫлӗ йӗркелесе пымаллине пӗлтерчӗ Мария Александровна, унсӑрӑн административлӑ е уголовлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Майӗпен йӗркелесе пырса тӗп хулара виҫҫӗмӗш лавкка уҫма май тупрӑмӑр.
Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Владимир Петров судья ентешӗсен вӑййине тӗрӗс йӗркелесе пычӗ.
Выляса канаҫҫӗ тӑрӑнсем! // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Ертӳҫӗ пулма, ӗҫе кирлӗ пек йӗркелесе пыма кашниех пултараймасть.
Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев йӗркелесе пыракан Министрсен Кабинечӗн ушкӑнӗ «Раҫҫей Перекет банкӗ» организацин командипе волейбол выляссипе ӑмӑртусем ирттернӗ.
Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ушкӑнӗ «Раҫҫей Перекет банкӗ» организацин командипе волейбол выляссипе юлташла ӑмӑртусем ирттернӗ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=2b ... aabcb6d837
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫинчен» 2002 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 13 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2002, 49 №; 2005, 62 №; 2006, 71 №; 2007, 73 №; 2008, 75 №; 2009, 80 №; 2011, 88, 91 №-сем;2012, 92 (I том), 95 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 5, 7 №-сем; 2014, 3, 6, 12 №-сем; 2015, 5 №; «Республика» хаҫат, 2015, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ) 12 статйине ҫакӑн пек ҫырса хурас: «12 статья. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн йышӗнче пулнипе ҫыхӑннӑ чарусем тата интерессен хирӗҫӗвне сирсе ярас тата йӗркелесе ярас тӗллевпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсене палӑртса панӑ тивӗҫсем 1. Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсене Федерацин »Коррупципе кӗрешесси ҫинчен« саккунӗпе, федерацин ытти саккунӗсемпе, ҫак Саккунпа палӑртнӑ чарусем, пӳлӳсем тата тивӗҫсем пырса тивеҫҫӗ. 2. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗ хӑйӗн должность тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе пӑхса хӑварнӑ йӗркепе пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.».
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Ушкӑна йӗркелесе яраканӗ – Лидия Иванова.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Камран килет, нивушлӗ никам та пӗр хака йӗркелесе яраймасть?
Ӑҫта каймалла, камран ыйтмалла? // А.ПЕСКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11