Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) more information about the word form can be found here.
Нумаях пулмасть упӑшкин, Макарӑн «вилнӗ хутне» илнӗ хыҫҫӑн вӑл пилӗк ачипе тӑлӑха юлчӗ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗтрекен аллисемпе шкул тетрадӗнчен ҫурса илнӗ тӑваткаллӑ хута хӑйпӑтма пуҫларӗ.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Корсаксем вун тӑватӑ вилӗм хучӗ илнӗ вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа, — хушса хучӗ Ваҫиле, — мӗнпур йӑха касса тухнӑ, ҫӗленсем.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыйхӑ тӗлӗшпе ӑна Ванюш ӗҫрен килсе ыталаса илнӗ пек туйӑнчӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӳпене тачӑ, тӑхлан евӗр йывӑр пӗлӗтсем хупӑрласа илнӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑк юнашар ӳсекен йывӑҫӑн тӗлӗнмелле ырӑ шӑршине туйса илнӗ.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Раҫҫейре ҫак меслете тӗп палач, опричнина йӗркелекенӗ Малюта Скуратов чи малтан алла илнӗ.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрӗ Лиля кӑкӑрне ҫыртса илнӗ иккен, кӳреннӗ сасӑпа вӑрӑммӑн кӑшкӑрса янӑ.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кулинене ҫавӑрса илнӗ хӗрарӑмсем сирӗлчӗҫ, мӗскӗне ҫул парса, шалти туйӑмӗпе ӑнланса илчӗҫ ӗнтӗ вӗсем, салтак арӑмӗ «вилӗм хучӗ» илнине.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Минтер ӑшӗнчен кӑларса илнӗ хур тӗкӗпе таврӑнчӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах Дорофей хӑйӗн ҫине илнӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл кутамккине тепӗр хулпуҫҫийӗ ҫине куҫарса хучӗ, сасартӑк аса илнӗ пек пулчӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑт ҫапла вара, пирӗн пуҫлӑхсем, тӗнчене ҫӗнсе илес шутпа, запаса тесе миллион рекрута чӗнсе илнӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

(Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин Хусанти музейӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Суслонгер лагерӗнче Тутарстанран призывпа чӗнсе илнӗ ҫынсем кӑна 300 ытла вилнӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтак ирччен ҫеҫенхирте ларса ирттерчӗ, чӗрӗ юн шӑршине туйса илнӗ шакалсем улани ӑна ҫӳҫентерчӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

1850 ҫулта Каретӑсен наци музейӗ ҫурт-йӗрпе сада тара илнӗ, хальхи вӑхӑтчен те вӑл унта вырнаҫнӑ.

В 1850 году Национальный музей карет арендовал усадьбу и сады поместья и занимает их до настоящего времени.

Лек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... %B5%D0%BD)

Шӑпах ҫак университетра ӑслӑлӑх докторӗ пулса тӑнӑ Нидерландӑн пӗрремӗш хӗрарӑмӗ Алетта Якобс пӗлӳ илнӗ.

Именно в этом университете получала образование первая женщина Нидерландов, ставшая доктором наук, Алетта Якобс.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

1672 ҫулта акӑлчансемпе голландсем хушшинчи виҫҫӗмӗш вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл питӗ кирлӗ пулса тӑнӑ, ун чухне хулана Мюнстер архиепископӗ Бернард вон Гален хупӑрласа илнӗ пулнӑ.

Они пригодились городу в 1672 году в период Третьей англо-голландской войны, когда город осадил архиепископ Мюнстера Бернард вон Гален.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Хӳтӗлекен те ҫук — Подоприхина Хусана чӗнсе илнӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳрте кӗрсен, хывӑнса питне-куҫне пусӑ шывӗпе ҫуса илнӗ хыҫҫӑн вӑл акӑ мӗн каласа пачӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed