Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑвӑн халӑхун ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑх, Хӑвна чӑннипе ӗҫлесе тӑракансем ҫине пӑх; 25. йӗркесӗр ҫынсен усал ӗҫӗсене ан асӑрха, инкек-синкекре те Хӑвӑн халална астуса тӑнисене асӑрха; 26. Хӑвӑн умӑнта ултавлӑ хӑтланнисем ҫинчен ан шухӑшла, Санран хӑрани мӗн иккенне пӗлсе ҫитнисене асна ил; 27. выльӑхла пурӑннисене ан пӗтер, Хӑвӑн саккунна уҫӑмлӑ вӗрентнисем ҫине пӑх; 28. тискер кайӑкран та япӑхрах шутланаканнисене ан ҫиллен; 29. яланах Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе мухтавна шанса тӑракансене кӑмӑлла.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ Содомпа Гоморрӑна мӗн кӑтартнине астуса ил: 9. вӗсенӗн ҫӗрӗ сӑмала куписемпе кӗл сӑрчӗсем айӗнче выртать.Вспомни, что Я сделал Содому и Гоморре: 9. земля их лежит в смоляных глыбах и холмах пепельных.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Аттемӗрсен хӑйсем пурӑннӑ вӑхӑтра тунӑ ӗҫӗсене астуса тӑрӑр, вара хӑвӑр та аслӑ мухтав, ӗмӗрлӗх ят илӗр.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те эсӗ ӑна кураймастӑн пулсан, уйӑрса яр, тет Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ; кӳренӳ унӑн тумтирне хуплӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа; ҫавӑнпа хӑвӑр чунӑра астуса тӑрӑр, ултавлӑ ӗҫ ан тӑвӑр.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫирӗплетсе парса Иисуса каланӑ: 7. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсӗ Манӑн ҫулпа ҫӳрес пулсан, Манӑн хуралӑмра тӑрас пулсан, эсӗ Манӑн Ҫуртӑма сут тӑвӑн, Манӑн картишсене астуса тӑрӑн.
Зах 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мана парне кӳнӗ чухне вӗсем аш илсе килеҫҫӗ те ҫавна ҫиеҫҫӗ; Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ мар вӗсем; халӗ Вӑл вӗсенӗн йӗркесӗрлӗхне астуса илӗ те вӗсене ҫылӑхӗсемшӗн хаса парӗ: вӗсем Египета таврӑнӗҫ.
Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ вӗсен пур усал ӗҫне те астуса тӑни ҫинчен вӗсем аса та илмеҫҫӗ; халӗ вӗсене хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫавӑрса илет; вӗсем Манӑн умӑмра.
Ос 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Мана кӗлӗ тума, Манӑн хуралӑма астуса тӑма вӗсем Манӑн Ҫуртӑмри сӑваплӑ пӳлӗме кӗрӗҫ, Манӑн сӗтелӗм патне ҫывӑхарӗҫ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӳпери чарлан та хӑйӗн вӑхӑтне пӗлет, улатӑпа та, чӗкеҫ те, тӑрна та хӑйсем вӗҫсе килмелли вӑхӑта астуса тӑраҫҫӗ; Манӑн халӑхӑм вара Ҫӳлхуҫа саккунне пӗлмест.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турӑ ҫуртне утнӑ чухне уруна астуса пыр, итлеме пӗлни ӑссӑр ҫынсем парне кӳнинчен лайӑхрах: вӗсем ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа усал ӗҫ тӑваҫҫӗ.
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑйӗн чӗлхи-ҫӑварне астуса тӑракан хӑйӗн чунне инкекрен упрать.23. Кто хранит уста свои и язык свой, тот хранит от бед душу свою.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тӳрӗ ҫынсенӗн ҫулӗ — усалтан пӑрӑнни: хӑйӗн ҫулне астуса тӑракан хӑйӗн чунне упрать.17. Путь праведных - уклонение от зла: тот бережет душу свою, кто хранит путь свой.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗрентнине астуса тӑракан — пурӑнӑҫ ҫулӗ ҫинче; питленине сивлекен аташса ҫӳрет.17. Кто хранит наставление, тот на пути к жизни; а отвергающий обличение - блуждает.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
167. Манӑн чунӑм Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесене астуса тӑрать, эпӗ вӗсене питех те юрататӑп.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
101. Санӑн сӑмахна астуса тӑрас тесе урана кирек мӗнле усал ҫулпа каясран та чаратӑп; 102. Санӑн сутусенчен пӑрӑнмастӑп: мана Эсӗ вӗрентетӗн.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл пултарнӑ кӗтретсене, Ун хӑвачӗн паллисене, Вӑл каланӑ йӗркесене астуса тӑрӑр, 6. эсир — Авраам вӑрлӑхӗ, Унӑн чурисем, Иаков ывӑлӗсем, Турӑ суйласа илнисем.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫшӗн айӑпламасть, пире пӗтӗм ҫылӑхшӑн тавӑрмасть: 11. ҫӳллӗ тӳпепе ҫӗр хушши епле пысӑк, [Ҫӳлхуҫанӑн] ырӑлӑхӗ Хӑйӗнчен хӑракансемшӗн ҫавӑн пек пысӑк; 12. тухӑҫ анӑҫран епле аякра, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене Вӑл пирӗнтен ҫапла аякка сирчӗ; 13. ашшӗ ачисене хӗрхеннӗ пек, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗнчен хӑракансене ҫапла хӗрхенет: 14. Вӑл эпир мӗнрен пулнине пӗлет, эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ӑна Иосифа Египет ҫӗрӗнчен тухсассӑн — ҫакна астуса тӑччӑр тесе — панӑ, халӑх унта хӑй пӗлмен чӗлхе сассине илтнӗ: 7. «Эпӗ унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинчен йывӑр ҫӗклемне илсе пӑрахрӑм, ӗнтӗ унӑн аллисем кунтӑ йӑтассинчен хӑтӑлчӗҫ. 8. Хӗн курнӑ чухне Мана чӗнтӗн те — Эпӗ сана хӑтартӑм; аслати варринчен хуравларӑм сана, Мерива шывӗ патӗнче сӑнарӑм сана. 9. Эй халӑхӑм, итле, сана каласа хуратӑп: ах Израиль! эсӗ Мана итлесе пурӑнсанччӗ!
Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӑл вара, Ырӑскер, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарнӑ, вӗсене тӗппипех пӗтермен, Хӑйӗн ҫиллине нумай хутчен пусарнӑ, Хӑйӗн хаярлӑхне пӗтӗмпех кӑларман: 39. Вӑл вӗсем ӳт иккенне, сывлан сывлӑш — пӗр кайсан каялла килмен сывлӑш — иккенне астуса тӑнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. ху вара Эпӗ вӗрентнине кураймастӑн, Ман сӑмахӑмсене хыҫна пӑрахатӑн; 18. вӑрра курсассӑн, унпа килӗштеретӗн, аскӑн ҫынсемпе хутшӑнатӑн; 19. ҫӑварна усал сӑмах калаҫма каратӑн, чӗлхӳ ултавлӑ хавха тӗвӗлет; 20. тӑванна ҫисе калаҫса ларатӑн, аннӳ ывӑлӗ ҫинчен элек саратӑн; 21. ҫавӑн пек турӑн эсӗ, Эпӗ чӗнмен пулсассӑн эсӗ Мана ху пек тесе шухӑшлаттӑн. Тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑп сана, [ҫылӑхусене] куҫу умне тӑратӑп. 22. Эй Турра манакансем, ӑнласа илӗр ҫакна, Манӑн сире пӗтерсе тӑкмалла ан пултӑр — хӑтаракан пулмӗ. 23. Мана кам мухтав парнийӗ кӳрет, Мана ҫавӑ хисеплет, кам хӑй ҫул-йӗрне астуса пырать, ҫавна Эпӗ Турӑ ҫӑлнине кӑтартӑп» тет.
Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.