Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтан the word is in our database.
Малтан (тĕпĕ: малтан) more information about the word form can be found here.
Тӗрӗссипе вара пирӗн малтан хамӑрӑн шурӑ Шупашкар пирки, кайран Мускав пирки шухӑшламалла.

Help to translate

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Мӗншӗн тесен чи малтан пире, Раҫҫей халӑхне, Мускава хӳтӗлеме вӗрентеҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Анчах патриотлӑх тени вӑл чи малтан тӑван кӗтесрен пуҫланмалла, таҫти Мускав ятлӑ хуларан мар.

Help to translate

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Паллах, пурне те чи малтан укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗ канӑҫсӑрлантарать.

Конечно, прежде всего всех волнует денежный вопрос.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Ҫавӑнпа та влаҫ органӗсен должноҫри мӗнпур ҫыннишӗн туянусен чи пысӑк шайри тухӑҫлӑхне тата ҫирӗплетнӗ контрактсене пахалӑхлӑн, вӑхӑтра пурнӑҫлассине тивӗҫтересси чи малтан татса памалли тӗллев пулса тӑрать.

Поэтому обеспечение максимальной эффективности закупок и качественного, своевременного исполнения заключенных контрактов остается первоочередной задачей для всех должностных лиц органов власти.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Малтан перӗнсе вилес килсе кайрӗ.

Сначала захотелось застрелиться.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Малтан мӗн пулса иртнине ӑнланмарӑм-ха.

Сначала не понял что происходило.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Вӗсене пулӑшма чи малтан ҫитрӗмӗр.

На помощь к ним мы пришли первыми.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Малтан кутамккаран атте-анне кукӑлӗсене кӑларса кӑшлакаланӑччӗ.

Вначале вытаскивали и ели из котомки пироги родителей.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Вӑкӑрсене малтан вӗрентнӗ, кайран уя илсе тухнӑ.

Help to translate

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Каярахпа ҫакӑ паллӑ пулчӗ - ку таблеткӑна малтан шывра ирӗлтермелле пулнӑ-мӗн...

Чуть позже всё стало ясно - эту таблетку сначала надо было растворить в воде...

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Йӗркепе килӗшӳллӗн малтан хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан манӑн паспорта аллисенче ҫавӑрттаркаларӗҫ.

Представились, как полагается, потом покрутили в руках мой паспорт.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Малтан эпӗ хам та ҫавӑ пуль тесе шутласаттӑм.

Вначале я и сам подозревал его!

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чим-ха, чим-ха, эс малтан пуҫласах йӗркипе каласа пар, хӑвӑр ушкӑнӑра аркатнӑ хыҫҫӑн, иксӗмӗр пӗр-пӗринчен уйрӑлнӑранпа эппин, мӗн-мӗн пулнине каласа пар.

— Нет, нет, рассказывай с самого начала: что произошло с тех пор, как разбили отряд и мы с тобой расстались.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑнпа сан чи малтан каламалла.

Поэтому тебе первому говорить.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗтӗм этемлӗхӗн ыйтӑвне татиччен малтан е арпашнӑ проблемӑсене сӳтиччен малтан хамӑр сӑнчӑрсене татса касмӑкран тухмалла…

Прежде чем разрешать общечеловеческие вопросы или запутанные проблемы, необходимо сорвать с себя цепи…

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хальхи вӑхӑтра, ҫавӑн пек принципсене хыттӑн каласа, «хальхи этемлӗхӗн ӑс-хакӑлӗ ялавне ҫӗклӗр те, наукӑна тӗренӗр» тесе, ялав ҫӗклеттерни чи малтан тумалли ӗҫе пӗтерсе хуни пулать.

В такое время громко провозглашать подобные принципы и поднимать знамена «современного мыслящего человечества, трезвых наук и разума» — значит затушевывать первоочередной вопрос.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пире чи малтан политикӑлла ирӗклӗх кирлӗ, тепӗр сӑмахпа каласан, пирӗн хамӑр ҫӗрпе хамӑр шӑпасен чӑн хуҫи пулмалла.

Нам прежде всего нужна политическая свобода, иначе говоря, мы сначала должны стать хозяевами своей земли и своей судьбы.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑн пек сӑмах каласси чи малтан Илийчо Ӑслая тивет:

Первый тост предложил Илийчо Любопытный:

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бяла Черкваран чи малтан килсе «мул шыраса» ӑнтарнисем ытти чухӑн кӳршӗсене те ҫак Силистра айлӑмӗнчи ҫӑтмаха килмешкӗн хӗтӗртсе янӑ.

Удача первых «искателей сокровищ» из Бяла-Черквы привлекла и других в эту обетованную землю — на силистрийскую низменность.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed