Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫрен (тĕпĕ: ӗҫ) more information about the word form can be found here.
— Эпӗ шансах тӑратӑп — сире ӗҫрен тӗрӗс мар кӑларнӑ.

— Я уверен, что вас сняли с работы неправильно.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Дым, мана ӗҫрен кӑларчӗҫ!

— Меня сняли с работы, Дым!

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Колхозра чӑннипе мӗн пулса иртни, мана ӗҫрен тӗрӗс е тӗрӗс мар кӑларни, ман пирки ӗҫ пуҫарни — ҫаксем ҫинчен шухӑшламастӑн-и эсӗ?

А то, что на самом деле случилось в колхозе, и то, правильно или неправильно сняли меня с работы и создали персональное дело, это тебя не заботит?

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫынна ахалех ӗҫрен кӑларса янӑ вӗт!

Выгнали человека ни за что ни про что, и как будто так и надо!

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах халӗ ашшӗ-амӑшӗ, пиччӗшӗпе шӑллӗ килни пурнӑҫа сасартӑк кӑткӑслантарать-ха, — халӗ ун пурнӑҫӗ йӑлтах арпашӑнса кайрӗ-ҫке: ӑна ӗҫрен кӑларнӑ хыҫҫӑн пуласлӑх темӗнле тӗксӗм курӑнать.

Но сейчас, когда в ее жизни все перепуталось, когда ее отстранили от работы и будущее виделось смутно, неопределенно, приезд отца, матери и братьев нежданно все усложнял.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ вара, Терентий Родионович, районти ӗҫсемшӗн эпир сирӗнпе ответ тытатпӑр, мӗншӗн тесен Бахолдин ӗҫрен тухма ыйтса заявлени пачӗ.

А сейчас за дела в районе будем отвечать мы с вами, Терентий Родионович, потому что Бахолдин подал официальное заявление об уходе.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вара эпӗ ӑна хӑй ҫинчен хам мӗн шухӑшланине пӗтӗмпех каларӑм та ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени патӑм.

Тут уж я ему выложил все, что думаю о нем, и подал заявление об уходе.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

ТР Министрсен Кабинечӗн «Тутарстан Республикинче нумай ҫынна ӗҫрен кӑларас хӑрушлӑх тухиччен маларах профессилле пӗлӳ парассине йӗркелесси ҫинчен» Постановленийӗпе килӗшӳллӗн, ӗҫсӗр юлас хӑрушлӑхри 15 ҫынна вырӑнти ял хуҫалӑх техникумне урӑх специаль ноҫа вӗренме янӑ.

Согласно постановлению Кабинета Министров РТ «об организации профессионального образования в Республике Татарстан задолго до возникновения опасности увольнения многих людей», 15 человек из числа безработных были направлены на обучение в местный сельскохозяйственный техникум по другим специальностям.

Яваплӑх хӑратмасть // Ирина НИКОЛАЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.

Кукашшӗ нихӑҫан та ӗҫрен хӑраманни не, пурнӑҫне строительство ӗҫне халалланине, ӗмӗрӗ тӑршшӗпех тӑван енне манманни ҫинчен ҫырнӑ.

Help to translate

Ӑна ӗҫ ҫӗкленӗ // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.

Сирӗн вара мана ҫак ӗҫрен пӑрӑнтарас килет, е манӑн, чи путсӗр хӑравҫӑ пек, хамӑн пурнӑҫа шеллемелле.

И вы желаете, чтобы я прошел мимо или дрожал, как последний трус, за свою жизнь?

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Анчах та ку ӗҫрен пирӗн нимӗн те тухас ҫук! — пуҫланнӑ шава хупласа, хыттӑн та яланхи пек куларах каларӗ Дымшаков, аллине лашт сулса.

— Только ничего из нашей затеи не выйдет! — покрывая начавшийся шум, громко и с обычной своей насмешливостью проговорил Дымшаков и наотмашь рубанул рукой воздух.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пирӗн мӗн — алӑсем типсе хӑрнӑ-и, ӗҫрен хӑраҫҫӗ-и?

У нас что — руки поотсохли и работы страшатся?

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней вӑл вӑхӑтра, йывӑр ӗҫрен хӑраса ӳксе, хӑй хут сахал пӗлни ҫине, ватлӑхра чирлекелеме пуҫлани ҫине йӑвантарса, председатель пуласран пӑрӑнса юлнӑ, колхоза Аникей Лузгин аллине панӑ, ку вара, Дымшаков шучӗпе, Корней халӑх интересӗсене сутнине пӗлтернӗ.

Дымшаков считал, что Корней в то время смалодушничал, испугался тяжелого бремени, отговорился своей малограмотностью, старческими недомоганиями и, передав колхоз в руки Аникея Лузгипа, по сути дела, предал всех односельчан.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Манӑн ӗҫмест те, кирек мӗнле ӗҫрен те пӑрӑнмасть.

Мой и не пьет, и ни от какой работы не бежит.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

1937 ҫулта ӑна ӗҫрен кӑларса янӑ, вӑл вара ҫулталӑк ытла ӗҫлемесӗр, арӑмӗн ӗҫ укҫипе пурӑннӑ.

Help to translate

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Начальник ӑна алла тытнӑ та, уҫма хӑранӑ — ӗҫрен кӑлараҫҫӗ пуль ӗнтӗ.

Держит его начальник в руках, вскрыть не решается — отставка, думает.

Сестрорецк заводӗнче // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Унпа пӗрле ӳснисем вӑл пӗр ӗҫрен те пӑрӑнманнине аса илеҫҫӗ.

Те кто с ним вместе росли рассказывают, что он за любую работу брался.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Ҫав кун хӑйне япӑх туйнӑ вӑл, анчах ӗҫрен юлма юраман.

В тот день он чувствовал себя плохо, но не мог не пойти на работу.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Ашшӗнчен 7 ҫултах тӑлӑха юлнӑ Олег Николаев ялти пӗр ӗҫрен те пӑрӑнман.

Олег Николаев, оставшийся в семь лет от отца, не уклонялся ни от одной работы в деревне.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

— Каймастӑп ку ӗҫрен!

— Я не уйду с этой работы!

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed