Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чиркӳ евӗртерех (ӑна хӑпартаканни авалхи архитектурӑна кӑмӑллать пулӗ) керменсем те, пысӑк мар пӗр хутлӑ тӑпӑл-тӑпӑл ҫуртсем те (ара, этеме пурӑнма тем пысӑкӑш лаптӑк тӗрӗссипе кирлех те мар-ха ӗнтӗ) пур.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
Кӳкеҫ вӗҫӗнче ҫӗкленекен тӑхӑр хутлӑ ҫуртсем патӗнчен ҫаврӑнтӑмӑр.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
«Сирӗн общество ӳлӗм ӗҫе вӑйлатас шанӑҫ пур, — терӗ. — Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче регионсен ертӳҫисен умне 5-10 ҫул хушшинче ҫынсене пурӑнмалли вырӑнпа туллин тивӗҫтерме тӗллев лартрӗ. Сирӗншӗн ҫуртсем валли тимӗр конструкцийӗсем хатӗрлеме ҫул уҫӑлӗ».
Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Чӑваш Енре ҫурт-йӗр строительстви малалла нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫуртсем, ҫав шутра эконом-класс йышши ҫурт-йӗр туни шучӗпе аталанӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Нумай хваттерлӗ ҫуртсем таврашӗнче те хальхи вӑхӑтра тасамарлӑх чылай.
Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20
Ҫӗнӗ ҫулсем хута каяҫҫӗ, ача сачӗсемпе шкулсем, спорт тата медицина объекчӗсем, пурӑнмалли ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, территорисем капӑрланса илемленеҫҫӗ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, ҫӗнӗ производствӑсемпе предприятисем уҫӑлаҫҫӗ, пысӑк технологиллӗ хушма ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленеҫҫӗ.
Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
28. Лот вӑхӑтӗнче те ҫавӑн пекех пулнӑ: ӗҫнӗ, ҫинӗ, сутнӑ, туяннӑ, акнӑ, ҫуртсем лартнӑ; 29. анчах та Лот Содомран тухнӑ кун ҫӳлтен вутлӑ, кӳкӗртлӗ ҫумӑр ҫунӑ та — пурне те пӗтернӗ; 30. Этем Ывӑлӗ килес кун та ҫаплах пулӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсен пуянлӑхӗ ыттисен тупӑшӗ пулӗ, ҫурчӗсем юхӑнса пӗтӗҫ; вӗсем ҫуртсем лартӗҫ, анчах унта пурӑнаймӗҫ, иҫӗм пахчисем лартса ӳстерӗҫ, анчах унӑн эрехне ӗҫеймӗҫ.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Мӗншӗн тесен Турӑ калӗ те акӑ, пысӑк ҫуртсем ҫурмаран ҫурӑла-ҫурӑла кайӗҫ, пӗчӗк ҫуртсем ҫуркалана-ҫуркалана ишӗлсе анӗҫ.11. Ибо вот, Господь даст повеление и поразит большие дома расселинами, а малые дома - трещинами.
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӗллехи ҫурта ҫуллахи ҫуртпа пӗрле аркатса пӑрахӑп, сӑлан шӑмминчен тунӑ эрешсемпе илемлетнӗ ҫуртсем те ҫухалӗҫ, нумай-нумай ҫурт пӗтсе ларӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хула тӑрӑх чупаҫҫӗ, хӳме ҫине хӑпараҫҫӗ, ҫуртсем ҫине улӑхаҫҫӗ, вӑрӑсем пек, чӳречерен кӗреҫҫӗ.9. Бегают по городу, поднимаются на стены, влезают на дома, входят в окна, как вор.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ытти ҫӗрӗ, сарлакӑшӗ пилӗк пин, тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин чухлӗскер, хулана — тӗрлӗрен усӑ курма, ҫуртсем лартма, хула ҫумӗ валли — тивет; хули варринче пулать.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара тапӑнӑн вӗсене, пурлӑх ҫаратӑн, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫӗнӗрен лартнӑ, ҫынсем пурӑнма пуҫланӑ ҫуртсем ҫине, халӑхсем хушшинчен пуҫтарнӑ, хуҫалӑх тытакан, суту-илӳ тӑвакан, ҫӗр тӑрринче пурӑнакан халӑх ҫине аллуна хурӑн.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ сире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗртен тасатнӑ кун, ҫынсене хуласене пурӑнма вырӑнаҫтарнӑ кун, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫуртсем ҫавӑрсан, 34. пушанса юлнӑ ҫӗре, кирек мӗнле иртен-ҫӳрен умӗнче те пушхир пек выртнӑскере, сухалаҫҫӗ-акаҫҫӗ пулсан, 35. ҫавӑн чухне калӗҫ вара: «ҫакӑ пушӑ ҫӗр Эдем сачӗ пек пулса тӑчӗ; ҫак арканнӑ, пушша юлнӑ, ҫаратса тухнӑ хуласене тӗреклетнӗ, ӗнтӗ унта халӑх вырӑнаҫнӑ» тейӗҫ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн ҫине темӗн чухлӗ халӑх, пӗтӗм Израиль килне, пӗтӗмпе, вырӑнаҫтарӑп та, хуласенче пурӑнма пуҫлӗҫ, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫуртсем лартса тултарӗҫ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ху валли кашни ҫул пуҫӗнче асмалли ҫуртсем лартнӑ чухне, кашни уҫӑ хутлӑхра ху валли тӳпем вырӑнсем тунӑ чухне эсӗ аскӑн хӗрарӑм пек пулмарӑн, мӗншӗн тесессӗн парне йышӑнмарӑн, 32. эсӗ ясар арӑм, хӑйӗн упӑшки вырӑнне ют арҫынна йышӑнакан арӑм, пултӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! акӑ ҫак ҫынсен пуҫӗнче йӗркесӗр ӗҫсем ҫеҫ, тата вӗсем ҫак хулара усал канашсем параҫҫӗ, 3. вӗсем: «часах мар-ха; ҫуртсем лартӑпӑр; вӑл — хуран, эпир — ашӗ» теҫҫӗ.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: ҫак ҫӗр ҫинче каллех ҫуртсем, хирсем, иҫӗм пахчисем туянма пуҫлӗҫ, тет.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӑл пирӗн патӑмӑра Вавилона та ҫапла ҫырса янӑччӗ: тыткӑнра пурӑнасси вӑраха пырӗ, ҫуртсем лартӑр — ҫавӑнта пурӑнӑр, сат пахчисем чӗртӗр — вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗр» тесе ҫырнӑччӗ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫуртсем лартӑр — ҫавӑнта пурӑнӑр, сат пахчисем чӗртӗр — вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗр.5. стройте домы и живите в них, и разводите сады и ешьте плоды их;
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.