Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Ионафан Гивӑра тӑнӑ филистимсен хурал ушкӑнне аркатса тӑкнӑ; филистимсем ҫакӑн ҫинчен илтнӗ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тепӗр кунне Саул халӑха виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ, вара вӗсем ирхи хурал вӑхӑтӗнче аммонсен тапӑрне кӗрсе кайнӑ та кӑнтӑрлахи шӑрӑх ҫитиччен вӗсене пӗтӗмпех аркатса тӑкнӑ; чӗрӗ юлнисем саланса пӗтнӗ, ӗнтӗ иккӗн пыракан та юлман.
1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Массифӑна пуҫтарӑннӑ, шыв ӑсса, Ҫӳлхуҫа умне тӑкнӑ, ҫав кун эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр тесе типӗ тытнӑ.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вефсамисра пурӑнакансем Ҫӳлхуҫа арчине уҫа-уҫа пӑхнӑ, ҫавӑншӑн Вӑл вӗсене хӗн кӑтартнӑ, аллӑ пин те ҫитмӗл ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ; ӗнтӗ халӑх макӑрса янӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа халӑха шутсӑр пысӑк асап кӑтартнӑ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫар урапи Вефсамис ҫыннин Иисусӑн хирне ҫитнӗ те тӑпах чарӑннӑ; кунта пысӑк чул пулнӑ, ҫар урапине вутӑ валли вакласа тӑкнӑ, ӗнисене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапӑҫнӑ вара филистимсем, Израиль ҫыннисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, чӗрӗ юлнисем кашнийӗ хӑйӗн чатӑрне тарса пытаннӑ, вӗсем ҫав тери пысӑк ҫухату тӳснӗ, Израиль ҫыннисенчен вӑтӑр пин ҫуран ҫын пӗтнӗ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Филистимсем Израиль ҫыннисене хирӗҫ тӑрса тухнӑ та, ҫапӑҫу пулса иртнӗ, филистимсем Израиль халӑхне парӑнтарнӑ, вӗсем вӑрҫӑ хирӗнче тӑватӑ пине яхӑн ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вениамина Ҫӳлхуҫа израильсем умӗнче аркатса тӑкнӑ, ҫав кун израильсем хӗҫ кӑларнӑ Вениамин ывӑлӗсене ҫирӗм пилӗк пин те ҫӗр ҫын пӗтернӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Самсон ҫавӑнта ашак янах шӑммийӗ асӑрханӑ, аллине тӑсса ярса илнӗ те ӑна унпа, чӗрӗ янах шӑммипе, пин ҫынна вӗлерсе тӑкнӑ.15. Нашел он свежую ослиную челюсть и, протянув руку свою, взял ее, и убил ею тысячу человек.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иеффай вара пӗтӗм Галаад халӑхне пухнӑ та Ефрем ывӑлӗсемпе ҫапӑҫнӑ, Галаад халӑхӗ Ефрем ывӑлӗсене пӗтерсе тӑкнӑ, каланӑ вӗсене: эсир — Ефрем таркӑнӗсем, Галаад вара Ефрем хушшинче, Манассия хушшинче пурӑнать, тенӗ.
Тӳре 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иеффай вара аммонсемпе ҫапӑҫма тухнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене ун аллине панӑ; 33. вӗсене питӗ вӑйлӑ аркатса тӑкнӑ, Ароер патӗнчен пуҫласа Миниф патне ҫитиччен ҫирӗм хула туртса илнӗ, Авель-Керамим таранах ярса илнӗ, вара Аммон халӑхӗ Израиль ывӑлӗсене парӑннӑ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Сигонпа унӑн пӗтӗм халӑхне Израиль аллине панӑ, вӑл вара вӗсене тӗппипе ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Израиль ӗнтӗ ҫак вырӑнта пурӑннӑ аморрейсен пӗтӗм ҫӗрне еткерлӗхе илнӗ; 22. вӗсем аморрейсен пӗтӗм ҫӗрне — Арнонтан пуҫласа Иавок таран, пушхиртен пуҫласа Иордан таран — еткерлӗхе илнӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хуларан халӑх тухнине курсан, ӑна тапӑнса, пӗтӗмпе аркатса тӑкнӑ.И увидев, что народ вышел из города, восстал на них и побил их.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Гедеон кайран Новӑпа Иогбега хулисенчен тухӑҫ енче, чатӑрсенче пурӑнакансем патне ҫитнӗ те вӗсен пӗр шухӑшсӑр тӑракан тапӑрне аркатса тӑкнӑ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ирхине хула халӑхӗ вӑраннӑ та — акӑ Ваала чӳк паракан вырӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ун ҫумӗнче ларнӑ йывӑҫа та касса пӑрахнӑ, ҫӗнӗ парне вырӑнӗ ҫинче иккӗмӗш пӑрӑва пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ эпӗ ҫакӑнта юлнӑ халӑхсен ҫӗрне те, хам ҫӗмӗрсе тӑкнӑ пур халӑхсен ҫӗрне те — Иорданран пуҫласа хӗвеланӑҫ еннелле Аслӑ тинӗс хӗррине ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗре — сире, шӑпа тӑрӑх, еткерлӗхе валеҫсе патӑм.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑн чухнех Иисус тата енакимсене [пурне те] ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; лешӗсем сӑртлӑхра, Хевронра, Давирта, Анавӑра, пӗтӗм Иуда тӑвӗ ҫинче, пӗтӗм Израиль тӑвӗ ҫинче пурӑннӑ; Иисус вӗсене хули-мӗнӗпе тупаланӑ; 22. Израиль ҫӗрӗнче енакимсен [пӗр ҫынни] те юлман, вӗсем Газа, Геф тата Азот хулисенче анчах юлнӑ.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри хушнӑ пек, Иисус ҫапла сӑртлӑхри, кӑнтӑр енчи, айлӑмри пӗтӗм ҫӗре, ту аркисенчи ҫӗре тата вӗсенӗн пӗтӗм патшине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, мӗнпур сывлан чуна тупаласа тӗп тунӑ; 41. Иисус вӗсене Кадес-Варни хулинчен пуҫласа Газа хулине ҫитиччен тӗп тунӑ, Гошен ҫӗрне те Гаваон таранчченех пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; 42. ҫав патшасене, вӗсенӗн мӗнпур ҫӗрне Иисус пӗрре тытӑнсах ҫӗнсе илнӗ, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Израиль хутне кӗрсе ҫапӑҫнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Ливнӑран Лахис хулине кайнӑ, ун ҫывӑхне тапӑрӑн вырӑнаҫса, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 32. Ҫӳлхуҫа Лахис хулине те Израиль аллине панӑ, вӑл ӑна тепӗр куннех туртса илнӗ те хулара мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, [ӑна та] Ливнӑна пӗтернӗ пекех [пӗтерсе тӑкнӑ].
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль ҫыннисем курӑнсассӑнах, Ҫӳлхуҫа Гаваон халӑхне шуйхатсах пӑрахнӑ, вара израильсем вӗсене Гаваонра тӗппипе аркатса тӑкнӑ, Вефорон тӳпемӗ еннелле выртакан ҫулпа хӑваласа кайса Азекпа Макед патне ҫитичченех ҫӗмӗрсе пынӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.