Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарма (тĕпĕ: тар) more information about the word form can be found here.
— Мӗнле-ха эсӗ, мучи, килӗнтен тухса тарма пултаратӑн? — кулса ярасран аран-аран тытӑнкаласа ыйтрӗ Давыдов.

— Как же это ты, дедушка, ухитрился из дому удрать? — всеми силами сдерживая смех, спросил Давыдов.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах Макар вӑхӑтра тата темле вӑй хумасӑрах алӑка хӑй енне туртрӗ, малти пӳлӗме кӗчӗ, сассине хӑпартса: — Санпа шӳт тумаҫҫӗ! Тумлан, тарма ан та шутла. Эпӗ сан хыҫҫӑн чупас ҫук, сана, ухмаха, пуля хӑваласа ҫитӗ. Ӑнлантӑн-и? — тесе асӑрхаттарчӗ.

Но Макар вовремя и без особого усилия рванул на себя дверь, вошел в горницу, предупредил, повысив голос: — С тобой не шутки шутят! Одевайся и не вздумай убегать. Я за тобой не погонюсь, тебя, дуру, пуля догонит. Ясно?

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сирӗн секретӑрсене пула кӗҫ килтен тухса тарма тивӗ.

Скоро от ваших секретов житья в доме не станет.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӑх суд туса айӑпланӑ Ефим Трубачевпа Батальщиков ҫырса пӗлтернӗ тӑрӑх, станцине илсе кайнӑ чухне, ҫул ҫинче, Дымок ирӗк пурнӑҫшӑн, Гремячий Лог хуторӗшӗн тунсӑхлама тытӑннӑ та тарма хӑтланнӑ.

Ефим Трубачев и Батальщиков, осужденные народным судом, писали, что по дороге на станцию Дымок затосковал по воле, по Гремячему Логу и попытался бежать.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн ултӑ патрон анчах тӑрса юлчӗ! — таракансене тарма чарса, хавхалантарма пикенчӗ таҫтан килсе тухнӑ Банник.

У него только шесть патронов осталось! — воодушевлял и останавливал бегущих появившийся откуда-то Банник.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӳрт ҫуммипе утса пыратӑп хайхи, вӑкӑр — ман хыҫран, эпӗ — тарма тытӑнтӑм, вӑл пур, кӗҫ-вӗҫ хӑваласа ҫитес пек, ҫурӑм хыҫӗнчех мӑшлатса чупать.

Держусь к куреню ближе, бугай за мной, я — бежка, он вот-вот за спиной сопит.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл пур ҫунаттисемпе ҫӑтӑл-ҫатӑл тутарчӗ те вӗҫерӗнсе тарма хӑтланчӗ!

А он как пырхнет бечь!

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те ҫакӑ, эх, тарма пуҫларӗ…

Стоял, стоял он, да, эх, как вдарится бечь!..

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир вара, ача-пӑчасем, ҫавӑн вӑлтисене ҫырта-ҫырта татса тарма хӑнӑхса ҫитнӗччӗ.

Вот мы, ребятишки, и приладились у него крючки откусывать.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тухакансем уйрӑмах иккӗмӗш бригадӑран нумай пулчӗҫ, унта мӗн пурӗ те ҫирӗм тӑхӑр хуҫалӑх кӑна тӑрса юлчӗ, вӗсен шутӗнче те, Любишкин бригадир калашле, «тухса тарма хатӗрех тӑраканнисем» темиҫе ҫын пур.

Особенно сильный отлив был из второй бригады, в которой осталось всего-навсего двадцать девять хозяйств, да и из этого числа несколько человек были «на ваканции к бегству», как говорил бригадир Любишкин.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫынсем питне ҫавраҫил пырса ҫапӑннӑ пек, урисем айӗнчен ҫӗр те ҫаврӑнса кайнӑ пек, пурте тарма тытӑннӑ, пӗр-пӗрне чыша-чыша ӳкернӗ, аманнисене пӑраха-пӑраха хӑварнӑ, вилӗсем урлӑ сике-сике каҫнӑ.

Как будто вихрь ударил в лицо людей, и земля точно обернулась кругом под их ногами, все бросились бежать, толкая и опрокидывая друг друга, кидая раненых, прыгая через трупы.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Эпир — тарма!

Ну — бежать!

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ҫӗлен, сехри хӑпнипеле, вӑрт-варт шуса тарма пуҫланӑ, анчах часах туйса та илнӗ: аманнӑ кайӑк ӗмӗрӗ — ик-виҫ самантлӑха кӑна…

Уж испугался, отполз проворно, но скоро понял, что жизни птицы две-три минуты…

Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.

Кӗҫӗрхи ҫӗр икӗ хутчен ҫав тери сехӗрленсе ирттернӗскер, вӑл халӗ ӗнтӗ ун пек сехре хӑпнине виҫҫӗмӗш хут тӳсмелле пуласран хӑрарӗ: ҫак ылханлӑ ӗҫе хӑвӑртрах пӗтересшӗн пулчӗ, ҫӗр ҫине тухса, ҫак ҫын ӑна чӑнахах вӗлериччен е тӗрмене хуптариччен, унран хӑвӑртрах тарма кӑна шутласа пычӗ.

Пережив дважды в эту ночь такой страх, он теперь боялся пережить его в третий раз и желал одного: скорей кончить эту проклятую работу, сойти на землю и бежать от этого человека, пока он в самом деле не убил или не завел его в тюрьму.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Кӗсменсӗр эсӗ мӗнле те пулин тарма пултарӑттӑн, паспортсӑр — хӑратӑн.

Без весел-то ты бы кое-как мог удрать, а без паспорта побоишься.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Унтан аяккинелле хӑвӑрттӑн тапса сикрӗ, тарма хӑтланчӗ.

Потом сделал резкий скачок в сторону и бросился бежать.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хӑйне курӑк ҫинӗ пек тӑвать: Санькӑн алли йӗвен патнелле ҫывхарсанах, аяккалла сиксе тарма тытӑнать.

Она делала вид, что всецело занята травой, но, как только рука Саньки протягивалась к уздечке, шарахалась в сторону и убегала.

14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Штольц-и? — пӑшӑрханса каларӗ Обломов, аяккалла пӑхкаласа, тарма вырӑн шыранӑ май.

— Штольц? — в тревоге говорил Обломов, озираясь кругом, куда бы уйти.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ пӗлетӗп, эсир мана хӑваласа ярасшӑн мар, анчах эсир ман вырӑнта пулма та пултараймастӑр, ҫавӑнпа сире эпӗ тарма шутлани тӗлӗнтерет.

Я знаю, что вы не можете хотеть этого, но вы не можете и стать в мое положение, и оттого вам странно мое движение — бежать.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов мачча ҫинелле асаплӑн пӑхса илчӗ, вырӑнтан тапранма, тарма шутларӗ — урисем хускалмарӗҫ.

Он мучительно провел глазами по потолку, хотел сойти с места, бежать — ноги не повиновались.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed