Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехет the word is in our database.
сехет (тĕпĕ: сехет) more information about the word form can be found here.
Вуннӑмӗш сехет ҫине кайсан тин вӑл килӗнчисемпе сывпуллашрӗ.

Help to translate

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗрре те улшӑнман иккен сехет сасси, тахҫанхи-тахҫанхи евӗрех тик-таклатса ларать.

Help to translate

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сӗтел ҫинчи сехет кӑна пӗр евӗрлӗ тикӗс сассипе кичемлӗх ҫуратать.

Help to translate

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ултӑ сехет те ҫитмен-ха, хӗрсемпе каччӑсем вара Атӑл хӗрринче пӗрерӗн-икшӗрен пуҫтарӑнма та пуҫларӗҫ.

Help to translate

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ну, вӑт, профорг юлташ, ыран ултӑ сехет те ҫирӗм минут тӗлне пурте хатӗр пулӑр, — терӗ мастер иртнӗ уйӑхра профорга уйӑрнӑ Лидӑна.

Help to translate

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑхӑт шӑнкӑравлӑ сехет мар ҫав, ӑна самантлӑха чарса лартса арча тӗпне чиксе хума ҫук.

Help to translate

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Шӑп та лӑп хӗрӗх сакӑр сехет, икӗ талӑк, — каччи ҫумне йӑпшӑнчӗ Полина.

Help to translate

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вунпӗр сехет тӗлне, калаҫса татӑлнӑ пекех, пурте пӗр ҫӗре пуҫтарӑнчӗҫ.

Help to translate

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вунпӗр сехет тӗлне пурте пуҫтарӑнӑпӑр.

Help to translate

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӑткӑс ӗҫ улӑштарнӑ чухне икӗ сехет те иртет.

Help to translate

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сехет ҫурӑ ытларах пыракан кино вӗҫлениччен хӗрпе каччӑ хӑйсене тахҫантанпа паллакан юлташсем пекех туйма пуҫларӗҫ.

Help to translate

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вуникӗ сехет ҫитиччен кӑшт маларах председатель халӑха шӑпланма ыйтрӗ.

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хисеп грамоти тата сӗтел ҫине лартмалли сехет паратпӑр, — илтӗнчӗ председателӗн уҫӑ сасси.

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вунӑ сехет ҫитсе пырать.

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Вӑхӑт нумай мар-ха, вунӑ сехет ҫеҫ вӗт.

Help to translate

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Енчен те эпир кашни ӗҫ хыҫҫӑнах пӗрер-икшер сехет пырса ӗҫлесен?

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Паян 15 сехет тӗлне М-7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнче, икӗ ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ.

Сегодня, приблизительно в 15 часов, на автодороге М7 в Моргаушском районе, столкнулись две легковые машины.

Муркаш районӗнчи аварире 5 ҫын аманнӑ, пӗри - вилмеллех // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34333.html

Вӗсем 4-8 сехет таран ҫунма пултараҫҫӗ.

Они могут гореть в течение 4–8 часов.

Салтаксем валли — ҫуртасем // С.Петрова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%bc/

Паян 13 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ районӗнче Ҫиҫӗмкасси тата Пӗчӗк Упакасси ялӗсен хушшинче шкул автобусӗ аварие лекнӗ.

Сегодня в 13:30 в Ибресинском районе между деревнями Молния и Нижние Абакасы школьный автобус попал в аварию.

Йӗпреҫ районӗнче шкул автобусӗ аварие ҫакланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34308.html

Вунсакӑр-ҫирӗм ҫухрӑм кайсан, Акӑш кӳлли патнех ҫитсен, манӑн упа (вӑл пур-пӗрех манӑн пуласса пӗлсе ҫапла калатӑп) капан тӗпӗ пек сарлака тунката ҫине ларсах ҫур сехет канса илчӗ.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed