Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аркадине пуринчен ытла сонатӑн юлашки пайӗ, тыткӑна илекен хавас та шухӑшсӑр юрӑ варринчех сасартӑк трагедилле пек хурлӑхлӑ хуйхӑ пуҫланса каякан пайӗ килӗшрӗ…
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Анчах иккӗмӗш пайӗ ӑна куннинче те кӑмӑла кайман.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Повеҫӗн пӗрремӗш пайне киленсех вулатӑн, анчах иккӗмӗш пайӗ ниме те тӑмасть, унта эпир Гоголе пачах курмастпӑр.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
«Турӑҫӑм, ҫак укҫан пӗр пайӗ те пулин манӑн пулсанччӗ!» — терӗ вӑл, йывӑррӑн сывласа, вара унӑн умӗнче тӗлӗкре курнӑ, 1000 червонец тесе ҫырса илӗртекен укҫа ҫыххисем хутаҫран тӑкӑннӑ пек пулчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Хисеплӗ те ырӑ ҫынсен пӗчӗк пайӗ ҫеҫ ку ӗҫ ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхрӗҫ.Небольшая часть почтенных и благонамеренных людей была чрезвычайно недовольна.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Вӗсем, ҫак тӗлӗнмелле пайӑркасем, вӗлкӗшсе тӑраҫҫӗ, вӗсен пӗр пайӗ шлепке айӗнчен усӑнса каҫхи сулхӑнта хӗрелнӗ пите перӗнет.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ял хуҫалӑхӗ патшалӑхӑн питех те пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланать.
Пиллӗкмӗш чӗрӗк // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 3,5,7 с.
Сӑмахӑн пӗрремӗш пайӗ — «Нар» — сӑрт ячӗпе ҫыхӑннӑ, иккӗмӗш пайӗ — «кас» — урам тенине пӗлтерет.
Пиллӗкмӗш чӗрӗк // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 3,5,7 с.
Анчах Ридлер «кирек мӗнле хакӑн» пайӗ пуласшӑн мар-ха.Но он, Ридлер, не станет составной частью этой «любой цены».
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Иртнӗ ҫулта кӑна республикӑн пӗрлештернӗ бюджечӗн «Вӗренӳ» пайӗ тӑрӑх тунӑ тӑкаксен калӑпӑшӗ 20 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Тӗслӗхрен, 2019 ҫулта медицина енӗпе аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенчен вӗренсе тухнисен виҫҫӗмӗш пайӗ пуҫламӑш сыпӑкра ӗҫлет.К примеру, треть выпускников медицинских вузов 2019 года работает в первичном звене.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Шел те, ҫул ҫинчи транспорт инкекӗнче шар куракансенчен виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайӗ врачсем килсе ҫитиччен пурнӑҫран уйрӑлать.К сожалению, три четверти пострадавших в ДТП погибают еще до приезда медиков.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Паян килти хушма хуҫалӑхсем экономикӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланаҫҫӗ тата туса кӑларакан ял хуҫалӑх таварӗсен калӑпӑшӗн 40 процентӗнчен ытларах пайне вӗсем туса илеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Ӳсӗмӗн ҫавнашкал ҫӳллӗ шайри кӑтартӑвӗ уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен промышленноҫ организацийӗсем пӗтӗм регион продукчӗн виҫҫӗмӗш пайӗнчен ытларах калӑпӑшне йӗркелеҫҫӗ тата республикӑри мӗн пур шайри бюджетсене тӳлевсемпе пуҫтарусен ҫурринчен ытларах пайӗ пырса кӗрессине тивӗҫтереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Кун умӗн Фоминпа ахаль боецсен ытларах пайӗ Севастьянов хуторӗнче эрех ӗҫсе лартнӑччӗ те, хутортан кӑвак ҫутӑлла тухрӗҫ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах казаксен ытларах пайӗ хӑйне хирӗҫҫине ӑнланса ҫитсен, вӑл пухусенче калаҫакансем ҫине йӑлтах урӑхла пӑхакан пулчӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Бандӑсен йышӗ кашнинпе пӗрех пиллӗкрен пуҫласа ҫирӗм штык таран пулнӑ, вӗсен ытларах пайӗ унччен активлӑ шурӑ гвардеецсем пулнӑ вырӑнти казаксенчен тӑнӑ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсен пӗр пайӗ Хӗрлӗ Ҫарпа пӗрлешнӗ, ыттисем, — Врангель полкӗсенчен юлнисем, — Дон ҫине ҫӗнӗ походпа килме хатӗрленнӗ май, Крымра лараҫҫӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӗрессипе каласан лаг та мар ӗнтӗ, унӑн пӗр пӗчӗк пайӗ кӑна.
X сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
— Пур строительствӑра та снабжени пайӗ пулать, эсир хӑвӑрах хӑма илме ҫӳретӗр.— На всяком строительстве бывает отдел снабжения, а вы сами поехали за досками!
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.