Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачисене (тĕпĕ: ача) more information about the word form can be found here.
Вӗренме пӑрахакан ачисене Марко тата хытӑрах тыткалать.

Еще нетерпимее относился Марко к тем, кто бросал учиться.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко турра кӗл тума юратать, ачисене те турра ӗнентересшӗн тӑрӑшать.

Глубоко верующий и набожный, Марко всячески старался внушить своим сыновьям религиозные чувства.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗмӗрне суту-илӳ ӗҫӗпе тӑрмашакан Марко хӑй кил-йышне сӗтел хушшинче чухне кӑна уҫҫӑн курать, вӑхӑтне ҫитернӗ май ачисене те хӑй евӗр вӗрентме тӑрӑшать.

Вечно занятый торговыми делами, Марко только за едой видел всех близких вместе и, пользуясь случаем, довольно своеобразным способом занимался их воспитанием.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах Марко ҫав йӑлана уясах тӑмасть, тепӗр чух, хӑна-вӗрле килес пулсан та, ачисене вӗсемпе пӗр сӗтел хушшинех лартать.

Но Марко всегда усаживал своих ребят за стол вместе с собой, даже когда у него бывали гости.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко бай ачисене уҫӑ кӑмӑллӑн эрех сӗнет.

Дядюшка Марко передавал миску детям,

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пирӗн тӑван чӗлхене тиркекен чылай чӑвашсем паян хӑйсен ачисене вырӑс чӗлхине ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшнӑ пекех, паянхи нумай вырӑс та ачисене пурнӑҫра акӑлчанла калаҫма вӗрентме тӑрӑшнине куратпӑр.

Мы видим, как нынче многие чуваши, относящиеся снисхождением к своему родному языку, обучают детей только русскому языку, так и многие русские стараются обучать своих детей разговаривать на английском языке.

Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html

Пирӗн пӗлӗш Рахметов ҫулталӑкра 400 тенкӗпе пурӑннине пӗлнӗ эпир; студентшӑн пулсан, вӑл ун чухне сахал пулман, анчах Рахметовсен йӑхӗнчи ҫӗр улпучӗшӗн ытла та сахал пулнӑ ҫав; ҫавӑнпа та пирӗнтен кашниех хӑй ӑшӗнче пирӗн Рахметов Рахметовсен йӑхӗн мӗнле те пулин юхӑнса ҫӗрсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ сыппинчен тухнӑ пуль, хысна палатинче ӗҫлекен мӗнле те пулин советникӗн, ачисене нумаях мар мул хӑварнӑскерӗн, ывӑлӗ пуль тесе шутланӑ, эпир ҫавна пӗлесшӗн пурте ытлашши тӑрӑшса кайман.

И знали мы, что наш знакомый Рахметов проживает в год рублей четыреста; для студента это было тогда очень немало; но для помещика из Рахметовых уж слишком: мало; потому каждый из нас, мало заботившихся о подобных справках, положил про себя без справок, что наш Рахметов из какой-нибудь захиревшей и обеспоместившейся ветви Рахметовых, сын какого-нибудь советника казенной палаты, оставившего детям небольшой капиталец.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӗсен ачисем хӑйсем пек пулмӗҫ: манӑн ҫынсем пурте ҫынсем пулӗҫ; эпӗ вӗсен ачисене пуканесем пулма мар, ҫынсем пулма вӗрентсе ӳстерӗп.

Но ведь у них не будет таких детей, как они: ведь у меня все люди будут людьми; и их детей я выучу быть не куклами, а людьми.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Амӑшӗсем ачисене епле юратнине пӗлетӗн эсӗ.

Ты не знаешь, каковы дети милы матерям.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ Устина мар, ун ачисене шеллетӗп!

Мне не Устина, а детишек его жалко!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ют ҫын ачисене, уйрӑмах тӑлӑхсене тата, вӗрентесси питӗ йывӑр ӗҫ вӑл.

Трудное это дело — чужих детей учить и особенно сиротков.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ют ҫын ачисене тӑрантарса пурӑнма-и?

Чужих детей кормить?

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑй йӗркипе вӗсем те ачисене ҫак ӗҫе вӗрентесрен шикленетӗп.

Боюсь, что он в свою очередь научил этому своего сына.

VIII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Авалхи пуплевсен шухӑшӗсене ӑнлантарнӑ чухне вӑл «харпӑр хӑй ачисене улӑштарса ҫиме юрать» тесе калатчӗ вӗт.

Объясняя мне смысл древних текстов, он сам говорил, что можно «обмениваться детьми и съедать их».

V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Кӑкӑр ачисене ан пӑснӑ пултӑр!..

Не смущай младенцев!..

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хамӑн ачасем пулман та, халӗ вара ҫынсен ачисене пӑхса ларас-и?

Своих детей не имела, да чтоб теперь с чужими нянчиться?

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Илемлӗ арҫын ачасемпе хӗрсен ашшӗ-амӑшӗсем хӑвӑртрах пытарма тӑрӑшнӑ ун куҫӗсенчен хӑйсен ачисене; ирсӗрлӗхпе синкер палли пек шутласа, унӑн ятне мӑшӑрлӑх тӳшеке ҫинче сасӑпа калама хӑранӑ.

Родители красивых мальчиков и девушек прятали детей от ее взгляда; ее имя боялись произносить на супружеском ложе, как знак осквернения и напасти.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ӗлӗк рабочисен ачисене казакпа хӑратнӑ.

Раньше детей рабочих пугали казаком.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрарӑмӗсем — вилнӗпе пӗрех, кинне… ачисене шыв сапса тӑна кӗртрӗҫ…

Бабы — по-мертвому, водой отливали сноху… детей…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ пур, хам ывӑлӑмӑн ачисене пӑхма тивӗ-ха, тесе ӗмӗтленеттӗм.

А я-то думала, что внуков придется нянчить.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed