Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачасем (тĕпĕ: ача) more information about the word form can be found here.
Бульварта ачасем питӗ нумайччӗ, пӗр ҫамрӑк кӑна нянька пирӗн ҫине пӑхса кулса ячӗ.

на бульварах было много детей, и одна молоденькая няня посмотрела на нас и засмеялась.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпе ӑна ҫывӑрмалли пӳлӗме ертсе кӗтӗм, анчах та пире ачасем сырса илчӗҫ, шӑтарас пек пӑхма пуҫларӗҫ.

Я провел его в спальню, но ребята обступили нас и стали смотреть прямо в рот, —

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем пӗлеҫҫӗ-ши ҫак историе?

Что ребята знают об этой истории?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем Николай Антоныч ҫинчен мӗн калаҫнине Ромашев итлесе тӑрать, унтан ӑна элеклесе парать, тетӗн.

 — Ты говоришь, Ромашов подслушивает, что ребята говорят о Николае Антоныче, а потом ему доносит.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна мӗнле пырса тытнине ачасем те курчӗҫ.

Ребята видели, как я его застал,

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку кӑна та ҫитмест, вӑл тата ачасем Николай Антоныч ҫинчен мӗн-мӗн калаҫнисене итлесе тӑрать, кайран лешне элеклесе парать.

Во-вторых, он подслушивает, что ребята говорят о Николае Антоныче, а потом ему доносит.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Те каникулӑн юлашки кунӗ пулнипе, ачасем те пуҫтарӑнманччӗ-ха.

Ребят никого не было — последний день перед началом занятий, —

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем, эпӗ сире пурне те каласа парӑп, — терӗм эпӗ.

— Ребята, я вам все объясню, — сказал я нетвердо.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем ҫӑвар карса тӑнӑ вӑхӑтра вӑл хӑюллӑнах пирӗн хутлӑха ыткӑнса кӗрсе тӑчӗ, мана ҫавӑрса илсе пӗтӗм вӑйӗпе тӗртсе ячӗ, эпӗ ирӗксӗрех койка ҫине кайса лартӑм.

Пока мальчики стояли, разинув рты, она смело бросилась между нами, вцепилась в меня и оттолкнула с такой силой, что я невольно сел на кровать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та ӑна ӗненекен ачасем те тупӑнатчӗҫ.

Но находились ребята, которые верили ему.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытти ачасем пурне те критиксенчен ҫырса илеҫҫӗ, ун пек ӗҫе кӑмӑллать вӑл.

Другие ребята все списывают у критиков, и это ему нравится.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем культпоходран таврӑничченех эпӗ вырӑн ҫине кӗрсе выртрӑм.

Еще ребята не вернулись из культпохода, а я уже был в постели.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытти ачасем те хӑйсен рясисене ҫӗртен сӗтӗрсе, кулса кӑна ҫӳрерӗҫ.

Другие ребята просто волочили свои рясы по полу и хохотали.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ку ӗҫпе ачасем ытлашшиех интересленсе каймарӗҫ.

Но ребята равнодушно отнеслись к этой затее,

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пӗчӗк ачасем пекех ӳсет.

По развитию она, как дети.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем ытларахӑшӗ тата хӑйсен сочиненийӗсене кӗнекесемпе пӗр-пӗр статьясем ҫинчен ҫырӑ-ҫыра илетчӗҫ.

Во-вторых, большинство ребят составляло свои сочинения из книг и статей — прочтет критику и спишет.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Лимонна ачасем ҫаклатса каймарӗҫ-и?

— Лимон мальчишки не утащили?

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Крупицына, — терӗ Ромка, — пире ачасем ячӗҫ…

— Крупицына, — говорит Ромка, — нас ребята послали…

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ачасем Расщепей тавра карах кӗпӗрленчӗҫ, пурте вӑл мӗскӗре кӑтартнине ун пӳрни вӗҫҫӗн курасшӑн.

Все обступили Расщепея, стараясь из-под его руки увидеть, что он показывает.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫук, ҫук, — ачасем пӗр чӗнмесӗр пӑшӑрхануллӑн ларнине сиссе, сассине хӑпартрӗ вӑл, — эпӗ вилме хатӗрленместӗп, ман тумалли темӗн чухлӗ!

Нет, нет, — воскликнул он, заметив, должно быть, что наступило тревожное молчание, — я умирать не собираюсь, у меня еще дел пропасть!

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed