Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) more information about the word form can be found here.
Ку ӗҫе хамах тӑвӑп эпӗ…

Я это устрою…

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрлӗрен сӑлтавсене пула, Иеротей манахӑн пӑлхар халӑхне ӑс-хакӑл парас енпе хӑй ячӗпе ӗҫлеме майсем пулман, анчах вӑл ҫав ӗҫе ҫӗклентерме пайтах пулӑшса тӑнӑ, — пӑлхар ҫамрӑкӗсем нумайӑшӗ ун укҫипе вӗреннӗ.

Обстоятельства не позволили отцу Иеротею самому послужить делу умственного пробуждения Болгарии, но он способствовал этому пробуждению косвенно, — десятки болгарских юношей учились в разных учебных заведениях на его средства.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Укҫа мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ ил те, ӑна Болгарие усӑ кӳрес ӗҫе ярӑр, турӑ сире мӗнле ӑс парӗ.

— Возьми, сколько нужно, и употребите деньги на пользу Болгарии, как вас господь вразумит…

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ытла ҫӑмӑллӑн килӗшрӗ-и вара вӑл ҫак ӗҫе тума, ак халӗ ӑна хӑрушӑ та, йывӑр та, вӑй та ҫитерме ҫук пек.

Дело, за которое он только что взялся так легкомысленно, теперь казалось ему страшным, тяжелым, непосильным.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хальхинче эс мана хам пултарайман ӗҫе тума хушатӑн.

— Ты мне предлагаешь нечто совершенно невозможное.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ан пӑшӑрхан, сан патна эп, пӗлтӗрхи пек, каҫ выртмалла килмен-ха, пулӑшу ыйтма килтӗм, хамшӑн мар, хамӑр ӗҫе пулӑшмалла пулать…

— Не беспокойся, теперь я пришел к тебе просить не пристанища, как в прошлом году, а другой услуги, и не для себя лично, а для нашего дела…

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫырӑвне комитета тавӑрса париччен вӑл бее ҫак комитетри ҫынсене тытас ӗҫе халь тума юрамасть-ха тесе ӳкӗте те кӗртме пултарнӑ, ҫавна та хушса калар эппин.

Добавим, что перед тем, как возвратить письмо комитету, он хитростью сумел уговорить бея отложить облаву.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах ман ҫак ӗҫ пирки хирӗҫес шухӑш пур: ӑна вӗлерни хамӑр ӗҫе пӑсса ан хутӑрччӗ, ҫавӑнпа та Стефчова вӗлерме вӑхӑт ҫитмен-ха тетӗп.

Но у меня есть возражение по существу: это убийство может повредить нашему делу, и я считаю его несвоевременным.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Вӑл тем мар-ха, — сӑмаха кӗчӗ Недкович, — ку ӗҫе эпӗ хам тӑватӑп.

— Ну, это пустяки, — сказал Недкович, — это я беру на себя!

IX. Огнянов председательте // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак тӳрӗ чӗреллӗ ҫыншӑн таса ӗҫе пӗтӗм чун хавалӗпе шанса тӑнипе кӑна унӑн вӗҫне тухма пултарасси паллӑ пулчӗ.

Только возвышенной верой в святость дела, которому он служил, можно было объяснить правдивые и неправдивые заверения этого честнейшей души человека.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах вӑл хӑй идейине ӗҫе кӗртес тесен, кирек мӗн те вырӑнлӑ пулать тесе шухӑшларӗ.

Но он был увлечен своей идеей и считал, что для ее воплощения в жизнь можно пойти на все.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лалка ӑна, хамӑр ҫын тесе, хӑй мӗнле ӗҫпе пынине пӗр хӑрамасӑр та вӑтанмасӑр тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парӗ те, ачине ҫавӑнтах ҫак кансӗр ӗҫе туса килме хушса ярӗҫ.

Лалка могла, не стесняясь, рассказать ей обо всем, как своему человеку, и без всяких опасений дать это нелегкое поручение ее сыну.

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак ӗҫе тӑвасси пит йывӑррине ӑнланать вӑл.

Она понимала, что сделать это трудно.

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пурте ӗҫе пикеннӗ!

Все взялись за дело!

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав ӗҫе пикенсе тытӑннипе тухтӑр хӑйӗн чунне кантарчӗ, ҫавна пула ӳсӗр ҫын хӑйӗн хуйхи-суйхине эрехре путарнӑ пек, вӑл та хӗрӳ ӗҫре кӑмӑлне йӑпатрӗ.

Целиком поглощенный его, доктор находил в ней забвение, в опьянении этой работой он становился нечувствительным к душевным мукам, как пьяница, который топит горе в вине.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Клеопатрӑпа мӗн тумалла-ха, вӗлермешкӗн шел пек, Соколов ӑна ирӗке яма шут тытрӗ, ҫав ӗҫе тума вӑл Нечо Павлова сӗнчӗ, ан тив, вӑл ӑна пӗр-пӗр каҫхине ту еннелле ҫавӑтса кайтӑр та тӗнчен тӑватӑ енне ӑсатса ятӑр.

Не зная, что делать с Клеопатрой, Соколов решил отпустить ее на волю, — убить ее все-таки было жалко, — и он попросил Нечо Павлова вывести медведицу как-нибудь вечером в горы и там оставить ее.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко Ивановпа Мичо Бейзаде пикенсех тӑрӑшнине пула, Соколов тухтӑра хӑйсем ҫине шантарса кӑларттарчӗҫ, ӗнтӗ вӑл, тухтӑр, тӳррипе каласан, тӗрӗксене вӗлерес ӗҫе те хутшӑнман-ҫке.

После многократных попыток Марко Иванову и Мичо Бейзаде удалось взять на поруки доктора Соколова, не причастного, впрочем, к убийству турок.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каларӑм-ҫке сире, ҫав ырӑ ӗҫе кашкӑрсем тунӑ терӗм, тӗрӗксем ыран ҫав кашкӑрсене аяккарах хуса кайса ҫавӑрса илесшӗн.

Я же вам сказал, что это доброе дело сделали волки, а турки собираются завтра устроить на них облаву и угнать их подальше…

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Атьсем, витӗр пӑхса тӑрӑр, малтанласах ӗҫе пӑсса хурар мар.

— Ребята, смотрите в оба, как бы не испортить все с самого начала.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Бей, тутине ҫыртса та пулин, халех ҫав ӗҫе пуҫӑнма хушрӗ.

Бей, не возразив ни слова, тотчас же отдал распоряжение.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed